Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Сирӗн валли хатӗрленӗ тивлет ҫинчен малтанах каласа тӑнӑ пророксем ҫав ҫӑлӑнӑҫа шыранӑ, ҫавна пӗлсе ҫитме тӑрӑшнӑ; 11. хӑйсенӗн ӑшӗнчи Христос Сывлӑшӗ вӗсене Христос асапланасси ҫинчен, асапланнӑ хыҫҫӑн мухтава тухасси ҫинчен каласа тӑнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫав Сывлӑш хӑш вӑхӑт ҫинчен, мӗнле вӑхӑт ҫинчен пӗлтернине чухласа илесшӗн пулнӑ; 12. вӗсемшӗн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн ӗҫленӗ, вӗсенӗн сӑмахӗсем те — ҫӳлтен янӑ Таса Сывлӑш халӗ сире Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем урлӑ каланӑ сӑмахсем — сирӗн валли пулнӑ; ҫав пӗлми ӗҫе ангелсем те пӗлесшӗн тӗмсӗлеҫҫӗ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сире ирӗке кӑларакан саккун тӑрӑх сут тӑвӗҫ, эсир ҫавӑнтан чухласа калаҫӑр, ҫавна шута илсе пурӑнӑр.12. Так говорите и так поступайте, как имеющие быть судимы по закону свободы.
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унтан тухсан вӑл халӑха нимӗн калама та пултарайман; ҫынсем вара ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темӗскер курӑннине чухласа илнӗ; вӗсене вӑл аллисемпе кӑтарта-кӑтарта ӑнлантарма тӑрӑшнӑ; ҫапла вӑл чӗлхесӗр пулса тӑнӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эсир смоква йывӑҫӗнчен чухласа илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр; 33. ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.