Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Аслати хуралсах килчӗ пулин те вӗлереслех ҫапмарӗ пулас-ха…».
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Ма илес мар, чӑнах, ҫав хуралсах кайман пӑсӑк ҫӑмартана?
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хӑрӑмланнӑ мӑкӑрӑлчӑк кӗленчен хӗрлӗ йӑрӑмӗ чӗтрене-чӗтрене, чӳхене-чӳхене шыва, кӗсменсене тата уҫлӑхӑн пӗр пайне ҫутатать, анчах ҫутта пула таврара тӗттӗмлӗх хуралсах ларчӗ, — шыв айӗнчи суккӑр грот пек.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
«Фитиль» ӗлки ҫыранӑн тӗксӗм пӑрӑмӗнче ҫухалчӗпе пӗрех; рейӑсемпе стеньгсен пӗр пайӗ тӗлӗрекен тӳпере хуралсах пырать; аялтан сӗм тӗттӗмлӗх ҫӗкленет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
«…Эпир ҫӗрле утатпӑр, эпир хуралсах кайрӑмӑр…
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Каҫӑн тӗксӗм йӑпӑшӗ хуралсах пырать, ҫав вӑхӑтрах сывлӑшра чуна лӑплантаракан темӗнле тӑрӑлӑх, ҫӑмӑл та симӗс янкӑрлӑх палӑра пуҫлать.А сумерки все сгущаются, и вместе с тем в воздухе проступает зеленоватая легкая прозрачность.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫеҫенхирте курӑксем типнӗ ӗнтӗ, армути те хуралсах кайнӑ, унта-кунта ҫеҫ кипке татӑкӗсем пек хура ҫулҫӑллӑ будяксем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ те «перекати-поле» текен курӑк чӑмӑрккисем ҫил вӗрнипе кӑлтӑртатса каяҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унтан сасартӑк ҫатмине шӑршласа пӑхрӗ те хуралсах карӗ, ҫатма аврине ҫӗрелле персе уласа ячӗ:И вдруг, понюхав сковороду, потемнела, швырнула сковородник на пол и завыла:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юханшывӑн тепӗр ҫыранӗ тӳрем те хӑйӑрлӑ, унта Заречье пӳрт-ҫурчӗсем ҫума-ҫумӑнах йӗркесӗр купаланса, хӗсӗккӗн ларса тулнӑ: кивелсе хуралсах кайнӑ хӑйсем, ҫӗрсе ҫитнӗ ҫивиттисем ҫинче сип-симӗс мӑк таткаланчӑкӗсем выртаҫҫӗ, ҫурчӗсем хӑйӑр ҫинче чалӑш-чӗлӗш тайӑлса кайнӑ, сывӑ мар пӗчӗк куҫӗсемпе юханшыв ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхса лараҫҫӗ, чӳречисенчи кантӑк ванчӑкӗсем, ӗнсе кайнӑ евӗр, кӑвакӑн-симӗсӗн ҫутӑлса, шурӑ илнӗ куҫсем пек курӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Куҫ айӗсем хуралсах ларнӑ.
Халӑх япали // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӗлтерӗве вулать те, куҫӗ хуралсах килет.
Мартӑн пӗрремӗшӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ахӑртнех, ҫӳресен-ҫӳресен, хуралсах ларма тытӑнсан, ҫутарать-мӗн в свитерне — каллех тӑхӑнса ярать, ҫӗтӗлсе юрӑхсӑра ухиччен пӗртте хӑй ҫинчен ямасть.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ваза ҫинче хура кӗрен е хуралсах кайнӑ пионсем силленкелесе выртаҫҫӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Утнӑ май витрери шыв унӑн пиҫсе хуралсах кайнӑ урисем ҫине сирпӗнсе пычӗ.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Упӑшки ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шухӑшласа асапланнӑ пирки Костичкӑн пит-куҫӗ хуралсах кайнӑ.Лицо у Костички потемнело от бессонных ночей и тревоги за мужа.
23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пӗтӗмпех хӗнесе суранлатса пӗтернӗ, ҫапнӑ вырӑн питҫӑмарти ҫинче те хуралсах кайнӑ.
Петрищевӑра // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Выртнӑ чухне эпӗ урайӗнче пӗр паллӑна асӑрхарӑм: пӳрт варринче урай хӑмисем ҫунса кӑмрӑкланнипе хуралсах ларнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
…Хӗвел хытӑ пӑхнипе куҫ хуралсах килет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Чӳречерен тӗттӗм каҫ пӑхать, сивӗ сывлӑш куҫа ыраттарать, пур япала та тӗлӗнмелле тӗксӗмленсе кайрӗ, чирлӗ ҫыннӑн сӑнӗ хуралсах ларчӗ.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Лена йӑл кулчӗ те Ванюшӑн куҫӗсем хуралсах килчӗҫ.При этом Лена так улыбнулась, что у Ванюши потемнело в глазах.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
- 1
- 2