Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрри (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун вырӑнне ҫыран хӗрри ҫӑвӑнса тасалӗччӗ, кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑрсене шӑлса ывӑтӗччӗ.

Зато очистится берег, сбросив с себя все темное, гнетущее.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яра кунах тӳсме ҫук шӑрӑх ҫанталӑк пуласса систерсе кӳршӗ лупасӗн айккипе хӗртнӗ хӗвелӗн пӗр хӗрри курӑнать.

А вскоре, обещая яркий погожий день, из-за крыши соседского сарая выглянуло уже с утра горячее солнце.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пасар хӗрри.

Край базарной площади.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫырӑвӑн вӗҫӗ те, хӗрри те курӑнмасть!

А конца написанному не видно!

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шырлан хӗрри, Утсем тӑраҫҫӗ — купаланнӑ, Чӗр куҫӗсем чӑл-чал вутланнӑ; Хашкаҫҫӗ: хӗрнӗ ҫав тери.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫырма хӗрри, кӑткӑ йӑви пек, халӑхпа хӗвӗшсе тӑрать.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Атӑл хӗрри, вӑрман, улӑх.

Помоги переводом

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: пӗверӗ кӑвапа таранах пулин те, ҫийӗ те, аялти хӗрри те тикӗс, алӑпа пуссан ыратнине туймасть.

Помоги переводом

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сула хӗрри ал айне лекет, — терӗ, вар-хырӑмри органсене хыпашланӑ май.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑрман хӗрри Кӑршкасем эпӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ку юррӑн унӑн, сӗм вӑрманӑнни пекех, вӗҫӗ те, хӗрри те ҫук.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аялти тута хӗрри ун чӗтретчӗ, ҫӳренӗ тата калаҫнӑ чухне вӑл тутисене чаплаттаратчӗ, мӗн каланине ӑнланма ҫукчӗ.

Нижняя губа его тряслась; когда он ходил и когда говорил, он шлёпал губами, и нельзя было понять, что он говорит.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Шыв хӗрри тинӗс шайӗнчен 104 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.

Высота уреза воды над уровнем моря — 104 метра.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Анчах ҫӳлте шӑп-шӑпӑрт; сайра-хутра кайӑксем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ, кӗпер пуҫланнӑ тӗлте пӗлӗт хӗрри курӑнать, вӑл сийӗн-сийӗн васкамасӑр шӑвать, шӑплӑхпа шӑрӑх тыткӑнӗнче тӑрать тейӗн.

Но было тихо вверху; изредка пролетали птицы; край облака показался над началом моста, но двигалось оно так мало заметно, как будто стояло, скованное тишиной и жарой.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Решетке леш енче ҫирӗм тӑватӑ ҫулсенчи ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать: шӑрӑха пула хӗрелсех кайнӑ, ҫепӗҫ пичӗ кӑнпах хӗвелне пиҫсе хуралнӑ, кӑвак куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗм, уҫӑ ҫамки ҫинчи нӳрлӗ, сенкер хӑюпа капӑрлатнӑ сарӑ шлепкин хӗрри сарлака; ҫаксем пурте Джесси чунӗнче хӗрхенӳ майлӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ.

За решеткой стояла молодая женщина лет двадцати четырех: тонкий загар ее нежного, раскрасневшегося от зноя лица, сияющие голубые глаза и темные волосы, — влажные на влажном, открытом лбу, под широким полем желтой шляпы, отделанной синей лентой, — снискали в сердце Джесси естественное сочувствие.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Укҫа кӗтнӗ май, — ҫакӑн ҫинчен хамӑн шаннӑ ҫыннӑма Лерха ҫырса пӗлтертӗм, — эпӗ куҫас-ҫӳрес хӗрӳ туртӑма Стерс патӗнче иртекен каҫсемпе тата гаваньре уҫӑлса ҫӳренипе пусӑрӑнтарса тивӗҫтеретӗп; унта, капмар карапсен ҫыран хӗрри ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан хӳрисен ӗмӗлкисенче, хумхантаракан сӑмахсене — Чӑна тухманлӑхӑн паллисене — курса тӗмсӗлетӗп: «Сидней», — «Лондон», — «Амстердам», — «Тулон»…

В ожидании денег, о чем написал своему поверенному Лерху, я утолял жажду движения вечерами у Стерса да прогулками в гавань, где под тенью огромных корм, нависших над набережной, рассматривал волнующие слова, знаки Несбывшегося: «Сидней», — «Лондон», — «Амстердам», — «Тулон»…

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Аш сутуҫисем — Леер тата Саваро, Тинӗс хӗрри урамӗ, Э 16.

— Два мясника, — Леер и Саваро, Приморская улица, номер шестнадцать.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ирхи шуҫӑмӑн уҫӑмлӑ, хупӑ куҫлӑ питӗнчен кӑшӑлӑн йӑлтӑркка хӗрри шӑранать; пӗлӗтлӗ сӑртсем горизонт леш еннелле шӑваҫҫӗ, вӑрманӑн эрешмен карти евӗр эрешӗ тепӗр ҫыраналла тӑсӑлать, — Горн сӑнарлавӗнче ҫаксем пурте — тӑнӑ хальлӗнех ҫывӑракан симӗс рыцарьсен ушкӑнӗсем евӗр.

На ясном, с закрытыми глазами, лице рассвета плавился блестящий край диска; облачные холмы плыли за горизонт, паутинная резьба леса затягивала другой берег, и Горн подумал, что это могли быть толпы зеленых рыцарей, спящих стоя.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тепӗр енчи ҫыран ҫӑра вӑрманпа хупланнӑ, йывӑҫ-тӗм ҫыран хӗрри тӗтринче ҫиҫет, сывлӑш пек ҫӑмӑл туйӑнать.

Противоположный берег был покрыт густым лесом, сияющим и воздушно-легким в береговом тумане.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл Лисс хӗрри пирки ыйтать; ҫав вырӑна тахҫантанпах, кунта хула никӗсленичченех, ҫапла калаҫҫӗ.

Он спрашивал о предместье Лисса, называвшемся так со старинных времен, когда города почти не было.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней