Поиск
Шырав ĕçĕ:
Республика территорийӗнче ун чухне вӑрмансенче пушарсем алхасатчӗҫ, вӑраха тӑсӑлакан шӑрӑх та типӗ ҫанталӑка пула ялхуҫалӑхӗ пысӑк тӑкак тӳсетчӗ, ӗҫсӗрлӗх шайӗ 9,5 процента ҫитнӗ, ӗҫ укҫи енӗпе пухӑннӑ парӑм 120 миллион тенкӗрен те иртнӗччӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
— «Кунти шӑрӑх тата ҫунтаракан хӗвел кама килӗшет вара?»
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата мӗнле ансат тунӑ вӗсем хӑйсемшӗн; кунӗ шӑрӑх тӑрать, анчах ку, паллах, вӗсемшӗн ним те мар; хӑйсем ӗҫлекен тӗле вӗсем ҫав тери пысӑк шӑналӑк карса хунӑ; ӗҫ куҫса пынӑ май, шӑналӑкӗ те куҫса пырать, — вӑт мӗнле сулхӑн тунӑ вӗсем хӑйсем валли!
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакнашкал мӑн ҫӑвартан тухакан вӗри сывлӑшран, епле пулсан та, хӳтӗленме ҫӑмӑлах мар ӗнтӗ, уйрӑммӑнах ҫуллахи шӑрӑх кунсенче.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Сывлӑшра халран ӳкерекен шӑрӑх ашкӑнать.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
— Пиншакпа шӑрӑх пулать.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кунӗ самаях шӑрӑх тӑратчӗ, вӑл унсӑр та аванах ҫӳретчӗ ӗнтӗ, анчах хӗр умӗнче плуг хыҫҫӑн пилӗк таран ҫарамас ҫӳреме вӑл ниепле те пултарайман.