Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтусене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак процедура халӑха пулас депутатсен программипе ҫывӑхрах паллашма, кандидатсене хӑйсен округӗнчи чи ҫивӗч ыйтусене тӗплӗнрех тишкерме май панине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансемпе, ӗҫ коллективӗсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра панӑ ыйтусене пӑхса тухӗҫ, хуравсем парӗҫ.

Помоги переводом

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Суйлавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравласа пӗлме пулать, вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Алена Аршинова федерацин «Ачасене – ача сачӗсем» парти проектне, Патшалӑх Думин вӗрентӳ комитечӗ ҫумӗнчи шкулчченхи вӗрентӳ енӗпе тимлекен Эксперт канашӗн ӗҫ-хӗлне ертсе пырать, ҫавӑн пекех студентсене, преподавательсене ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшать.

Помоги переводом

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе, ачасен ҫуллахи канӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Ишлей ял тӑрӑхӗнче те сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Владимир Вениаминович ял тӑрӑх бюджетӗнче ҫак ӗҫе пурнӑҫлама хальлӗхе укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗррине палӑртрӗ, ыйтусене шута илсе тӗрӗслесе тӑма шантарчӗ.

Помоги переводом

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ертӳҫӗ пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнас ыйтусене те хускатрӗ.

Помоги переводом

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кунта вӑл производство цехӗсенче пулса рабочисемпе тӗл пулса вӗсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Помоги переводом

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫак тӗллевпе ҫула юсас, ял ҫыннисене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес ыйтусене еплерех татса пама май пуррине Л.Егоровӑпа, М.Пуклаковпа сӳтсе яврӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ялта пурӑнакансем Г.Ивановпа Ю.Егоров хӑйсене тата ыттисене те пӑшӑрхантаракан ыйтусене татса парасса шанаҫҫӗ.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Юнкун республикӑра Информаци кунӗ иртнӗ май экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫри пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене ҫутатрӗ.

Помоги переводом

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ун хыҫҫӑн кунашкал тӗлпулусем, ҫивӗч ыйтусене пӗрле пухӑнса сӳтсе явасси, вӗсене татса памалли ҫул-йӗре шырасси йӑлана кӗнӗ.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Пирӗн пӗрлешмелле, туслашмалла, ҫивӗч ыйтусене пӗрле татса памалла.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Мӗн тери ӑслӑ, ҫав вӑхӑтрах мӗн тери сӑпайлӑ, ӑшпиллӗ вӑл! Ҫынна итлеме пӗлет, ыйтусене чунтан хуравлать.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Халӑха паракан социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатмалла, ҫакна тӑвас тесен вара социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен сферӑра конкуренци хутлӑхне йӗркелемелле.

Необходимо повысить качество оказываемых населению социальных услуг, а для этого нужно создать конкурентную среду в сфере социального обслуживания.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн Ҫырӑвӗнче регионсемшӗн импорта улӑштарас, бюджетсене шайлаштарас, апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, граждансене социаллӑ пулӑшу парас, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тытӑмӗсене ҫӗнетсе аталантарас ыйтусене татса парасси тӗп вырӑнта пулнине палӑртрӗ.

Президент России Владимир Путин в своем Послании отметил, что для регионов ключевым остается решение вопросов импортозамещения, сбалансированности бюджета, обеспечения продовольственной безопасности, социальной поддержки граждан, модернизации и развития систем здравоохранения и образования.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Произведени вулакансен совет патриотизмне ҫӗклет-и, коммунизм ӗҫне тума пулӑшать-и, художествӑллӑ пахалӑхӗ пысӑк-и? — акӑ мӗнле ыйтусене уҫса пама тӑрӑшмалла критикӑн.

Помоги переводом

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Сӑмахран, Красин урамӗнче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах, «чӗрӗ» черет тӑрса санаторипе курорт сиплевӗн справкине тата карттине йӗркелеме, пӗтӗмӗшле клиника тата планпа палӑртнӑ госпитализаци анализӗсене памашкӑн направлени йӗркелеме, сиплевҫе хутшӑнтармасӑр татса памалли ыйтусене уҫӑмлатма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Шупашкарта специалистсем вӗче-ыйхӑ шӑммисен хутлӑхӗн тератомисемпе нушаланакан ачасен сиплевӗнче медицинӑн инноваци технологийӗсене ӗҫе кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн аталану ҫул-йӗрне, ялти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессипе, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗренӳпе тата социаллӑ хӳтлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене, ҫавӑн пекех ялти журналистикӑн ял аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшне сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней