Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Буренушка, кӑвакарчӑнӑм, — пӑшӑлтататӑп, — хӑтар, чунӑм!» — пӗрре ҫапрӑм кӑна!— Буренушка, голубушка, — шепчу, — выручай, сердечная! — да как хлестну ее!
Настасья Ивановна калавӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӑй лашине калать: «Елле те пулсан хӑтар, ӗнтӗ, ан такӑн, такӑнсан пӗтетпӗр. Пӑшал патне ҫитсен, эпӗ вӗсен аллине лекмӗттӗм», — тесе пырать.
1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Турӑҫӑм, хӑтар ӑна арӑслансемпе гиенӑсен ҫӑварӗнчен!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӑтар, турӑ амӑшӗ! — тесе кӑшкӑрнӑ шӗвӗ юшкӑн ӑшнелле путакан поляксем.Спаси, матерь божия! — вопили поляки, погружаясь в жидкую тину.
Иван Сусанин // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 20–36 с.
— …Выҫлӑхран, ҫӗр чӗтренинчен, чир-чӗртен, тӑшман килсе кӗрессинчен хӑтар, турӑҫӑм…
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Кирек ӑҫта куҫар, тупата туршӑн, Василь Кузьмич, шуйттан мӑйраки ҫине ларт хӑть, эпӗ килӗшетӗп, анчах эсӗ мана Ефросиньйӑран хӑтар!
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Каччӑ хӗре пӗрре курсах юратса пӑрахать; хӗр ун ҫине — «тархасшӑн хӑтар мана» тенӗ пек тилмӗрсе пӑхать.
XII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
«Леночка, — тесе кӑшкӑркаласа илнӗ вӑл ӑна хӑш чухне, — унта эрешмен шӑнана ӗмет, халех кайса хӑтар мӗскӗне!»«Леночка, — кричал он ей бывало, — иди скорей, паук муху сосет, освобождай несчастную!»
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Илтсем пирӗн кӗлле, ҫумӑр ярса пар, халӑха инкекрен хӑтар: пӑр ҫӑвасран, ҫил-тӑвӑл тухасран, тӑм ӳкесрен сыхла.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Аннем, хӑтар хӑвӑн мӗскӗн ачуна! унӑн чирлӗ пуҫӗ ҫине куҫҫульне ӳкерсем!Матушка, спаси твоего бедного сына! урони слезинку на его больную головушку!
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Унтан лашине: «Юратнӑ лашам, ҫӗр ҫӑтманскер, хӑтар мана!» тесе ӑна хырӑм айӗнчен чӑпӑрккипе чашлаттарса илчӗ.И, гикнув: «А ну, милашечка, Егор те за ногу, выноси!», — стегнул лошадь под брюхо.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Каҫар, Христос ячӗпе, анчах хӑтар эс пире…
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл вилнӗ Дарья каҫсенче тӗлӗкре курӑнасран шикленчӗ, пӗр эрне эрнипех Ильиничнӑпа пӗр кравать ҫинче ҫывӑрса пурӑнчӗ, выртас умӗн кашнинчех турра тархасласа кӗлтурӗ: «Ту-рӑ-ҫӑм! Ан кӑтартах ӑна тӗлӗкре! Хӑтар, турӑҫӑм!» — йӑлӑна-йӑлӑна пӑшӑлтатрӗ вӑл.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Турӑ пул, хӑтар!
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑтар, турӑҫӑм!
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сыхлаччӗ, ҫӑлса хӑварсамччӗ ӑна, пурне те хӗрхенекен таса турӑ чури, инкек-синкекрен, усал тӑшманран хӑтар, хӳтӗлесе хӑвар…
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пулӑш, хӑтар, Федор Лукич, — тилмӗрчӗ Нарыжный, Хохлаков ун куҫӗсенчен куҫҫулӗ тухнине курчӗ.— Пособи, выручи, Федор Лукич, — взмолился Нарыжный, и в глазах его Хохлаков увидел слезы.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Инкекрен хӑтар, Виктор, — терӗ кӑмӑллӑн Сергей.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Хӑтар!
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кӑларса ярсанах мана хӑтар.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.