Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тата ҫутӑрах тата хытӑрах шӑтӑртатать тӗлӗнмелле илемлӗ электричество хӗлхемӗ.Еще ярче сверкали и громче потрескивали изумительно красивые электрические искры.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Унӑн юлашки пурӑнӑҫ хӗлхемӗ те сӳнсе ларнӑ пек туйӑннӑ.
LIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫатӑртатса ҫунакан коптилка хӗлхемӗ ҫамрӑк ачасен хӗрсе кайнӑ сӑнӗ-пичӗпе йӑлтӑртатакан куҫӗсене тӗксӗммӗн ҫутатать.Огонек коптилки, потрескивая, неровно освещал разгоряченные лица юношей, блестевшие глаза.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Тинех ӗнтӗ ытти ҫынсене те палласшӑн мар — хӑй шӳреке, чи ҫывӑх ҫыннин суранӗ те ӑна ыраттарми пулать, иртен кунҫулра урӑм-сурӑм хирӗҫсе пурӑннипе сивӗннӗ чӗри те — енчен вӑл, элле, тахҫан ӑшӑ пулнӑ пулсан та — тепӗр хут ӑшӑнаймасть, ӑшӑнмалӑх хӗлхемӗ юлман.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Лагерьти костерӑн пӗр хӗлхемӗ малашне мӗнле аталанассине кам пӗлет?И кто знает, в какое пламя разгорится в будущем искра от этого лагерного костра?
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Суккӑрӑн пичӗ ҫинче тимлӗхпе пӗрлех кӑмӑл тулни те палӑрать; ӑна кашни уйрӑм сасӑ хӑйне май килентерчӗ иккен, вара пулас кӗввӗн пӗр пӗчӗк пайӗ пулса тӑракан кашни сасса ҫапла тимлӗн итленинченех унра артист хӗлхемӗ пурри палӑрчӗ.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Лантенак ларма тивӗҫлӗ тӗттӗм пӳлӗмрен Говэна илсе тухсан, суд ларӑвӗ пыракан пӳлӗме ҫиҫӗм хӗлхемӗ кӗрсе кайнӑ пекех пулчӗ.
IV. Судья пулнӑ Симурден хыҫҫӑн — Симурден учитель // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унӑн мрамор пек шурӑ пичӗ ҫинче пӗр мускул та чӗтренсе илмерӗ; хускалман куҫӗсенче пурнӑҫ хӗлхемӗ те палӑрмарӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унтан хунар ӑшӗнче юлашки ҫутӑ хӗлхемӗ мӑчлатса чӗтӗрерӗ.
XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тилӗ, юр ҫине ӳкнӗ хӗвел хӗлхемӗ пек йӑлтӑртатса ҫӳлелле сике-сике, малалла йӑпӑртатрӗ, унтан пӗр самантрах ҫӗр ҫумне сарӑлса выртрӗ те сасартӑк тем ҫӳлӗш сиксе ӳкрӗ.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Марья Николаевна нимӗн те каламарӗ, ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, вӑл пӗрмаях малалла кайрӗ, Санин ун хыҫҫӑн пычӗ, Санинӑн тапма пӑрахнӑ чӗринче ирӗкӗн пӗр хӗлхемӗ те пулман, вӑл халь Марья Николаевна аллинче пулнӑ.
XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Инҫетре, хирӗҫри ҫыран ҫывӑхӗнче, ӑшӑхлӑхсемпе пӗчӗкҫеҫ утравсем курӑнкалаҫҫӗ, хутран-ситрен ҫутӑ мӗлтлетсе илет — пӗр-пӗр пӗчӗк пӳрт кантӑкӗнчи ҫурта ҫути ӗнтӗ вӑл — тепӗр чух шыв ҫинче те чӗлтӗрти ҫутӑ хӗлхемӗ курма пулать — е сулӑ, е шаланда ҫинче, — унта юрлани те, сӗрме купӑс калани те илтӗнкелет.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Татах шанӑҫ хӗлхемӗ ҫуталса кайрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн куҫӗсем умӗнчен темиҫе тӗрлӗ картинсем иртеҫҫӗ те, вучахри вут хӗлхемӗ ялтӑраса кайсан, труках таҫта кайса кӗреҫҫӗ; Гленарван ҫывӑракан юлташӗсен пичӗсене пӑхса илчӗ те хӳшӗ стенисен тӑрӑхӗпе йӑрӑлтатса иртекен ӗмӗлкесене курчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вут хӗлхемӗ тӗрлӗ еннелле чашкӑрса саланчӗ, тимӗрҫ лаҫҫи тӗттӗм кӗтессисене вӑхӑтлӑха ҫап-ҫутӑ ҫутатрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ниушлӗ юрату хӗлхемӗ чӗрере чӗрӗлчӗ, тесе те шутлать.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Пӗчӗкҫӗ ҫыннӑн куҫӗсем малтан тӗксӗм, вилӗ пулнӑ, анчах вӗсенче сасартӑк вут хӗлхемӗ ҫутӑлса кайнӑ, акӑ ҫавна асӑрханӑ та ӗнтӗ Травка.
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ӑс-пуҫӑн юлашки хӗлхемӗ сӳнсен тин унӑн куҫӗсенче вилӗмрен сехӗрленсе хӑрани ҫухалчӗ…И только с последней искрой сознания исчезло в ее глазах выражение страха и ужаса кончины.
XXII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ӗнтӗ хирӗҫ тӑма ирӗклӗхӗн пӗр пӗрчӗ хӗлхемӗ те, пӗр тумлам вӑй та юлман пек, вӗсенче нимӗҫсемшӗн итлекен туртӑм вӑйӗ пулса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ…Казалось, в них не оставалось ни искры воли, ни капли сопротивления — послушный тягловый скот…
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Иван Алексеевич шӑпланчӗ, анчах унӑн пуҫӗнче те ҫил ҫинчи вут хӗлхемӗ майлӑ шанчӑк ҫуталса илчӗ:Иван Алексеевич промолчал, но и у него искрой на ветру схватилась надежда:
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.