Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑшра техӗмлӗ нӳрлӗх ҫӑралсах пырать, вӑрман чӑштӑртатӑвӗн кӗвви-ҫемми сис-чӳленнӗ шӑплӑхӑн черчен чӗнтӗрне карать, оранжерейӑн пылакрах, киҫмӗк шӑрши кӑмӑл-туйӑма ҫӗклентерет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ӑнӗ арпашасран сыхланса Джис куҫӗсене хупа-хупа, ҫаврӑна-ҫаврӑна чупать, шӑплӑхӑн юнлӑ хавхалану сассине ҫӗре урипе тапа-тапа пусарма хӑтланать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Ҫак пусӑ тарӑнӑшӗ пирки тӗрлӗ майлӑ сӳтсе явса ӗҫе часах пуҫӑнаймарӗҫ, ҫапах та Галеран икӗ метр чӗрӗк тарӑнӑш чавмаллине ӗнентерчӗ-ӗнентерчех: пӗр метр — горизонталь ҫул, ытти вара — ҫӗр ай ҫул маччин хулӑнӑшӗ, вӑл ҫӳхерех чухне ҫӳлте, чул сарнӑ ҫул ҫинче, йывӑр грузовиксем ҫӳресе ишме пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ку тарӑнӑшра ҫӗрлехи шӑплӑхӑн хӑрушӑ ӗҫ сасси илтӗнмест.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗн паттӑр ту ҫине хӑпарнӑ та ҫӗрле, хурахсем хӑйсен вӑрманти пӳртӗнче ҫывӑрнӑ чухне, вӗсене шӑплӑхӑн ӗмӗрлӗх пичечӗпе ҫапса лартнӑ.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Шӑплӑхӑн тата аслатиллӗ ҫумӑрӑн харӑс хуҫаланӑвне ҫав тери татӑклӑн килсе ҫапнӑ тӑвӑллӑ ҫил пӗтерсе хучӗ; вӑл тӳрех курьер пуйӑсӗн хӑвӑртлӑхӗпе куҫрӗ, унӑн ӑнтӑлуллӑ ҫивӗчлӗхӗнче йывӑҫсем вӑтӑр градус кӗтес туса авӑнаҫҫӗ, вӗтӗ хунавсем вара сив чир чухнехилле чӗтреҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Йӗри-тавра, кӑнтӑрла пӑчӑлӑхӗнче, вӑрман тӗлӗрет; унта курӑнми пурнӑҫӑн уҫӑмсӑр шавӗ чӗтре-чӗтре вылять, ҫын ҫуклӑхӑн, улӑпла вӑйӑн, шӑплӑхӑн тӗлӗнмелле ытараймилӗхӗпе чуна хускатать.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн — пуриншӗн те пӗр пекех — тӳсме йывӑр шӑплӑхӑн минучӗ килнӗ.И вслед за тем наступила тяжелая для всех минута полного молчания.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Отряд вырнаҫнӑ хыр вӑрманӗ те, тӑхлан пек йывӑр пӗлӗтсем те, Павӑл хӑй те — пӗтӗмпех шӑплӑхӑн тӗпсӗр тарӑн шӑтӑкӗ умӗнче ун тӗпнелле шиклӗн пӑхса, унтан тӗттӗмлӗх хӑҫан ҫӗкленсе сӑртсем ҫине саланасса кӗтсе тӑнӑ пек тӑраҫҫӗ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунта шӑплӑхӑн никам пырса тӗкӗнми вырӑнӗ, унӑн йӑви, сӑпки.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарнӑ май салхулӑхпа пӑшӑрхану туйӑмӗсем ӳссех пычӗҫ, аслатиллӗ ҫумӑр тапранас умӗнхи шӑплӑхӑн чаплӑ минучӗ ҫитсен, ку туйӑмсем ҫав тери вӑйланса кайрӗҫ те, ҫакӑ тепӗр чӗрӗк сехет тӑсӑлас-тӑк, хумханнипе чун тухса каясси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав тери вӑрӑма тӑсӑлнӑн туйӑнчӗҫ шӑплӑхӑн юлашки саманчӗсем!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫав харлаттарни чарӑнса, шӑплӑхӑн кӗске интервалӗсем пулкаласа илнӗ, е сысна нӑриклетнӗ пек сасӑсем, е тата чӗлхине те лайӑххӑн ҫавӑраймасӑр: «Caramba! Пин шуйттан! Иисус! Таса хӗр Мария!» текелесе илнисем илтӗнкеленӗ.
XXXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫавӑнпах ӗнтӗ ӑна, ют ҫӗршывран ӑнсӑртран килнӗскере, кунтах тунӑ ним мар шӑхличӗпе тавлашма ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен шӑхличӗ суккӑр ача умне ҫывӑрас умӗнхи самантра, каҫхи шӑплӑхӑн вӑрттӑн пӑшӑлтатӑвӗнче ыйхӑланӑ буксем кашланӑ вӑхӑтра, тӑван Украина ҫут-ҫанталӑкӗн ачашлӑхӗпе пӗрле тухса тӑнӑ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ӑна тем чухлӗ ӗҫ кӗтнӗ, анчах ҫав ӗҫсене тытӑнас вырӑнне вӑл, пӗр хускалмасӑр, пӗр чӗнмесӗр, хуралт ӑшӗнчи ыйхӑллӑ шӑплӑхӑн тыткӑнӗнче тӑчӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унта пӗтӗмпех ҫутӑ, ӑнланса илмелле тата юрату шӑплӑхӑн темле тӗтрипе витӗннӗн туйӑнать; унта пурте шӑпӑрт, пурте кӑмӑллӑ; унта хулан ятӗнчен пуҫласа ыттисем таранах хӗрарӑм пек ҫепӗҫ; ахальтен мар ӗнтӗ пӗр ӑна ҫеҫ Чипер ят панӑ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Машинӑ хӑлхана ҫурасла уласа пынӑ хыҫҫӑн вӑл вӑрманта хура кӗркунне ҫеҫ пулакан шӑплӑхӑн ҫемҫе ытамне кӗрсе ӳкрӗ: таҫта темскер кӑштӑртатни, ҫывӑхрах шыв шӑнкӑртатса юхни, хӑрӑк туратсем хуҫӑлни, темӗнле кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорий, вӑхӑта ытларах тӑсас тесе, васкамасӑр хывӑнчӗ, хӑйне сиввӗн кӗтсе илнипе ҫак шӑплӑхӑн сӑлтавӗ пулма пултаракан мӗнпур ӑнсӑртлӑхсем ҫинчен шухӑшласа пӑхрӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Обломов хӑй — ҫак канлӗхӗн, ырлӑхпа лӑпкӑ шӑплӑхӑн тулли те тӗрӗс сӑнарӗ пекех туйӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗтӗм тавралӑха хупласа тӑракан чаплӑ шӑплӑхӑн минучӗсем ҫитрӗҫ: пултаруллӑ ӑс вӑйлӑнрах ӗҫленӗ чухне, чӗрере вӑйлӑ кӑмӑл туртӑмӗсем хӑвӑртрах хыпса илнӗ чухне е тунсӑх ытларах пуснӑ чухне, хаяр чунта усал ӗҫсем тума хистекен шухӑшсем вӑйлӑнрах аталаннӑ чухне…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1