Поиск
Шырав ĕçĕ:
40. Иудӑпа унӑн ҫарӗ юхӑм шыв патнелле ҫывӑхарса пынӑ чухне Тимофей хӑйӗн ҫарпуҫӗсене ҫапла каланӑ: эхер те вӑл пирӗн пата маларах каҫса ӗлкӗрсессӗн, эпир ӑна хирӗҫ тӑма вӑй ҫитереймӗпӗр, вӑл пире ҫӗнтерӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Маттафийӑпа унӑн юлташӗсем вӗсемшӗн питӗ хурланса йӗнӗ; 40. ӗнтӗ вӗсем пӗрне-пӗри каланӑ: эхер те эпир пурте ҫав тӑванӑмӑрсем пек пулса хамӑр пурӑнӑҫшӑн, хамӑр йӗркесемшӗн суя тӗнлисене хирӗҫ ҫапӑҫмастпӑр пулсассӑн, вӗсем пире пурсӑмӑра та часах ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӗҫ, тенӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те эсӗ ӑна кураймастӑн пулсан, уйӑрса яр, тет Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ; кӳренӳ унӑн тумтирне хуплӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа хӑвӑр чунӑра астуса тӑрӑр, ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ӗнтӗ, священниксем, ҫак ӳкӗт сирӗн валли: 2. эхер те эсир итлеместӗр пулсан, Манӑн ятӑма мухтассине чӗрӗр патне илместӗр пулсан, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫакна чӗререн тӑвасшӑн мар.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те Эдом: «эпир ҫука юлтӑмӑр, анчах мӗн аркатнине эпир ҫӗнӗрен тӑвӑпӑр» тет пулсассӑн, Саваоф Ҫӳлхуҫа вара ҫапла калать: вӗсем туса лартӗҫ, Эпӗ ҫӗмӗрӗп, тет.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те Египет йӑхӗ ҫула тухса кунта килмесен, унӑн та ҫумӑр пулмӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна хӳшӗ уявне уявлама килсе ҫӳремен халӑхсене пӗтернӗ пекех пӗтерсе тӑкӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата ҫапла пулӗ: эхер те ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр халӑх Иерусалима Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, пуҫҫапма каймасан, вӗсен ҫумӑр пулмӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн хыҫҫӑн Аггей каланӑ: эхер те ҫакӑн ҫумне вилене сӗртӗнсе хӑйне ирсӗрлетнӗ пӗр-пӗр ҫын пырса тӗкӗнсен, вӗсем вара таса мар пулса тӑраҫҫӗ-и? тенӗ.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эхер те пӗр-пӗр ҫӑмӑлттай суя суйса: «эпӗ сана эрехпе ҫиккер ҫинчен вӗрентӗп» тесессӗн, вӑл ҫак халӑхшӑн юрӑхлӑ вӗрентекен пулнӑ пулӗччӗ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эхер те вӑл хӑй еткерлӗхӗнчен пӗр-пӗр чурине ҫӗр парсассӑн, ҫак парне чура аллинче ирӗке тухмалли ҫулччен ҫеҫ пулать, кайран ҫӗр каллех аслӑ пуҫлӑх патне таврӑнать.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те аслӑ пуҫлӑх кӑмӑл туса Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е тав парни кӳрес пулсан, ун валли тухӑҫ енне тухакан хапхана уҫмалла, вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине, тав парнине шӑматкун кӳнӗ евӗр кӳрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл каялла тухӗ, вӑл тухнӑ хыҫҫӑн хапхана питӗрмелле.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эхер те эсӗ йӗркесӗр ҫынна хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрас тесе сыхларӑн пулсан, анчах та вӑл хӑй ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗ пулсан, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилет, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑвартӑн.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те хуралҫӑ, килекен хӗҫе курса, трупапа кӑшкӑртмарӗ, халӑха систермерӗ пулсан — хӗҫ ҫитсе камӑн та пулин пурӑнӑҫне пӗтерчӗ пулсан — ҫав ҫынна ҫылӑхӗшӗн ярса илнӗ, анчах та унӑн юнне хуралҫӑ аллинчен шыраса илӗп.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те камӑн та пулин ывӑл ҫуралсассӑн, ҫавӑ ашшӗ тӑвакан пӗтӗм ҫылӑха курса та ун пек тумасассӑн: 15. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлемест пулсан, 16. ҫынна хӗсӗрлемест пулсан, салук илмест, вӑйпа туртса илмест пулсан, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 17. аллине мӗскӗне кӳрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манӑн йӗркемсене туса тӑрать пулсан, Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, ҫав ҫын ашшӗ ирсӗрлӗхӗшӗн вилмест; вӑл чӗрӗ юлать.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эхер те пророк хӑйне илӗртсе улталаттарма парсассӑн, хӑй сӑмахне Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗрентсе калаттарать тесессӗн, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсӑп та ӑна Хамӑн халӑхӑм, Израиль халӑхӗ, хушшинчен пӗтерӗп.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эхер те эсӗ тӳрӗ ҫын ҫылӑха ан кӗтӗр тесе ӑна ӑс патӑн пулсан, вӑл чӑнах та ҫылӑха кӗмерӗ пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна ӑса кӗртнӗ, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑварӑн, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсӗ йӗркесӗр ҫынна ӑс патӑн пулсан, анчах та вӑл хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене пӑрахмарӗ пулсан, хӑйӗн йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗ пулсан, вӑл хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗпех вилӗ, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑварӑн.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эхер те ҫӗрле вӑрӑсем пырас пулсассӑн, вӗсем те хӑйсене кирлӗ таран ҫеҫ вӑрласа кайӗччӗҫ.И если бы воры пришли ночью, то они похитили бы, сколько им нужно.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те 9. вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать: 10. эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Седекия Иеремийӑна каланӑ: ҫак сӑмахсене никам та пӗлмелле мар, вара эсӗ вилмӗн; 25. эхер те пуҫлӑхсем эпӗ санпа калаҫнине илтсессӗн, сана вӗсем: «кала-ха, эсӗ патшана мӗн каларӑн, тата патша сана мӗн каларӗ — пирӗнтен ан пытар, вара сана вӗлерттермӗпӗр» тесессӗн, 26. вӗсене ҫапла кала: «эпӗ патша умӗнче вӑл мана каялла Ионафан ҫуртне ан ятӑрччӗ, унта вилес марччӗ манӑн тесе йӑлӑнтӑм» те.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.