Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн пӳрнисен айӗнчи хӗлӗхсем чӗтренӗ, ӗсӗкленӗ, вӗсен янӑравӗ тата хӗрарӑмӑн лӑпкӑ сасси Фома чӗрине кӑтӑкланӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗлӗхсем те, хӑй пекех шиклӗн сас парса, ҫӳҫенсе кайнӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗлӗхсем янӑравлӑн сӗрлесе илчӗҫ, вара старик хаяррӑн, юнаса каланӑ пек калама тытӑнчӗ:
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Явӑнса тухакан юхӑмсем Костя урисене пӗрмаях ҫемҫен кӑна ҫиелелле тӗртсе кӑлараҫҫӗ; шыв тӗпӗнче симӗс курӑк тунисем тӑсӑлса, хӗлӗхсем пек, чӗтресе тӑраҫҫӗ.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӗсемпе пӗрле ларса, ӑнланмалла япаласем ҫинчен каланине итлесе, Кама шывӗн хӗррисенелле, пӑхӑр хӗлӗхсем пек карӑнса ларакан хырсене, улӑхсене пӑхса пыма аван, — унта шыв тулнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк кӳлӗсем тӑрса юлнӑ та, ҫӗмрӗк тӗкер ванчӑккисем пек курӑнса выртаҫҫӗ, хӑйсем ҫине кӑвак пӗлӗт ҫутти ӳкнӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир калаҫура тӗкӗнекен тӗрлӗ хӗлӗхсем ҫавнашкал килӗшӳллӗ янӑрани ӗнтӗ пире хаваслантарать те.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тул ҫути ун шухӑшӗн йӗрне татрӗ, вӗсем татӑлнӑ хӗлӗхсем пек пӗтӗркеленсе илчӗҫ.Рассвет разорвал цепь его мыслей, и она распалась, как гнилая нить.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл каллех хӗрсене куҫ хӗссе илчӗ, унтан сасартӑк хайӗн сассине ташӑ кӗвви ҫине куҫарчӗ, вара унӑн хӗрӗ, — аллисене пуҫ хыҫне цыганла тытса, кӑкӑрӗсене кисрентерсе ҫуйӑхса илчӗ те ашшӗ юрланӑ тата хӗлӗхсем янӑранӑ кӗвӗ майӗпе ташша ячӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Юрӑ пуҫлансанах унӑн пӳрнисем, ҫав юрра хупласа лартас тенӗ пек, хӗлӗхсем тӑрӑх чупма пуҫларӗҫ…
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Суккӑрсем чарӑнчӗҫ те ҫул хӗррине ретӗн йӗркеленсе тӑчӗҫ, йывӑҫ кӑстӑрчӑка ҫавӑрнӑ май каллех хӗлӗхсем сӑрлатма пуҫларӗҫ те ватӑ ҫын сасси тӑстарса юрласа ячӗ:
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Янӑраҫҫӗ те кӗрлеҫҫӗ хӗлӗхсем, кӗвӗсем гостинӑйра шӑнӑҫаймасӑр шӑпланнӑ садалла юхса тухаҫҫӗ.Струны звенели и рокотали, наполняя гостиную и разносясь по смолкшему саду…
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах, ҫутӑ курнипе чунра сасӑ ҫуратакан хӗлӗхсем ачан чӗринче ӗмӗрлӗхех татӑлнине пӗлтерет-и-ха ҫакӑ?
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӗлӗхсем янӑравлӑ, уҫӑ сасӑпа юрласа ячӗҫ.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗлӗхсем йӑнӑшсах илчӗҫ! — терӗ те вӑл, кровать ҫинчен сиксе тӑрса, мандолинӑна сӗтел ҫине хучӗ.Аж струны тенькнули! — вскочил он с кровати и положил мандолину на стол.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ун нервисем хӗлӗхсем пек туртӑнса тӑнӑ пулнӑ.
XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Тимӗр канатсем темӗн пысӑкӑш сӗркӗчпе ҫапнӑ хӗлӗхсем пек ҫанлатса тӑраҫҫӗ; паруссем тупа кӗрӗслетнӗ пек шаплатаҫҫӗ, кас-кас ҫил капланса килсен, тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ темӗн пысӑкӑш валсем яхтӑна шыв айне тӑвасшӑн ун ҫине ӗрӗхтерсе килеҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӗлӗхсем лӑпкӑ сывлӑшра хурлӑхлӑн та кӑмӑллӑн янӑрарӗҫ, анчах, пӗр ҫавӑрӑм сыпӑксӑр пуҫне, ҫутта тухнӑ камердинерӑн нимӗн те тухмарӗ; ҫутҫанталӑк ӑна ытти пултарулӑхсене паман пекех, музыка пултарулӑхне те паман.
XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кулӑшла такмаксем каласа та юрларӗ старик, шур илнӗ куҫӗсене выляткаласа, куракан ҫын пек, халӑх ҫинелле пӑханҫи те пулчӗ вӑл; пӳрнисем ҫине вӑл шӑмӑран тунӑ шӗвӗр пӳрнескесем лартса янӑ та, ҫав пӳрнесем вара хӗлӗхсем ҫийӗпе шӑна пек вӗл-вӗл вӗҫеҫҫӗ; хӗлӗхӗсем хӑйсем тӗллӗнех янӑраҫҫӗ тейӗн; йӗри-тавра халӑх тӑрать, — ваттисем пуҫӗсене уснӑ, ҫамрӑккисем старик ҫине пӑхнӑ та, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса илме те хӑймаҫҫӗ.
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Нагульнов пысӑк алтупанне орденӗ ҫине хучӗ, ҫав самантрах унӑн сассинче ҫӗнӗ хӗлӗхсем тӗлӗнмелле ӑшшӑн янӑраса кайрӗҫ:
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Татӑлчӗ, ҫинҫелнӗ сӗвӗм, аран ҫеҫ илтӗнсе, юлашки аккорд хӗлӗхсем ҫинче ҫухалчӗ…И оборвалась тонкая нить, ушел со струн уже и без того неслышный последний аккорд…
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950