Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтусене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыруҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх — асӑннӑ акцие халӑх, тӗпрен илсен, пуҫаруллӑ хутшӑнать, ыйтусене кӑмӑлпах хуравлать.

Помоги переводом

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫавӑнпа официаллӑ майпа килекен ыйтусене ҫеҫ мар, социаллӑ сетьсенчисене те хуравсӑр хӑвармасть.

Помоги переводом

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тӗрӗссипе, Алена Игоревна ҫак ыйтусене лайӑх пӗлет: унӑн ашшӗ ҫар ҫынни-ҫке.

Помоги переводом

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Эпӗ республикӑри министерство-ведомство ертӳҫисемпе ҫивӗч ыйтусене татса парас тата Чӑваш Ене хушма укҫа-тенкӗ илсе килес тӗллевпе ҫыхӑнсах тӑратӑп.

Помоги переводом

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Владимир Путин «Единая Россия» парти тӑрӑшнипе стратегилле аталану ыйтӑвӗпе общество килӗшӳлӗхне кирлӗ шая ҫитернине, ҫавна май экономика тата социаллӑ ыйтусене, приоритетлӑ наци проекчӗсене, сӑмахран, демографи программине, пурнӑҫа кӗртме май панине каланӑ.

Владимир Путин рассказал о том, что благодаря партии "Единая Россия" по вопросам стратегического развития общественное согласие довели до нужного уровня, при этом стало возможным осуществление социально-экономических вопросов, приоритетных национальных программ, например, программу по демографии.

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Пӗлмен ыйтусене иртсе ҫӳрекенсенчен те ыйтрӗҫ.

Искали ответы на трудные вопросы и у прохожих.

Вӑйӑра маттуррисем ҫӗнтерчӗҫ // Е.ПРОКОПЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Ҫавна май районта пурӑнакан граждансем, хуҫалӑхсем ҫырава хастар хутшӑнасса, ыйтусене тӗрӗс хуравласса шанса тӑратпӑр.

Поэтому верим, что жители, хозяйства района активно примут участие в переписи, ответят на вопросы правильно.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Конференци резолюцине Аксура Е.В.Еллиев музейне уҫассине, Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулне уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗн хатӗрленсе палӑртассине тата ытти ыйтусене кӗртсе пӗр саслӑн йышӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫырава хутшӑнакан кашни гражданин ыйтусене тӗрӗс хуравласа ҫӗршыв правительствине ял хуҫалӑх енӗпе аталанӑвӑн уҫӑмлӑ ҫул-йӗрне ҫирӗплетмешкӗн пулӑшӗ.

Помоги переводом

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫыравра пухнӑ информацие тӗпе хурса ҫӗршывӑн ҫитес ҫулсенчи объективлӑ тата тӗллевлӗ аграри политикине йӗркелеме, ялти ҫивӗч ыйтусене тивӗҫлипе хаклама, унти лару-тӑрӑва ҫӗнетсе улӑштармашкӑн эффективлӑ программа туса хатӗрлеме, ҫапла вара Раҫҫей экономикин аталанӑвне ҫӗнӗ варкӑш кӗртме май килӗ.

Помоги переводом

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ыйтусене регламента кура уҫӑмлӑн палӑртнӑ, ҫавна май ытлашши тӗпчемӗҫ /сӑмахран, шалупа, тупӑшпа, услампа, тӑкакпа ҫыхӑннисемпе интересленмӗҫ/.

Помоги переводом

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Йывӑр ыйтусене хускатнисӗр пуҫне чӑваш каччисене парнесемпе, ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарма тӑрӑшать.

Кроме решения трудных вопросов чувашских парней вдохновляла добрыми словами, подарками.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Никама та хирӗҫлемен вӑл: килти ӗҫе пӑрахса тухса кайнӑ, вырӑна ҫитсе ҫивӗч ыйтусене татса панӑ.

Никому не отказывала она: бросала домашние работы, нужные вопросы решала на месте .

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Паян пирӗн ыйтусене Республикӑри юн илекен станцин тӗп врачӗ Людмила ЯКОВЛЕВА хуравлать.

Сегодня на наши вопросы отвечает главный врач Республиканской донорской станции Людмила ЯКОВЛЕВА.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Халӑхпа тӗл пулнӑ, ыйтусене хуравланӑ.

Встречался с народом, отвечал на вопросы.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Юрӑ-кӗвӗпе, эстрадӑпа, чӗлхепе, автор правипе, искусство аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатаҫҫӗ.

Поднимают вопросы, связанные музыкальными жанрами, эстрадой, языком, авторским правом, искусством.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Эпир ҫак ыйтусене общество мӗнлерех йышӑнассине тӗпе хуратпӑр.

Помоги переводом

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Правительство пуҫлӑхне укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене шута илме сӗнчӗ.

Помоги переводом

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Культура пайӗнче те пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухаттӑмӑр.

И в отделе культуры рассматривали значимые вопросы.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Парти обкомӗн бюровӗнче, секретариатра, идеологи комиссийӗнче тата культура пайӗнче литературӑпа ӳнере аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӑтӑшах сӳтсе яваттӑмӑр.

Мы часто обсуждали вопросы связанные литературой и искусством на бюро обкома партии, секретариате, комиссии по идеологии и отделе культуры.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней