Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрри (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел хӗрри сӑрт тӳпине пырса сӗртӗнсен, Укаҫ Юманкас еннелле тӑрса утатчӗ, Тимуш аллине ҫамки тӗлне тытатчӗ те ун хыҫҫӑн курӑнми пуличченех пӑхса юлатчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Серебряковпа тепӗр арҫын юпапа «стакан» хӗрри хушшине савӑл ҫапа-ҫапа лартрӗҫ, унтан вара пӗтӗмпех раствор ярса тултарчӗҫ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӳлӗ хӗрри — симӗс кӑшӑл, ҫӳҫе-хӑва кӑшӑлӗ, шывалла тайӑлнӑ лӑпсӑркка йӑмрасен карти.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку вӑл — хула хӗрри, урамра никам та курӑнмасть, милиционер таврашӗ те ҫук…

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Шурӑ тутӑр хӗрри сасартӑк ҫӳлерех йӑтӑнчӗ те, Герасим Федотович ҫине сирень ҫеҫкине аса илтерекен сенкер куҫсем тӑрӑнчӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӳлмек хӗрри йӗр хӑварнӑ ҫӳҫ пӗрчисем те майлашӑнсах ҫитмен.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрман хӗрри юманлӑх, юманлӑх, Ҫинчен икел суйлар-и те, Тӗпне юпа тӑвар-и?

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унти ҫыран хӗрри палӑрать ӗнтӗ, вӑл чилаях ҫӳллӗ, анчах пит чӑнках мар.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрри ҫине те тӑрса ӗлкӗреймерӗ — пӳрте кӗвенте пек кукӑрӑлса ӳкнӗ ватӑ карчӑк килсе кӗчӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗслеҫ кӗввин хӗрри ҫук, Юрлаканӑн вӗҫӗ ҫук; Касаканӑн турпасси, Яш-кӗрӗмӗн сӑмаххи.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫиментейӗ кӗслере, Тути-ҫӑварӗ сӑвӑра, Ӑсталӑхӗ пӳрнере, Хастарлӑхӗ юрӑра: «Атӑл сӑрчӗ сӗвек мар, Сӗве шывӗн хӗрри мар; Яш утаман Урха мар, Воевотӑн тусӗ мар».

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ вӑрман хӗрри те сайраланчӗ, йывӑҫсем хушшипе хура тӑхлан евӗр тӗксӗм кӳллӗн тӳлек ҫийӗ курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку вӑрман хӗрри пулнӑ-мӗн.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак ӗнтӗ паҫӑр ҫеҫ-ха хӑйӗн чӑнкӑлӑхӗпе ман чун-чӗрене ы-ы-ый! ҫӳҫентерсе, ӳт-пӗве тӑр-тӑр-тӑр чӗтретсе илнӗ ҫыр хӗрри

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Хӗвел те, ӗнтӗ кӑнтӑрлахи сап-сарӑ герберӑран хӗп-хӗрлӗ мӑкӑне ҫаврӑннӑскер, хӗрӳлӗхӗпе самаях йӑшса, хавшакланса, кӗҫ-вӗҫ анӑҫри ката хӗрри хыҫне йӑпшӑнса шуҫса-кусса ҫухалать ӗнтӗ, анчах медпункта сиплев пулӑшӑвӗ ыйтса иртен пуҫласах пӗр ҫын та пымарӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Унӑн аял хӗрри, ӑна ката хӗрри хыҫӗнчен тухман хӗвелӗн кӑвар ҫути ҫапнине пула, этем суранӗнчен йӑкӑрр юхса кӳлленнӗ юн пекех хӗп-хӗрлӗ.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ула Тимӗр куҫне ҫавӑнталла вичкӗнлетрӗ — куҫ ҫӗклейми кӗмсӗркке, чашкӑрса та чашласа вӗрекен хура хуран хӗрри курӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӳпе янкӑр, анчах хӗвел курӑнмасть: вӑл те кун каҫа ҫӗр ҫине вӗри те йӑлтӑр ылтӑн сапалас акара тӗрмешсе халран кайса паҫӑрах анӑҫри тӗнче хӗрри хыҫне тарӑнах тӗшӗрӗлсе-йӑванса аннӑ (пӗлӗте унран хӗрхелтӗм ҫутӑ ҫапмасть), те ҫӗнӗ кун хыпарҫиленме хатӗрленсе, тӳпене тухӑҫран, ката хӗрри хыҫӗнчен, кӑвак ҫутӑ ӳкерсе, сенкерлетсе тӑрать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн мӗлт-мӗлт ҫутӑллӑ Йӑлӑмӑн «хура пӑявӗ» ҫурҫӗр енчи кӑвак ката хӗрри тӑрӑх тӑсӑлнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Рюкзакӗ каптака ҫине меллӗн лармалла тӗкӗнсен хӑй те, чӑнкӑ ҫыранӑн хавха хӗрри шӳтерсе ҫунӑ ҫумӑр хыҫҫӑн кӑшӑр-кӑшӑр йӑшнӑ пек, васкамасӑр, асӑрханса купарчипе ҫӗр ҫине, каптака ҫумне тӗренсе майланчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней