Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑт шельмӑ!
«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.
Шельмӑ, — сайра шӑлӗсене кӑтартса, кулса ячӗ Хумкка.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑй вара… ман пата пулӑшу ыйтма килнӗ, шельмӑ.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Боцман, шельмӑ, пултаруллӑ ачаччӗ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
— Ман патӑмра атӑ-пушмак ҫӗлеме хӑнӑхса ӑстана тухрӗ те хӑнана та пыми пулчӗ, шельмӑ!
Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.
— Вӑт, шельмӑ ӗни.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Телекурӑма ҫитни ӑна канӑҫтарман — прокуратурӑна та ҫырса янӑ шельмӑ.
Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html
— А-а-а, шельмӑ!
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Пӗвӗпе илтереймен пулсан та тутине лайӑх чухлать-ха, шельмӑ: пӑх-ха, кама тупнӑ: саррине те яштакине, — фальцетпа йӳҫлӗн-тутлӑн шӳтлеме пӑхрӗ йӑлттам хура ҫӳҫлӗ вӑтам ҫулсенчи арҫын, самайранпа бритва лезвийӗ «йӑр-йӑр касса — ҫулса пӑрахман» шӑрт сухаллӑскер, кӗпине ярханах янӑскер.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ах, шельмӑ, ашкӑнчӑк!..
Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.
Сӑмсана тӑм илчӗ, шельмӑ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
«Мӗн аташан эс, пуҫу пур-и сан, кам вырӑнне хуран мана», — текелерӗ лешӗ, ия, хӑй, шельмӑ, ҫапах малти пӳртре манпах выртрӗ…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑт, шельмӑ, манран пытарать… — терӗ Петр Никифорович шалт аптӑраса.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑт, шельмӑ хӗрачи», — витесем танра тӗрӗслесе-пӑхкаласа ҫаврӑннӑ май чӗннӗ-хӑтӑрнӑ евӗр хӑйпе хӑй тек-текех муталанчӗ хуралҫӑ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ах, шельмӑ, хӑвӑртлӑхне чакарса, автобуса ҫул уҫса пама, Виталий хыҫне те чакасшӑн мар вӗт-ха, путсӗр.Ох, шельма, не хочет, подлец, скинуть скорость и встать за Виталием, чтобы пропустить автобус.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх, шельмӑ, арҫын ачи те кирлӗччӗ те вӗт тӗпкӗче, мӗн ӗнтӗ, мӗн тӑвайӑн ӗнтӗ турри паманнине…Эх, шельма, да и мальчишка ведь нужен был, что ж поделаешь, не дал бог…
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шельмӑ, ача темерӗн, ку пур, юрать-и, юрамасть-и — пӑхса тӑмасть, тӳрех амӑшӗ ҫумне пашлатса кӗрсе выртать.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ай, шельмӑ ҫури, ҫав пӗчӗкскер ҫапла калаҫать-и?..— Ах, шельмец сопливый, мал еще такие слова говорить, так прямо и сказал?
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Шельмӑ ачи.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Ха, клеме ҫапнӑ шельмӑ, — асту-ха ӑна!
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
- 1
- 2