Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сантӑр ҫиллине шӑнарайман пирки палламалла мар улшӑнчӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫиллине шӑнарайман Сахар, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, картиш урлӑ каҫрӗ, выльӑхсем валли апат хатӗрлемелли пӳрте кӗрсе кайрӗ те шанках пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ: кивӗ чаппан сарса хунӑ йывӑҫ кравать ҫинче Мирун выртать.
Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ылханатӑп комсомол таврашне!.. — те макӑрать, те ахӑрать ҫиллине шӑнарайман хӗрарӑм.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑл ҫиллине шӑнарайман пирки сукмакне-мӗнне пӑхмасӑрах чупнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Анчах хальхинче вӑл ҫиллине шӑнарайман.
VI // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Вилӗме унчченех хӑйсен куҫӗпе курса тӑраннӑ фронтовиксем тата ҫиллисене шӑнарайман стариксем ҫеҫ вырӑнтан тапранмасӑр тӑчӗҫ.Остались лишь фронтовики, вдоволь видевшие смерть, да старики из наиболее остервенелых.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫиллине шӑнарайман енне, куҫӗсене ялкӑштарчӗ.
XI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫиллине шӑнарайман Стефчов кофейньӑран хӗрелнӗ питпех сиксе тухрӗ.Стефчов выскочил из кофейни с покрасневшей щекой, обезумевший от ярости.
XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун кӗввипех ташлатӑн пуль-ха, эс те ялав айне тӑма хатӗрленнӗ пуль? — кӗрӳшӗ енне ҫаврӑнса тӑчӗ ҫиллине шӑнарайман Юрдан, лешӗ, хӑтине ним калама аптраса, алӑк патӗнче пӑхса тӑратчӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫиллине шӑнарайман Голос, Дракона касса пӑрахма тесе, хӗҫне туртса кӑларчӗ, вӑл унпа сӗртӗнсе пӑхмашкӑн та ӗлкӗреймерӗ, Драко, сывлӑш ҫавӑрайми пулнӑ пек туса, кайса та ӳкрӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1