Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе минутран Фома, салтӑнса пӑрахнӑскер, диван ҫинче выртнӑ, вӑл, хупӑннӑ-хупӑнман куҫӗсем витӗр пӑхса, сӗтел хушшинче темиҫе кукӑр пулса ларакан Ежова сӑнанӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӗтел ҫинче тӗрлӗрен хутсемпе кӗнекесем хушшинче пӗр бутылка шурӑ эрех пулнӑ, пӳлӗмре тӑварлӑ пулӑ шӑрши сисӗннӗ.Среди книг и бумаг на столе стояла бутылка водки, в комнате пахло соленой рыбой.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтрах, ҫынсен хушшинче уйрӑмлӑх — пысӑк мар…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тарас чей кашӑкӗпе выляса ларнӑ, ӑна пӳрнисем хушшинче ҫавӑркаланӑ май, вӗсем ҫине куҫ айӗн пӑха-пӑха илнӗ.Тарас играл чайной ложкой, вертя ее между пальцами, и исподлобья поглядывал на них.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун пеккине ҫӗр ҫын хушшинче пӗрре тупаймӑн, апла пулсан пин ҫын хушшинче шыра…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— «Тирпейлӗ», — асӑрханӑ вӑл Смолин пирки, унтан, сӗтелпе буфет хушшинче каллӗ-маллӗ ҫӳренӗ май, унӑн калаҫӑвне тимлӗн тӑнлама пуҫланӑ.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсен хушшинче те вырӑн пулмасан, ун пек этемӗн ӑҫта вӑл килӗ? — ыйтнӑ Ежов.Где дом у человека, которому нет места среди людей? — спросил Ежов.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑш чухне пӳлӗмре вӗсем пысӑк вучах пек ялкӑшса кайнӑ, Ежов вара вӗсем хушшинче чи ҫутӑ вутпуҫҫи пулнӑ, анчах ҫак вучахӑн ҫути Фома Гордеев чунӗн тӗксӗмлӗхне начар ҫутатнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тем йывӑрӑш пуҫне минтер ҫинче аран хускатса, Фома пӗчӗкҫӗ хура ҫынна курнӑ, вӑл, сӗтел хушшинче ларса, перине хут тӑрӑх хӑвӑрттӑн ыткӑнтарнӑ, ҫаврака пуҫне ырлавлӑн сӗлте-сӗлте илнӗ, хулпуҫҫийӗсене хутлаткаланӑ, аялти йӗмпе каҫхи кӗпе анчах тӑхӑннӑ пӗтӗм тӑлпӑвӗпе ывӑнма пӗлмесӗр пукан ҫинче ӑшталанса ларнӑ, калӑн — ӑна лармашкӑн вӗри пулнӑ, анчах ура ҫине сиксе тӑма та темӗншӗн пултарайман вӑл, тейӗн.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ача пӗчӗкҫеҫ, ҫапах юлташӗсем хушшинче чи мала тухасшӑн…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома ҫак ушкӑн хушшинче хӑй палланӑ сӑн-питсене курнӑ: акӑ унӑн ашшӗ, таҫталла талпӑнса пырать, паттӑррӑн тӗрткелешсе, ыттисене ҫул ҫинчен сирпӗтсе, кӑкӑрӗпе ҫул хывать, аслати саслӑн кулать… унтан, ҫын урисен айне анса кайса, куҫран ҫухалать.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йӳнӗ трактирсенче унӑн тавра парикмахерсем, маркерсем, темӗнле чиновниксем тата юрӑҫсем хурчӑка пек ҫаврӑннӑ; ҫак ҫынсен хушшинче вӑл хӑйне аванрах, ирӗккӗнрех туйнӑ; вӗсем сахалтарах асӑннӑ, вӗсене ҫӑмӑлтарах ӑнланма пулнӑ, хӑш чух вӗсем сыхлӑхлӑ, вӑйлӑ туйӑмсем те кӑтартнӑ, вӗсенче этем тивӗҫлӗхӗ чылайрах пулнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, сӗтел хушшинче усӑнса ларнӑ май чӗтревлӗ пӳрнине тӑкӑннӑ квас ҫине чике-чике йӗпетсе, поднос ҫине тӗрӗсем ӳкернӗ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Е акӑ, чӑнах та, вӗсен хушшинчен хӑтӑлса, пурнӑҫ хӗррине ирӗке тухсан, вара ҫав тӗлтен вӗсен ҫине ҫаврӑнса пӑхсан, — ун чухне ӑнланма та пулӗччӗ, вӗсен хушшинче хӑвӑн вырӑну ӑҫта иккенне те курӑттӑн.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома вӗсене мӗн кирлине ӑнланман, вӗсен сӑмахӗсене ӗненмен, ҫавӑнпа та ӑна вӗсен хушшинче йывӑр пулнӑ.Фоме оттого плохо среди них, что он не понимает, чего они хотят, не верит в их слова.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фомана тӗрлӗрен питсемпе кӗлеткесем хушшинче тахшин, палланӑ ҫын, ыттисен хыҫне пытанса, ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑнӑн туйӑннӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома, канат купи ҫинче тӑрса, рабочисен пуҫӗ урлӑ пӑхнӑ, унӑн куҫӗ тӗлне акӑ мӗскер курӑннӑ: икӗ парӑш хушшинче, вӗсемпе ҫума-ҫумӑн, виҫҫӗмӗш сиксе тухнӑ, — вӑл хура, япӑшка, сӑнчӑрсемпе тӑлланса пӗтнӗскер пулнӑ, темӗнле хӑрушӑ чирпе шыҫӑннӑ пек хӑмпӑлчӑланса кайнӑ, халсӑрскер, кӑнттамскер, тантӑшӗсем ҫине тайӑнса, шыв ҫинче уртӑнса тӑнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Парӑшсен хушшинче шыв хумӗсем шавлӑн чӳхеннӗ, вӗсем хӑйсен тупӑшне этеме калла парасшӑн мар тавлашнӑ пек сикнӗ.Между барж с шумом плескались волны, как бы не желая уступать людям свою добычу.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӗҫ мӗн чухлӗ малалла кайнӑ, ҫавӑн чул ӑна — хӑйсен вӑйне лӑпкӑн шанакан ушкӑн хушшинче, ҫырма тӗпӗнчен темиҫе теҫетке пин пӑт туртакан йывӑрлӑха хуҫашӑн кӑларма хатӗр тӑракан ҫынсен хушшинче — хӑйне хӑй ытлашшин курса тӑма йывӑр та кӳренӳллӗ пулнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсем хушшинче хӑйне хӑй ытлашшин туйни ӑна кӳрентернӗ, ҫынсем ҫине мӗн чул нумайрах пӑхнӑ, ҫавӑн чуль кӳренӗвӗ унӑн вӑйлансах пынӑ.