Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑҫта, мӗнле пӑрӑннине йывӑррӑн асӑрхаса ҫапкаланса пыратӑп, тепӗр чухне хама ҫӗр тӗпне анса кайнӑн туятӑп, мӗн пирки шухӑшланине япӑх ӑнланатӑп, хамшӑн хам ют пулнӑн утатӑп; тӑвӑрлӑхра, ҫутӑра та шӑплӑхра сӗтӗрӗнсе ҫӳрев вӗҫленессе шанса ӗшенмеллипех ӗшентӗм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл хӑй юррине пӗтерсенех, ҫуначӗсемпе йывӑррӑн ҫапкаланса, аялалла чиксе тусанлӑ хупах ҫулҫисен ӑшнелле чӑмрӗ, хутӑрта шӑпах пулчӗ, нимӗнле сасӑ та ҫук, йӗри-тавра шӑплӑхра халиччен илтӗнмен тӑри сасси янрама пуҫларӗ, чечексем ҫинчен хӗвелпе ӑшӑннӑ тутлӑ шӑршӑллӑ пыл пухакан хуртсем сӗрлени илтӗне пуҫларӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Лашине уттарса пырса Блюм темиҫе минутран ӑна чарчӗ, анчах пӑшӑхтарнӑ утӑн хӑйӑлти пӗччен сывлавӗ Блюма хӑйӗн хӑрушсӑрлӑхӗ тӗлӗшпе пӗр тумлам шанчӑклӑх та парнелемерӗ; вӑл — виҫҫӗмӗш хут — лаша пуҫӗ ҫине выртсах тимлӗн тӑнларӗ, унтан хыттӑн хумханса-чӗтренсе лашана револьвер аврине ҫапрӗ; хыҫалтан лаша ури чӗрнисен шӑплӑхра ҫухала-ҫухала вӑйлансах пыракан иккӗленӳсӗр-ҫирӗп тӑпӑртатӑвӗ уҫӑмлӑн, васкаварлӑн та тӳлеккӗн ҫывхарса килет…
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Кӗлеткене никам асӑрхамасӑр виҫҫӗн сӗтӗрсе тухас тӑк картишрен хупланакан тепӗр метр талккӑш кирлӗ, анчах ун чухне те — ура айӗнче вак чул кӑчӑртатмалла мар, тӑватӑ ҫын пехлетсе сывлани тӗрме картишӗнчи шӑплӑхра янӑрамалла мар, татах мӗнле те пулин «мар».
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл Джемса хӑлхинчен кӑшкӑрма пуҫларӗ, унӑн хӗрӳллӗ, кӑнттам сӑмахӗсем ҫӗрлехи шӑплӑхра янӑраса саланчӗҫ:Он стал кричать на ухо Джемсу, и его страстные грубые слова резко падали в тишину ночи.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Вӑл лӑпкӑ шӑплӑхра тӗлӗнсе, кӑштах именсе те шикленсе хӑях ҫумне тӗршӗннӗ те — тӗлӗнтермӗш пӗлтерӗшне тӗшмӗртме-ӑнкарма тӑрӑшать.Она робко, в тихом молчаливом восхищении прижималась к осоке и старалась понять смысл чуда.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Пӑчӑ шӑплӑхра курӑнми будильник тиклетет, канӑҫсӑр шӑнасем сӗрлеҫҫӗ.Среди душной тишины тикал невидимый будильник, гудели потревоженные мухи.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Манӑҫа тухма пуҫланӑ аса илӳсем ҫӗкленчӗҫ; ирхи шӑплӑхра вӗсене хӑйсен сисӗнми хӑвӑртлӑхӗпе тата таврӑнмилӗхӗпе пӑхӑнтаракан тӗлӗксен ҫепӗҫ сӗмӗ ҫапрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Курса ирттернипе тата каласа панипе пусӑрӑннӑскерсем иккӗшӗ те халӗ — кӑмӑл-туйӑм туртулӑхӗ сӑмахсен тӗшне тӑнӑ чухнехи пусахламан, ирӗклӗ шӑплӑхра.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн вӑл хӑйне таҫта шӑрӑхра, хӗвел питӗнче, чылай вӑхӑт ҫывӑрнӑн, кӑкӑрӗнчи ыратупа вӑранса кайнӑн туять, мӗншӗн тесен ыйхи чаплӑ та черчен пулчӗ, шел те — юрату тунсӑхӗпе тулнӑ курӑнусем унӑн вырӑнӗ ҫумӗнчен ирте-ирте ҫухалчӗҫ, вӑл кӑнтӑрлахи ҫунтаракан шӑплӑхра, пӗчченлӗхре вӑранса кайрӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аян чӗтренсе ҫӳҫенчӗ, шӑплӑхра вӑрӑммӑн тӑсӑлса инҫетри кӗрлев илтӗнет, — горизонт ӳхӗрет тейӗн; тӗттӗмлӗхе уҫӑмсӑр хумхану ярса тытрӗ, хӑлхара ӑнтӑлуллӑ юн таппи янӑрать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пенӗ сасӑ шӑплӑхра ваккӑн-ваккӑн ахрӑмланса янӑрарӗ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫирӗп шӑплӑхра поварсем жрецсем пек куҫса ҫӳреҫҫӗ: хуралса кӑвакарнӑ стенапа юнашар вӗсен шурӑ калпакӗсем кухньӑри ӗҫе чаплӑ сӗм кӗртеҫҫӗ; хаваслӑ, мӑнтӑр хӗрарӑмсем шыв пичкисем патӗнче фарфорпа та кӗмӗлпе шакӑртаттарса савӑт-сапа ҫӑваҫҫӗ; йывӑр пирки пӗкӗрӗлсе арҫын ачасем пулӑпа устрица, ракпа улма-ҫырла тултарнӑ карҫинккасем йӑта-йӑта кӗреҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Каҫхи шӑплӑхра инҫетрен — пӗр вӗҫӗмсӗр, салхуллӑ тискер сасӑ ӳлесе килет; вӑл сасӑ кунтан — кӑмака ҫумӗнчен — аран ҫеҫ илтӗнет.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Коридор тӑрӑх Иван Гора патне, ҫӗрлехи шӑплӑхра чул урайне атти кӗллисемпе хыттӑн шаклаттарса, пӗр бекеш тата смушковӑй ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын пырать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Анчах ун чухне ку пурпӗрех Швейцарири пӗчӗк те шӑв-шавсӑр хула библиотекинчи шӑплӑхра шухӑша кайса ларни пулнӑ-ха; ҫав шухӑшсем, тӗпрен илсен, Ленин хӑй палланӑ е ятсемпе партири кличкӑсем тӑрӑх пӗлнӗ ҫӗршер ҫынна ҫеҫ пырса тивнӗ; вӗсем пуринчен ытла Российӑри вӑрттӑн ӗҫлекенсен ушкӑнӗсем валли, Туруханскпа Нарым тӑрӑхӗсенче ссылкӑра пурӑнакансен ушкӑнӗсем валли, Парижри, Бернри, Женевӑри, Нью-Йоркри, Лондонри, Венӑри эмигрантсен ушкӑнӗсем валли пулнӑ.
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Кичемлӗ шӑплӑхра вӑхӑт питӗ ерипен шунӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Каҫхи шӑплӑхра хула тулашӗнче сайра-хутра перкелешнӗ сасӑсем, ҫунакан хула урамӗсенче пӑрахса хӑварнӑ тата вутра ҫунакан авнӑ салтаксен сассисем кӑна илтӗннӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫӗрлехи шӑплӑхра эпӗ сасартӑк, ҫапӑҫусен геройӗ макӑрса янине илтрӗм.И вдруг в ночной тишине я услышал, как наш любимый герой сражений глухо зарыдал.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӗсем алӑка таччӑн хупса лартатчӗҫ те тӗлӗнмелле шӑплӑхра сехечӗ-сехечӗпе ларатчӗҫ.Они плотно прикрывали дверь и часами сидели молча, в странной тишине.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.