Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑннипех те, вӗсен пысӑк ӑсталӑхӗпе опычӗ тата яваплӑхӗ – республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗн никӗсӗ, предприятисемпе учрежденисен кӑлтӑксӑр ӗҫлевӗн шанчӑклӑ гаранчӗ.
ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i
Вӑл общество тӑнӑҫлӑхӗн тата ырлӑхӗн тӗп никӗсӗ шутланать.
Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/05/15/news-3569396
Спорт тата сывӑ пурнӑҫ йӗрки пирӗн обществӑн ырлӑхӗн никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ, апла пулсан патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ те.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Чӑннипех те, сирӗн пысӑк ӑсталӑхӑрпа опытӑр тата яваплӑхӑр — республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗн никӗсӗ, пирӗн предприятисемпе учрежденисен кӑлтӑксӑр ӗҫлевӗн шанчӑклӑ гаранчӗ.
Олег Николаев Энергетик кунӗ ячӗпе яаламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/22/gla ... et-s-dnyom
Кашниех хӑй пурӑнакан кил-ҫуртшӑн, урамшӑн, хулашӑн тата пӗтӗм республикӑшӑн яваплӑ пулни тата вӗсене типтерлӗ упрани — юратнӑ Чӑваш Енӗмӗр аталӑнӑвӗпе ырлӑхӗн никӗсӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Кашнийӗн ҫирӗп сывлӑхӗ — общество ырлӑхӗн никӗсӗ.Здоровье каждого человека — это основа благополучия общества в целом.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Хӑватлӑ пулӑх тапса тӑракан, пурнӑҫ ырлӑхӗн иксӗлми вӑйӗпе сывлакан ҫак пӗтӗм аслӑ тӗнче тӳпинче вара, — ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ хӗвел.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫакӑ – Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ, тӑнӑҫлӑх, общество ырлӑхӗн, пирӗн ачасен телейлӗ пуласлӑхӗн никӗсӗ!
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne
Эпир ӗҫ ҫыннине пулӑшма тивӗҫ, мӗншӗн тесен республикӑри экономика ырлӑхӗн никӗсне шӑпах ҫав ӗҫчен алӑсем йӗркелеҫҫӗ вӗт.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
- 1