Поиск
Шырав ĕçĕ:
Те ҫулпах утрӗ вӑл, те ана ҫине кӗрсе кайрӗ — хӑй те пӗлмерӗ, ура айне пӑхмасӑр тӑнкки-танкки пускаласа талпӑнчӗ малалла, ялалла.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эмиль ашшӗн чусталлӑ питне курсан вӑл урмӑш сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те ҫак пӑтӑрмах ҫинчен халӑха пӗлтерме ялалла чупса кайрӗ.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эсӗ выльӑхусене ялалла хӑваласа кӗрт те, ман валли мӗн те пулин ҫимелли илсе тух-ха.
Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Партизансен тепӗр ушкӑнӗ, чӑнкӑ ҫыранлӑ ҫырма хӗррипе пырса, мунчасем патне йӑпшӑнса пычӗҫ, унтан вара часовойсене тыта-тыта илсе, ялалла кӗрсе кайрӗҫ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӑйсен ҫыннисем килнине пӗлсен, старикӗ сывлӑх сунчӗ те, лава ялалла кӗртсе ячӗҫ.Удостоверившись, что едут свои, они поздоровались с дедом и пропустили подводу.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Персе вӗлересрен хӑранӑ пирки, хӑйсен пур-ҫук япалисене илсе, алла ҫыхӑсем, витресем тытса, Лукино ҫыннисем каллех вӑрманти сукмаксем тӑрӑх ялалла кайрӗҫ.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсем вара виҫҫӗш те ялалла чупса кайрӗҫ.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Чапаев, ҫуна ҫине ларчӗ те, Казаксен Таловки ятлӑ ялалла кайрӗ.
Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Мана кӗтсе тӑр, эпӗ исполкома каятӑп, — терӗ те Чапаев, шинель аркисене ҫӗклесе, ялалла утса кайрӗ.— Жди меня, я в исполком пойду, — сказал Чапаев и, приподняв полы шинели, зашагал в село.
Ҫул ҫинче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Амӑшӗ санаторине кӗрсе кайрӗ, Таня ачасемпе ялалла утрӗ.И мама пошла к себе в санаторий, а Таня с ребятами пошла в деревню.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Шоссе тӑрӑх уялла тислӗк тиенӗ лавсем тӑсӑлаҫҫӗ, сӑрт енчен ялалла вут-шанкӑ тиенӗ урапасем килеҫҫӗ.
XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем, пилӗк ҫын, провинцин центрӗнчен поезд ҫине ларса уезд хулине ҫитрӗҫ, документсем илчӗҫ, вара, вӑхӑта пӗр минут сая ямасӑрах, ялалла ҫул тытрӗҫ.
XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Урапа ҫине вир улӑмӗ сарчӗҫ, ун ҫине аманнисене вырттарчӗҫ те ялалла хускалса кайрӗҫ.В телегу настелили просяной соломы, уложили на нее раненых и тронулись в деревню.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем Хань Лао-люна лайӑх ҫыхрӗҫ те, лаша купарчи ҫине вырттарса, ялалла сиктерчӗҫ.Они крепко связали Хань Лао-лю и, перекинув его через круп лошади, поехали в деревню.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Нумай шутласа тӑмасӑрах ялалла чупрӑм.
4. Шкула ҫӳреме тытӑнатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӗсем ҫыран хӗррине ишсе тухса тӗмсем хушшине пытанса ларнӑ пулнӑ та, пӑртакҫах тӑрсан, ҫывӑхри ялалла шӑвӑннӑ.Они выбрались на берег и скрылись в кустах, а затем поползли в ближнюю деревню.
Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ачасем ялалла каяҫҫӗ, Костьӑпа Нюра килнелле чупаҫҫӗ.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Лав, паҫӑрхи шухӑ та ҫил-ҫиҫкӗнчӗк лав, ҫырма тӗпӗнчен тӳреме тӑрӑшуллӑн хӑпарса, тикӗс вырӑнпа юртма тытӑнчӗ ялалла.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лерелле, ялалла тӳрем вырӑн, шиксӗр.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Акӑ ӗнтӗ ун умне Липинца тухса тӑчӗ, мӗнле пулнӑ ҫаплах ҫул ҫинче юр чӗриклетет, хура ҫара туратсем витӗр шурӑмпуҫ хӗрелни курӑнать, вӑрман тӗлӗнчи ҫӑхан ушкӑнӗ кӑранклатса ялалла вӗҫет, мӑрьесенчен тӗтӗм хӑпарать, инҫетре юрпа хупланнӑ вӑрман шурӑмпуҫ ҫутинче кӗрен тӗспе витӗннӗ…
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.