Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Людмила, лайӑхрах пӗркен, шӑнатӑн, — йӑвашшӑн сӑмах хушрӗ вӑл карчӑк ҫинче унталла та кунталла пӑхса пыракан хӗрачана.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каччу ҫук санӑн, чӗрӳне ӑшӑтакан каччу ҫук, ҫавӑнпа шӑнатӑн.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Чим, эс шӑнатӑн вӗт ку аппун кӗрӗкӗпе, Павӑл?
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Сана юрамасть, шӑнатӑн! — тенӗ ӑна аслӑ Фролищевӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Анне, пӳрте кӗр, шӑнатӑн! — терӗ хӑвӑртрах Владимир Ильич.— Мамочка, иди в дом, простудишься! — воскликнул Владимир Ильич.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Унта-кунта ҫӳретӗн ҫӗр тӑрӑх, хуласене, ялсене куратӑн, ӑнлансах пӗтмелле мар, тимлӗхсӗр, кулӑшпа нумай-нумай ҫынпа паллашатӑн, пӑхатӑн, шӑршлатӑн, илтетӗн, сывлӑмлӑ курӑк ҫинче ҫывӑратӑн, сивӗсенче шӑнатӑн, пӗр нимӗскерпе те ҫыхӑнман, никамран хӑрамастӑн, ирӗклӗ пурнӑҫа чун-чӗрӳн мӗнпур пӗрчипелен саватӑн…
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1