Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ман умра пысӑк уҫланкӑ выртать, уҫланкӑра ҫӳлех мар хурӑнсем лараҫҫӗ, хурӑнсем ҫинче ӑсансем хурӑн папкисене суйлаҫҫӗ.
Юр айӗнчи вӗҫен кайӑксем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 61–63 с.
Эпӗ пӗр ҫӳлӗ хурӑн тӑррине улӑхса кайрӑм, кунтан, тарават асанне пурӑнакан сӑртри ҫӳлӗ хурӑн ҫийӗнчен, Калуга ҫулӗ янках курӑнать, ҫав ҫулпа француз ҫарӗ Мускавран шӑвӑнать.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӑкӑртаткаласа, вӑл хӑйӗн комбинезонне силлесе тасатрӗ; ӗнсине хыҫса илчӗ те осколкӑсем чӗрпӗклесе хуҫса пӗтернӗ хурӑн ҫине пӑхса, пуҫне пӑркаларӗ; хурӑн вулли тӑрӑх ҫутӑ сӗткен шывӗ шӑпӑртатса юхнӑ та — мӑкланнӑ хуппи тӑрӑх ҫӗр ҫинелле тумлать, вӑл, куҫҫулӗ пекех, ҫутӑ та витӗр курӑнать.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр хушӑ ҫапла кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пӳрнисене хул айне чиксе ӑшӑтрӗ, унтан ҫамрӑк чӑрӑш патне пычӗ те унӑн хуппинчен тӑватӑ кӗтеслӗ татӑксем касса кӑларчӗ, унтан чӗрнисене хуҫсах, хурӑн хуппи вистерӗ, унттисем ӑшӗнчен ҫӑм шарф татӑкӗсене кӑларчӗ те вӗсемпе аллаппине чӗркерӗ, ун ҫине атӑ патушӗ пек чӑрӑш хупписене хурса, ҫиелтен хурӑн хуппипе тата бинтсемпе чӗркесе ҫыхрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫамрӑксен юнӗпе хӗрелнӗ хурӑна унти ял ҫыннисем «хӗрлӗ хурӑн» теме тытӑннӑ.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
«Апла, апла, — уҫҫӑнах каласа ярать ӗмӗтленсе пыракан хӗр, — ӳснӗ пӗр хурӑнсемпе юнашар тепӗр хурӑн кати ӳстермелле.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хурӑн сиплӗ, хурӑн сӑваплӑ, хурӑнра леш тӗнчене кайнӑ ватӑсен вӑйӗ, чунӗ.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ун ҫине иртен-ҫӳрен пӑхас пулсан, вӑл ҫамрӑк та йӑрӑссине курнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те асӑрхамасть, анчах чӑннипе ку ахаль хурӑн мар, ку — юрату хурӑнӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
— Астӑватӑп, ҫав хурӑнсене те астӑватӑп, — терӗ Эрнепи ҫывӑхра, ҫултан кӑшт шаларах ларакан виҫӗ хурӑн ҫине кӑтартса.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Маньчжури хурӑнӗ сӗткенленме пуҫларӗ, трасса ҫинче пурте хурӑн хуппинчен тунӑ куркасенчен тутлӑрах та тӑкӑс шыв, «ҫуркуннен сиплӗ эрехне» ӗҫрӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ашшӗ хурӑна пӑраласа тарӑн шӑтарчӗ, калака ҫӑт ҫапса лартрӗ, вара таса куҫҫулӗ пек хурӑн шывӗ витрене тумласа юхма тытӑнчӗ.
Вӑйсен сӗткенӗ // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 5–6 с.
Маратасене хӑш вырӑна лартнине вӑл ҫамрӑк хурӑнсем тӑрӑх сӑнарӗ; пӗве хӗрринче унта ҫынтан ҫӳлӗ мар вунӑ-вуник хурӑн ӳснӗ.
Чӗрӗ каҫ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 92 с.
Акӑ йывӑҫсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатма пуҫлаҫҫӗ: шурӑ шупӑр тӑхӑннӑ хурӑн тепӗр шурӑ хурӑнпа инҫетрен калаҫса илет; ҫамрӑк ӑвӑс уҫланкӑ варрине симӗс ҫурта пек тухса тӑнӑ та хӑй пекех тӳрӗ ҫурта пек ҫамрӑк ӑвӑса турачӗпе сулса хӑй патне пыма йыхӑрать; пӗр ҫӗмӗрт йывӑҫӗ тепӗр ҫӗмӗрт йывӑҫне сарӑлнӑ папкаллӑ туратне тӑсса парать.
Йывӑҫсем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 87–88 с.
Глаша виллине хурӑн ҫинчен антарнӑ, хурӑнне тымарӗ патӗнченех касса янӑ.Труп Глаши с березы сняли, а березу спилили почти под самый корень.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шӑрчӑк ҫывӑрттармалла чӗриклетет, чӳрече карри витӗр тулли уйӑх ҫути сӑрхӑнать, чӳрече янаххи ҫине ватӑ хурӑнӑн кукӑр-макӑр мӗлки ӳкнӗ, хурӑн хыҫӗнче йывӑҫ вуллисем хуп-хуран курӑнакан сад юмахри пек тӗлӗрет…
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӗрарӑм, вут ҫинчи хурӑн хуппи евӗр авкаланать, аллисене хӑй таврашӗнчи ҫӗр ҫумне ҫапкалать, сарӑхнӑ курӑка ҫумласа илет те йӑлтах ҫӑварне персе чикме хӑтланать, тискерленсе, юнӑхса кайнӑ куҫӗсене, сӑнсӑрланса кайнӑ хӑрушӑ питне тӑпрапа сапать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ӑна чӑнкӑ сӑртран анаталла, юханшыв хӗрринелле ларса тухнӑ, хурӑн, йӑмра, пилеш, ҫӗмӗрт ращинче пытанса ларакан тӑван ялӗ ун пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗҫ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Учитель хурӑн патӗнче тата кӑштах тӑнӑ хыҫҫӑн, ачасемпе пӗрле Стожар еннелле утрӗ.Постояв еще немного у березы, учитель вместе с детьми пошел к Стожарам.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саспаллисем, ҫу каҫиччен хытсах ларнӑ, хурӑн хуппи ҫумӗнчен хӑпасшӑн мар.Но надпись, зарубцевавшаяся за лето, прочно держалась на коре березы.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951