Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шарламасӑр (тĕпĕ: шарла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑх ҫав-ҫавах ним шарламасӑр тӑнипе кӑштах лӑпланнӑ Огуречников аллине лашт сулчӗ.

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ вӑл тутисене шӑлпа ҫатӑр ҫыртрӗ те ним шарламасӑр Огуречниковсем хыҫӗнчен тухрӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен ним шарламасӑр тӑнӑ Макҫӑм пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним шарламасӑр ирттерсе яма ҫук.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самай вӑхӑт ним шарламасӑр выртнӑ хыҫҫӑн тин: — Темех пулман та, Ҫтаппан, тӑрас пулать пулӗ, — тесе шӑналӑк айӗнчен тухрӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑмпа Ҫтаппан килне каялла таврӑннӑ чухне ҫил арманӗнчен иртиччен шарламасӑр пычӗҫ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурах виле пек ним шарламасӑр выртрӗ, епле те пулин тӳсмех шутларӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урапа кисрентернипе Ҫтаппан хӑй ҫинче ларса пыни суранне калама ҫук ыраттарчӗ, асап кӳчӗ пулсан та, вӑрӑ-хурах шарламасӑр ирттересшӗнччӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— А-а… — урӑх ним шарламасӑр, куҫӗсене тепӗр хут шӑмӑ ҫине тӗллерӗ Ваҫухха.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, урӑх ним сӗнме те аптраса, шарламасӑр тӑчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье ҫенӗкрен тухасса ним шарламасӑр кӗтсе илчӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ак ҫакӑнта! — терӗ те вӑл, кӗпи аркине ҫӗклесе сылтӑм аллипе лап кӑна икӗ пӗҫ хушши варрине ҫапса кӑтартрӗ, урӑх пӗр сӑмах шарламасӑр алӑкран тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑма хушсан, тӑчӗ, аллисене те хӑех ҫурӑм хыҫне тытрӗ, ним шарламасӑр ҫыхтарчӗ.

Помоги переводом

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр хушӑ пурте ним шарламасӑр тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнпа та нимӗн ӑнланманскерсем, ун ҫинелле шиклӗн пӑхкаласа илсе, ним шарламасӑр тепӗр пӳрте тухрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр самантлӑха вӗсем ним шарламасӑр пычӗҫ.

Помоги переводом

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урамӑн ҫӳл енче халӑх савӑнӑҫлӑн ырласа кӑшкӑрнине Захар Петрович шӑпӑрт шарламасӑр итлесе тарать.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сарри, учӗ ҫинче шарламасӑр лараканскер, чӑтаймарӗ, хӑйӗн хуйхине каласа пачӗ.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акпарсӗ шарламасӑр пырать, унӑн ҫармӑсла юрлама юлташ ҫук.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паҫӑр хӑйӗн йӑвинче ним шарламасӑр выртакан Улаҫка йытӑ пӳрт алӑкне чакӑртаттарчӗ, паллах, шӑнса кайнӑ вӑл, пӳрте кӗртме ыйтать.

Помоги переводом

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней