Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та Звягинцев мана, юн юхтарса выртакан ҫынна, юри, ятарласа пӑрахнине, базӑна ҫитес вӑхӑта юри тӑсса пынине ӗненме пултарайман эпӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Эпӗ пур сире, айвансене, хальхи пурнӑҫа аса илччӗр, малашне мӗнле пурӑнсан мӗнле пулассине туйччӑр тесе, юри ҫав кӗлмӗҫсене хам пата илсе каҫрӑм, юри хӑна турӑм.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Никамӑн та шӳт тӑвас килмен, никамӑн та кулас килмен, юри кӑна шӳт тунӑ, юри кӑна кулнӑ, мӗншӗн тесен жандарм тени хӑйсене, революционерсене, парӑнтарнӑ иккенне пӗрин те палӑртас килмен.
Кустӑрмаллӑ тӗрме // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Хӑюллӑнах ҫакна калама пултаратӑп: хам пулма тӑрӑшнӑ тӗлӗнмелле чӗрчунтан эпӗ чӑннипе чылай лайӑхрах; юри тунине пула мӗнле курӑннине пӑхмасӑр, мана Нехлюдовсем юратрӗҫ, тата, ман телее, эпӗ юри тунине тӗшмӗртрӗҫ пулас.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗслӗхрен, Любочка кашни кунах ҫывӑрма каяс умӗн атте ҫине хӗрес хывни, аннене асӑнса кӗлтума кайсан Любочкӑпа Катенька чассовнире йӗни, фортепьяно каланӑ чух Катенька ассӑн сывлани тата куҫне ҫавӑра-ҫавӑра пӑрахни — ҫаксем пурте мана юри хӑтланнӑ пек туйӑнатчӗҫ, вара эпӗ хамран хам ҫапла ыйтаттӑм: ҫитӗннӗ ҫынсем пекех ҫавнашкал юри тума хӑҫан вӗренсе ҫитнӗ-ха вӗсем тата апла хӑтланма вӗсене намӑс та мар-ши?
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь вӗсем юри харлаттармасӑр, юри ассӑн сывламасӑр чӑннипех ҫывӑраҫҫӗ пулас ӗнтӗ, Косицын «пулӑҫӑсене» тепӗр хут шутласа тухрӗ.
V // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Якова вара ҫав кӗлетке ашшӗне тарӑхтарнӑ пек, вӑл ҫынсене ватӑ кӗлеткин йӗрӗнмелле ирсӗрлӗхӗсене юри кӑтартма тӑрӑшнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл каҫхи кӗпе-йӗмпе, кӳпшесе кайнӑ кӑкӑрне уҫса, аслӑ хӗрӗ Елена умӗнче ӑна юри ҫиллентерес тесе ҫӳренӗ пекех сӳрерӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах час-часах вӑл ҫак ҫынсем пӗр-пӗрне юри вӗрилентернине, юри ҫынна кӑтартасшӑн пулнӑ пек хӗрсе кайнине, вӗсенчен кашниех хӑйӗншӗн чӑнлӑх ҫывӑхарах, хаклӑрах, ыттисемшӗн вӑл ун пек мар пулнине ӗнентересшӗн пек асӑрхать, теприсем вара, уншӑн кӳренсе, хӑйсем чӑнлӑх патне ҫывӑх тӑнине кӑтартса пама тӑрӑшса хыттӑн, хаяррӑн тавлашнине курать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӗҫре ҫирӗп йӗрке пулнине юратакан Андрее вӑл хӑйне мӗнле тытни килӗшет те, ҫав вӑхӑтрах тата, кирек епле юри тунӑ япала та иккӗлентернӗ пек, вӑл хӑйне юри ҫапла тытни тарӑхтарать те.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Мӗнле савӑнтӑм эпӗ, кантра ман пӳрнесене хытӑ тивсе ыраттарсан — юлашкинчен вара юри асӑрханусӑр пек пулма тӑрӑшрӑм, анчах хӗр мана юри йӗкӗлтерӗ, ман тӑснӑ пӳрнемсене тӗкӗнмерӗ!
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
«Саншӑн пулсан, пурне те юри тӑваҫҫӗ; эсӗ ҫынна вӗлеретӗн пулсан та, вӑл юри тӑвать тесе шутлатӑн.«Для тебя все притворство; ты убьешь человека и будешь говорить, что он притворяется.
XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Те юри ман чӗрене ыраттарасшӑнччӗ, те юри вӗчӗрхентересшӗнччӗ.То ли специально хотел сделать мне больно до глубины сердца, то ли специально злил.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Колхозӑн ҫавах пире титти-митти тӳлемелле, — юри селӗп сӑмахларӗ ҫапса амантнӑ кӑвакал ҫуначӗ евӗр усӑннӑ мӑйӑхли.
Нарт-нарт кӑвакал // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 172–190 с.
— Тӗлӗнтермӗш тӗлӗкӗмре вӗҫрӗм те вара пӗрех! — сассине юри ҫинҫетсе каларӗ вӑл.
Кӑрлач чечекӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 91–110 с.
— Чӑматанӗ чаплах пулмасан та, апачӗ тутлӑ, амӑтьке, — терӗ Ҫирахви, аслашшӗ калакан сӑмаха юри асӑрхаттарса.
Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫирахви ӑнланчӗ — аслашшӗ ҫӑрине юри уҫса хӑварнӑ, хӑй илсе килнӗ кучченеҫсене астивсе пӑхтарас кӑмӑлпа ҫапла тунӑ-мӗн.
Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ӳсӗр эсӗ, юри кӑшкӑрнӑ…
Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Эльза, ҫӳллӗ кӗлеллӗ туфлине юри ҫӗклерех пусса, тимӗр витнӗ хуралтӑ ҫинче качака шӑклаттарса утнӑ пек, слесарь умне пырса тӑчӗ.
Ҫирахви мар — урӑх хӗр // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Инна канӑҫне ҫухатнӑ хӗрӗн хулӑн ҫӳҫне юри арпаштарнӑ пек пулчӗ.
Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Эпӗ юри анчах.
Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.