Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн кӑкӑр умне самаях илемлетнӗ, анчах тӗрӗ тавраш питех палӑрмасть, хӑюран хайланӑ кӗтеслӗ-кӗтеслӗ эрешсем ҫеҫ шултӑран курӑнаҫҫӗ.
Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Пирӗн йӑха никам та нихҫан та вӑрӑпа намӑс кӑтартман», — тесе, ҫиллине ҫӗкленҫи ҫеҫ турӗ, анчах Митюка пӳрнипе те тӗкӗнмерӗ, унпа шултӑран та калаҫмарӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Буденный утне шпорӗсемпе тӑкӑрлать те — Дон лашийӗ, тураса якатнӑ хӳрине сатуррӑн ывӑтса ярса, шултӑран юртса чупма тытӑнать.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сӑмала шултӑран хӑмпӑланса хӑпарать, унтан вӑл, вӗреме кӗрекен сӗт пек, хутшӑнса ҫӗкленме пуҫлать.Смола вспучивается большими пузырями, потом начинает подниматься в котле, как закипающее молоко.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Савантей шултӑран яра-яра пусать.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫынни тӗреклӗ те патвар, утнӑ май шултӑран яра-яра пусать; выртма карттуспа хӑй, шурӑ кӗпи ҫаннине чавса таран тавӑрнӑ, пуртенккине чӗркуҫҫине ҫити чӗркенӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Туять Аксинья, — Григорин пӗтӗм пысӑк кӗлетки шултӑран чӗтренӗ евӗр сӑрхӑлтатать, аллисем унӑн ҫулӑм пек вӗри.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ылттӑн ҫӳҫӗ ун ҫӳллӗ, таса ҫамки тавра шултӑран та пӗтӗммӗн пайӑркалана-пайӑркалана ӳкнӗ, тӑват кӗтеслӗ, ҫӑра, хӗрхӗлтӗм, пысӑк мар сухалӗ, юри хутлантарса тухнӑ евӗр, пӗр-тикӗс хумсемпе тӗп-тӗрӗссӗн йӑрӑмланса выртнӑ, самаях калӑплӑ та хитре пуҫӗ вара, питех те ырӑ ӳкерчӗклӗ ҫара мӑйӗпелен пӗрле, грек паттӑрӗсенчен е ӑсчахӗсенчен пӗрин пуҫӗ пекех мӑнаҫлӑ, — вӗсен чаплӑ бюсчӗсене Ромашов ӑҫта-тӑр гравюрӑсенче курнӑччӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шӑтӑртатакан курӑк ҫинче шултӑран ярса пусса, вӑл пӳрт патне пычӗ, алӑка хаяррӑн тытса уҫрӗ.Крупно шагая по трескучему бурьяну, он подошел к хибарке и с остервенением дернул дверь.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн пӗрремӗш страници ҫине шултӑран ҫапла ҫырса хунӑ: «Калас шухӑшӑра тӳррипе калӑр».На первой странице ее было крупно выведено: «Прошу писать откровенно».
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе, сарлакан утма май пурришӗн савӑнса, вӑл подьезд картлашкисем ҫинчен чупса та мар, ахаль шуса аннӑ пекех аннӑ пулас ӗнтӗ, унтан вӑл хӑйпе пӗрле пыракан хӗре хул айӗнчен тытнӑ та, сайра та шултӑран ҫӑвакан ҫумӑр айӗн шыв хӗрринчи урам тӑрӑх утса, палата чӳречи патнелле ҫывхарса пынӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан аяларах вара урӑх алӑпа, сарӑлса каякан сӑрлӑ карандашпа, шултӑран тепӗр сӑмах ҫырса хунӑ: «йытӑ».И ниже, другим почерком, чернильным карандашом было добавлено крупно выведенное слово: «собака».
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1