Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачасем, ярӑр ӑна, акӑ сире эрехлӗх ҫирӗм пус.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Кам килӗшмӗ-ха пӗр пулӑштух эрехлӗх ӗҫлесе илме?
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӗлетӗн-и, — шӑп вӗренсе тухас умӗн эпир виҫҫӗн чӗлӗм туртма кайрӑмӑр, — швейцарски хыҫӗнчи пӳлӗме пӗлетӗн вӗт-ха, эсир вӗреннӗ чух та ҫавах пулнӑ пулӗ вӑл, — анчах та пӗлесчӗ сан, эсрел сторожӗ курнӑ та дежурный офицер патне калама чупнӑ (эпир вӗт вӑл сторожа темиҫе хутчен те эрехлӗх панӑ), дежурный офицере хайхи вӑрттӑн йӑпшӑнса пырса тӑнӑ-мӗн; эпир ӑна курсанах, лешсем мӑн пирусӗсене пӑрахрӗҫ те аякри алӑкран кӗре-кӗре тарчӗҫ, — пӗлетӗн-и, а ман ӗнтӗ ниҫта кайма ҫук, вӑл мана темӗн те пӗр каласа хӑратма тытӑнчӗ, паллах, эпӗ те маххӑ памарӑм, ну, вӑл вара инспектора каласа панӑ, кайрӗ вара.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Илӗр, пӗр стакан эрехлӗх паратӑп, илмесен эп ӑна…
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Полозов каретӑна кӑхлатса кӗрсе ларчӗ, хӑй йӗри-тавра минтерсене ҫемҫетсе хучӗ, сигара суйласа илсе туртса ячӗ те тин вара Санина «Кӗрсе лар эсӗ те!» — тенӗ пек пӳрнипе кӑчӑк туртрӗ: Санин унпа юнашар вырнаҫса ларчӗ, Полозов привратник урлӑ почтальона — вӑл эрехлӗх илес тет пулсассӑн — лайӑх, йӗркеллӗ кайма хушрӗ: ура пусмаллисем чӑнкӑртатса илчӗҫ, алӑксем хупӑнчӗҫ те карета тапранса кайрӗ.
XXXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Клюбер г-н кельнерпа тӳлесе татӑлнӑ вӑхӑтра — кельнера вӑл эрехлӗх пӗр крейцер та памарӗ — штраф пекки ӗнтӗ, — Санин офицерсем ларнӑ сӗтел патне хӑвӑрт утса пычӗ те, Джеммӑран мӑшкӑллакан офицер еннелле ҫаврӑнса (леш вӑл вӑхӑтра юлташӗсене черетпе Джемма розине шӑршлаттарнӑ), француз чӗлхипе ҫирӗппӗн ҫапла каларӗ:
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, ачасем, пулӑшӑр, — кӑшкӑрчӗ Николай Петрович: — эрехлӗх паратӑп!— Живей, живей, ребята, подсобляйте, — воскликнул Николай Петрович, — на водку будет!
II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тусӗсем ӑна ямшӑка татах эрехлӗх пама сӗннине пӑхмасӑрах вӑл ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те пӳлӗм варрине тухса тӑчӗ.Несмотря на советы дать еще на водку ямщику, он надел шапку и стал посередине комнаты.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кукӑр куҫлӑхне тытса, вӑл пурте вулакан вырӑна хӑвӑрт вуласа тухрӗ те, тӗлӗнсе кайнӑ извозчика хӗрлӗ сухалӗнчен тытса виҫӗ хутчен чуптурӗ, унтан, урапа ҫине сиксе ларса, пӗтӗм урама илтӗнмелле ҫухӑрса ячӗ: «Эрехлӗх аллӑ пус! Хӑвала, выльӑх!» — терӗ те куҫран хӑвӑрт ҫухалчӗ.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Апла, кама тенӗ ӑна эрехлӗх пама тытӑнсан, хамӑра та часах акӑ выҫӑ ларма тивӗ, — терӗ вӑл.Всякому давать на водку, так самому скоро придется голодать, — сказал он.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ, хамӑра ҫул тупса паракана чӗнсе илтӗм те, ӑна тав турӑм, Савельича ӑна, эрехлӗх, пӗр полтинник укҫа пама хушрӑм.Я позвал вожатого, благодарил за оказанную помочь и велел Савельичу дать ему полтину на водку.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Ку эсрелсем ӗнтӗ эрехлӗх тесен темӗн тума та хатӗр.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ав ҫавӑнта, ту аяккинче, темӗн хури курӑнать, — сакльӑсем пулма кирлӗ ҫавӑнта; ҫанталӑк начар чухне иртен-ҫӳренсем яланах унта чарӑнаҫҫӗ; эрехлӗх паран, ӑсатса яратпӑр, теҫҫӗ вӗсем», — тесе хушса хучӗ вӑл, осетин ҫине кӑтартса.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Осетинсем мана хупӑрласа илчӗҫ те манран эрехлӗх укҫа аптратма пуҫларӗҫ, анчах штабс-капитан вӗсем ҫине сиввӗн пӑхса пӗрре кӑна кӑшкӑрчӗ, лешсем пӗр самахсӑрах таҫта тарса пӗтрӗҫ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Часовой тӑрас вырӑнта пӗр ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ будка кӑна ларакан застава патне ҫитеспе, француз ямшӑка чарӑнма хушрӗ, — кӳмерен тухса, малалла ҫурран утрӗ, кӳмипе чемоданне ямшӑка эрехлӗх пама кӑмӑл тунине ӑнлантаркаласа пачӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1