Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, пултаруллӑ врач пуҫҫӑн упӑшка чӑлхине сапласа ларасси — чылай айван япала, тата вӑл хӑйӗн чӑлхисене те путлӗн саплама пӗлсех каймасть, анчах вӑл упӑшкине чӑлха сапласа пама та хатӗр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Мелке пек пуҫлӑ хӗрарӑм тӑрса ларчӗ, сухӑр чӑмлаканни чӑмлама чарӑнчӗ, чӑлха саплаканни чӑлхине сак ҫине хучӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Вӑл ҫара уранччӗ, — ку сӑмахсем чӑннипех те тӗп тӗрӗс, — пушмакӗ юнашарах, чӑлхи вара турат ҫинче ҫакӑнса тӑрать, ну, пӗртте ӳстерсе каламастӑп: питех те селӗм чӑлха — эрешмен карти пек йӑлтӑркка.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫивитти айӗнчен чӑлха тӑхӑнса янӑ сывӑ ури курӑнса выртать ун, вӑл, ытла хытӑ ыратнӑран, ури пӳрнисене выляткаласа илни чӑлха витӗрех палӑрать.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чӑлхисем таса мар, чӑлха ҫӗвви ура хырӑмӗ ҫинчен айккинелле пӑрӑнса кайнӑ хӗрарӑм ҫине пӑхма кӑмӑллӑ мар.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Наталья чӑлхине ӳкерчӗ, тухса ывтӑннӑ чӑлха йӗппи чанк туса ҫӗре ҫапӑнчӗ; ку сасса илтсе, кӑмака ҫинчен кушак ҫури сиксе анчӗ, пуҫне чалӑштарса, кукӑртнӑ урипеле ҫӑмхана пырса ҫапрӗ те ӑна арча патнелле кустарса кайрӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫапла, хуть те мӗнле вӑрӑм сухал ӳстерсен те е ӑна мӗнле тӑрӑшса хырса пӑрахсан та, эсӗ пурпӗрех, пурпӗрех чӑн-чӑн кӑвак чӑлха пулнипех юлатӑн, ҫавӑнпа эпӗ сана кӑвак чӑлхасене чӑтма пултарайманнипех икӗ хутчен хӑваласа кӑларса ятӑм та ӗнтӗ; вӗсем пирӗн хушӑра, арҫынсен хушшинче, хӗрарӑмсен хушшинчен вунӑ хут нумайрах.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эп чӑлха ҫыхап…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Чӑлха фабрикине мӗншӗн юратмасть-ши вӑл?
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Малалла та ҫаплах ӗҫлеме шутлатӑр пулсан, сирӗн вырӑн кунта мар, чӑлха фабрикине кайӑр — тесе хучӗ вӑл.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
1927 ҫулта хальхи чӑлха фабрикине хирӗҫ ларнӑ ресторан ҫуртӗнче малтанхи радиоузел туса лартнӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ҫав вӑхӑтра шалти пӳртрен, чӑлха вӗҫҫӗн пускаласа, аялти кӗпе-йӗмпе Хумкка мучи килсе тухрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмак, пурҫӑн чӑлха, пурҫӑн кӗпепе пурҫӑн тутӑр ял хӗрӗсен йӑлине кӗре пуҫларӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Иккӗш те шурӑ чӗрҫиттипе, пилӗкӗсене сарлака хура пиҫиххи ҫыхнӑ, урисенче шурӑ ҫӑм чӑлха пуҫӗпе йӑлтӑркка калуш.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑлха вӗҫҫӗн, — терӗ Эрхип, лаша чӗлпӗрне юлташне тыттарса.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халӗ чӑлха вӗҫҫӗн илтерет.
XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Авӑ, чӑлха ӑшӗнчех…
XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Ман чӑлха ӑҫтарах-ши ҫак? — терӗ.
X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кӑмака ҫинчен чӑлха та илсе памарӗ.
X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тихон Иванович вырӑн ҫинче куҫне уҫса ярсанах, халиччен ун патне арӑмӗ ҫепӗҫҫӗн кулса пыратчӗ, кӑмака ҫинчен ӑшӑ чӑлха илсе пырса паратчӗ.
X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.