Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ав, куран хӑвӑн шӑллуна — епле тӑрӑшса ӗҫлет вӑл: ҫирӗм ҫулхи ачана Микихвер Ҫытӑрчӑ тесе чӗнеҫҫӗ, пурте хисеплеҫҫӗ.
Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Республикӑра пурӑнакансем ҫемье йӑлисене хисеплеҫҫӗ тата вӗсене ӑруран-ӑрӑва куҫарса пыраҫҫӗ.Жители республики чтут семейные традиции и передают их из поколения в поколение.
Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/07/08/news-3612825
Пирӗн патра ӗҫ ҫыннисене, ветерансене, ӗҫе парӑннӑ ҫынсене мӗн авалтанах сума сӑваҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ.У нас издревле почитают и уважают тружеников, ветеранов, людей, преданных своему делу.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Давенантпа вӗсен хутшӑнӑвӗсем ырӑ кӑмӑллӑ-ансат темелле-тӗр, вӗсем ӑна хӑйсенчен ҫӳлерех тӑракан ҫын вырӑнне хураҫҫӗ пулин те — хупахҫӑ хӑйне вӗсемпе тан лару-тӑрура ӗҫлеме, пӗрешкел тӑрӑмра пулма тӑрӑшнӑшӑн, тӗрӗсрех, ҫав тӑрӑмра пулнӑшӑн хисеплеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант анлӑ сарӑлнӑ, хӑватлӑ организаци сӗнӗвӗсене йышӑнмасть пулин те — контрабандистсем ӑна хисеплеҫҫӗ, ӑна иленчӗҫ те темелле, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене хӑйӗн хӑна ҫуртӗнче пухӑнса канашлама чармасть.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант вырӑнне Кишлот апата хӑй илсе килсе пама ыткӑнчӗ, ӗмӗтленсе сӗмленет: «Йӗрӗнӳ» ресторана пурте хисеплеҫҫӗ, кунта каретӑсемпе автомобильсем татти-сыпписӗр килеҫҫӗ…
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Ятлӑ ҫынна ял савать», тенӗ пек, Ванькка пичӳне те ялта хисеплеҫҫӗ.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
Ара, Пӑлакие, нумай вӗреннӗ ҫын тесе, Антун кӑна мар, Калюковсен йӑхӗнче аслисем те хисеплеҫҫӗ, унӑн сӑмахне кирек хӑш ӗҫре шута хураҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑна карап шӑпипе чунӗ, ӑс-тӑнӗ вырӑнне хурса хисеплеҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сирӗн ӗҫ яланах кирлӗ, информацие тӗрӗс те оперативлӑ илсе тӑма май панӑшӑн вулакансем, итлекенсем, куракансем сире чунтан хисеплеҫҫӗ, шанаҫҫӗ.
Олег Николаев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/01/13/glava-chu ... et-s-dnyom
Ӑна пурте хисеплеҫҫӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Пысӑк хуйха кура, ачасем мана хӗрхенеҫҫӗ, чӑн-чӑн ҫапӑҫура пульӑпа аманнӑшӑн хисеплеҫҫӗ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Сӑмах май каласан, ҫак ученӑя академири пӗтӗм ученӑйсем хисеплеҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мухтансах калама пултаратӑп: арестленисем хисеплеҫҫӗ, ҫӳлти начальство та вара ыттисене манран пример илме хушать.Зато с гордостью скажу: арестованные уважают, а высшее начальство в пример ставит.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Василий Григорьевич, хӑй разведчикӗсемсӗр пуҫне, никама та нимӗнле команда та памасть, ҫапах та ӑна отрядра пурте хисеплеҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл хаяр та сивӗ ҫын пек туйӑнать, анчах та вӑл хаяр тесе никам та ӳпкелешмест, пачах та урӑхла, чухӑнсенчен нумайӑшӗ ӑна ырӑ ҫын, аннем тесе хисеплеҫҫӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Авалхи йӑласене хисеплекен помещиксем «шурлӑх кайӑкӗсене» юратмаҫҫӗ, ытларах килти кайӑк-кӗшӗке хисеплеҫҫӗ.Помещики старинного покроя не любят «куликов» и придерживаются домашней живности.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Ӑна пур козаксем те хисеплеҫҫӗ; вӑл икӗ хутчен кошевоя суйланнӑ, вӑрҫӑра та питех те маттур козак, анчах тахҫанах ватӑлса ҫитнӗ, нимле походсенче те пулман, никама та нимӗнле канаш пама та юратман ватӑ салтак, козаксен ушкӑнӗсем патӗнче хӑяккӑн выртса, пулса иртнӗ ӗҫсемпе козаксен похочӗсем ҫинчен каласа панине итлеме ҫеҫ юратнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗрле пурӑннӑ юлташсем те, мана унта питех те хисеплеҫҫӗ, тӗлӗнмелле лайӑх ҫынсем.И товарищи, жившие вместе, меня там очень уважают, замечательные люди.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Йӗркеллӗ ҫын, тесе калаҫаҫҫӗ ун ҫинчен… ӑс-пуҫлӑ путсӗрсене те ку чухне йӗркеллӗ ҫын тесе хисеплеҫҫӗ, мӗншӗн тесен — ҫын ҫук!
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.