Поиск
Шырав ĕçĕ:
шӑхӑрнисемпе (тĕпĕ: шӑхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗк чух хунта лавсем нӑчӑртатса тӑратчӗҫ, ҫынсем тӗркӗшетчӗҫ, тӗрткеленетчӗҫ; йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбуз куписем пӑсланакан ӑшӑ аш-какай сӑрчӗсемпе юнашар мӑкӑрӑлса тӑратчӗҫ; чӳлмексем сутакан ретре шӑратса якатнӑ макитрӑсем, глечиксем, кӑкшӑмсем йӑлтӑртататчӗҫ; вылямалли япаласем сутакан хӑйӗн шӑхличӗсене темӗн тӗрлӗ шӑхӑртатчӗ, — вӑл музыка пасар шавне кӗрсе хутшӑнатчӗ, тата пур шавсене, сассене, шӑхӑрнисемпе чӗриклетнисене хупласа, пасарти кайӑк-кӗшӗк ретӗнчи автансен калама ҫук савӑнӑҫлӑ, каҫса кайса кӑшкӑрнӑ сасси кӗрлесе тӑратчӗ, — автансӑр пасар та ҫук ҫав.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Халӑх ахлата-ахлата каялла чакнӑ, ылханнисем, вӑрҫа-вӑрҫа илнисем, ыратнипе ҫухӑра-ҫухӑра янисем, шӑхӑрнисемпе, ахлатнисемпе тата йынӑшнисемпе пӗрле хутӑш ҫӗмӗрӗлсе ҫеҫ тӑнӑ; салтакӗсем тӗреклӗн тӑнӑ, вилнӗ ҫынсем пекех, нимӗн те хускалман вӗсем.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Страницы:
- 1