Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑлха сăмах пирĕн базăра пур.
чӑлха (тĕпĕ: чӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр вӑтӑр мӑшӑр ҫӑм алса, ҫирӗм мӑшӑра яхӑн чӑлха ҫыхрӗ вӑл.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чӗркуҫҫи таран шур чӑлха тӑхӑннӑ пек шурӑ сакӑл ураллӑ тимер кӑвак ӑйӑрӑн утнӑ чухне те сули кӑмп-кӑмп! тутарса пырать.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ара матрасӗ ахалех тӑрать те, сарса выртас терӗм, — тавӑрчӗ Курак Мӗтри, урине чӑлха тӑхӑннӑ май.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Пӗркун кӑштах вуласа патӑн, халь малалла вула-ха, — ывӑлӗ ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхать чӑлха ҫыхма ларнӑ амӑшӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Киле таврӑнма тухсан (эх, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ ӑссӑр пуҫ ҫав вӑл!), тӳрӗ ҫулпа утас вырӑнне каҫрӗ кайрӗ Павӑл ҫырма леш енне, ӗне фермине ҫитсе кӗчӗ, Пӳртре Чӗкеҫ пӗчченех чӑлха ҫыхса ларать, Павӑла курсан, тӗлӗнсе пӑхрӗ те вӑл ура ҫине тӑчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Уринче — шап-шурӑ чӑлха пуҫпе тарӑн калуш.

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр сас-чӳ тумасӑр кӗчӗ, ҫавӑн пекех шӑппӑн салтӑнчӗ те, аллисем ҫине пӑхкаласа, чӑлха вӗҫҫӗн ҫемҫен пусса, кӑмака умне иртрӗ, ҫӑвӑнма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пылчӑклӑ пушмакне ҫенӗке хывса лартса чӑлха вӗҫҫӗн юлнӑ Таранов хӑвӑртрах пӳрте кӗме хыпаланчӗ: йытӑ ӑнсӑртран сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе ан тапӑнтӑр тата!

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уринче симӗс, кӑвак тата хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм ҫипписемпе улшу ҫыхнӑ вӑрӑм чӑлха, кивӗрех ҫӑпата.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Верук ҫухалса каймарӗ, туфлисене хывса алла тытрӗ те чӑлха вӗҫҫӗн килӗ еннелле чупма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Ҫӳҫе турать, чӑлха сапласа парать.

Помоги переводом

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хаяр Анук аппа ман валли ҫӗрӗпе шурӑ тӑла чӑлха ҫӗленӗ.

Помоги переводом

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Уринче — шурӑ ҫӑм чӑлха, ҫутӑ калуш.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Чӑлха ҫыхнӑ чухне пӗр йӑллине сиктерсе хӑварсан, пӗтӗм ӗҫ пӑсӑлать. Хаҫат вуласси те ҫавӑн пек япала — пӗр-ик кун вуламасӑр юлсанах пурнӑҫри пулӑмсемпе ӗҫсене сӑнаса пырасси арканать, хаҫат вулас интерес пӗтет», — терӗ те, итлесе ларакансем сасартӑках хускалса илчӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ун ҫумӗнчех лайӑх майласа хунӑ чӑлха, таса кӗпе-йӗм тата пӗр ҫыхӑ сухари выртаҫҫӗ.

Возле нее лежали аккуратно сложенные носки, чистое белье и узелок с сухарями.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑй Лисук патне ярса пама кунӗн-ҫӗрӗн тенӗ пек ҫӑм чӑлха, перчетке ҫыхать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавӑн пекех салтаксене сивӗ ҫанталӑкра ӑшӑ пултӑр тесе Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан Елизавета Рыжова чылай ӑшӑ чӑлха ҫыхнӑ.

Помоги переводом

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Анфис аппа ҫӑм чӑлха ҫыхса, Володя йывӑҫ калчисем лартмалли хатӗрӗн аврисене юсаса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

400 мӑшӑр пурҫӑн чӑлха;

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан икӗ кӗпе, икӗ ҫивитти, икӗ мӑшӑр чӑлха, тапӑчки, клеенка, ӗмкӗч тата вылямалли хӑнкӑрма сиксе тухрӗҫ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней