Поиск
Шырав ĕçĕ:
Студентсем аслӑ пӗлӳ тытӑмне реформӑлама тата аслӑ вӗренӳ заведенине ятарлӑ службӑсенчен «тасатма» ыйтса пӗр вӗҫӗмсӗр хирӗҫлев акцийӗсем ирттернӗ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
Чикӗ патӗнче вырнаҫнӑран унта ҫитмешкӗн ирӗк ыйтса илмелле.Находится в пограничной зоне, для посещения требуется особое разрешение.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Сикким чикӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ штат пулнӑран унӑн пӗр пайне Индин хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, ҫак лаптӑка лекме ирӗк ыйтса илмелле.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Тилли, халӑх йӑлине тытса, аслашшӗпе асламӑшне: ҫӑмӑл пултӑр нӳр тӑпра, тесе асӑнать, пехил ыйтса тулли курка тӑкать.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Элизабет Борн Макрон президента вырӑнтан кӑларса яма ыйтса ҫыру ҫырнӑ, анчах лешӗ ӑна ыйтнине тивӗҫтермен, правительствӑна куҫӑм тапхӑрӗнче малалла ӗҫлеме сӗннӗ.
Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD
1821 ҫулта Г. Х. Шумахер профессор хулара астрономи обсерваторине йӗркелеме ирӗк ыйтса илнӗ; унти сӑнавсен тӗрӗслӗхӗпе вӑл пӗтӗм Европӑпа чапа тухнӑ.
Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0
Ҫавӑнпа та малтанах пуҫламӑш кунсем пирки ыйтса пӗлес килет.
Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/
Вырӑнти пуҫлӑхпа тӗл пулнӑ чухне вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусем, задачӑсем ҫинчен те ыйтса тӗпчерӗм.
«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh
«Мӗн ҫинчен калаҫрӗҫ вара вӗсем адресне те ыйтса пӗлмен пулсан?
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
Вӗсен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтак арӑмӗ те пулнӑ, хӗрарӑм ҫар ҫыннисен ҫемйине патшалӑх енчен кӳрекен ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.
Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bfe%d0 ... %d0%bda-2/
Николай Никандрович воинсен ҫемйисенчен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ, хӑйӗн ывӑлӗ те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.
Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/
Калаҫмиллисем, ыйтса пӗлмеллисем пур.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Санран ыйтса пӗлмелли пур.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
— Чарӑн-ха, Илле, санран ыйтса пӗлмелли пур.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Тата никамран ыйтса ҫырма та пӗлейместӗп ҫав, — куҫне тутӑрпа шӑлкаларӗ Мария Тимофеевна, — Хӑвӑрӑн упӑшкӑрсем ҫыраҫҫӗ-и-ха?
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ирхине шурӑ тусем ҫине хӗллехи мӑран хӗвел тухнӑ-тухман, ӑшӑ ыйтса ӑна тархасланӑн, ял мӑрйисенчен тухакан шурӑ тӗтӗм юписем тӳпене пӑраласа шӑтараҫҫӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫавӑнпа ман, Эрхип Григорччӑ, ҫакна ыйтса пӗлес килет-ха.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ара, хӗл кунӗнче ма мунча кӑмаки сӳтсе аппаланатӑн, Петрук? — ыйтса тарӑхтараҫҫӗ вӗсем.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл Ҫимунӑн характеристикине ыйтса ҫырса янӑ Ҫӗпӗртен, — терӗ Архип Григорьевич, алӑкран тухас умӗн Петӗре малалла ирттерсе.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫимун ҫинчен хӑй ыйтса пӗлме сӑмах пачӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.