Поиск
Шырав ĕçĕ:
Энтрей ача хӑлхине ҫатӑр-р… пӑрса лартнӑ.
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Ку сӑмахсем Хӗветли инкен хӑлхине те кӗнӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Питне ҫеҫке пек хӗрлӗ тӗс тухрӗ, сарӑлса пырса, пӗтӗм сӑн-питне, хӑлхине хыпса илчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ҫук, юрӑ ун хӑлхине кӗнӗн туйӑнмасть.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
— Хӑлхине кӗрсен, мӗн калӗ Энтри?!
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Юрататӑп та юрататӑп тетӗн, — хӗр сасси пырса кӗчӗ Тимуш хӑлхине.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Урӑх никама та мар, Укаҫа ҫеҫ килӗштерет тесе калаҫни пырса кӗнӗччӗ Тимуш хӑлхине.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Турунов тинех хӑлхине чикрӗ ун сӑмахӗсене — сасартӑк шӑпланчӗ те ура ҫине тӑчӗ, сӗтел урлӑ Лашманов еннелле туртӑнчӗ.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ун сӑмахӗсем Пруткин хӑлхине кӗмерӗҫ.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Ҫук! — каччӑн тӑруках ыйхи вӗҫрӗ, вӑл Машука мӗн кирлине пӗлме хӑлхине тӑратрӗ.
Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html
Хӑш-пӗрисем ӑна пӑртак выртса канма сӗннӗ, анчах ӳсӗр ҫын хӑлхине ырӑ сӑмах хӑш енчен те пулин пырса ҫапӑнать-им?
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тахҫанхи пӑтӑрмахлӑ ҫулсенче пуянсене тӗппипех пӗтереҫҫӗ — хӑйсене ачи-пӑчипе пӗрлех Ҫӗпӗре е тӗрмене яраҫҫӗ, кил-ҫуртне, туприне туртса илеҫҫӗ, чухӑнсене валеҫсе параҫҫӗ тени ман аттепе пичче хӑлхине те ҫитнӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл кашни сӑмахах хӑлхине чикмест, мӗнлерех ҫын калать ҫав сӑмаха — чи малтан ҫавна шута илет.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Ренатӑпа Пурхиле кӑнтӑр ҫутинче те ыталашса ҫӳреҫҫӗ — вӗсене пӗр-пӗринчен тракторпа туртса та уйӑраймӑн», — тени майӗпен Сулагаев хӑлхине те кӗрет.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Сулагаев, таҫта эрех тупса ӗҫме ӗлкӗрнӗскер, самаях ӳсӗрччӗ, ури ҫинче аран-аран тӑркалатчӗ, ҫавна май вӑл Таранов хуйхи-суйхине тулӑклӑн ӑнкарса илме ӑс ҫитереймерӗ, унӑн хӑлхине «укҫа-тенкӗрен хӗсӗкрехчӗ» тени кӑна кӑтӑклантарчӗ пулас — хайхискер тата ытларах тулхӑрса кайрӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Шавлас пулсан та пуҫлӑх тенисем унӑн сӑмахне хӑлхине чикместчӗҫ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл, ачасем шиклӗн кӑшкӑрнине илтсе вӗсем патне чупса пынӑскер, Караҫӑм алӑран пӑрахнӑ урхалӑха йӑпӑр-япӑр ҫавӑрса тытса ӗне пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ, унӑн хӑлхине шыв кӗме памарӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ун патнех ҫитнӗ тилӗ хӑлхине чӑнк тӑратса тӗлӗнерех-шикленерех пӑхрӗ те куршанак ҫыпҫӑннӑ хӳрине пӑлтӑр-пӑлтӑр вылятса вӑрман еннелле чавтарчӗ.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Юрланса шуралнӑ ҫӑмламас ҫӗлӗк хӑлхине ҫӗклесе тӑнлать, анчах ҫил хӑрушшӑн улани кӑна илтӗнет.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Тапхӑр-тапхӑр Изамбаев ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк хӑлхине ҫӗклесех тӑнлать: мӗнле те пулин сасӑ илтӗнмест-и?
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.