Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халӑхпа (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах май, нумаях пулмасть вӑл халӑхпа «тӳрӗ лини» мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттернӗччӗ, халӑхӑн ыйтӑвӗсене хурав панӑ май хӑй те ача чух космонавт пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Ҫамрӑк Исаев, писатель тата критик, комсомолец ҫулӗнчех ҫӗре кӗнӗскер, хӑйӗн пултарулӑхне ҫителӗклӗ таран сарса ярайман, ҫапах та самана шухӑш-кӑмӑлӗпе пурӑннӑ, халӑхпа парти писательсене мӗн тума хушнине тӗрес ӑнланса ӗҫленӗ, ҫавна пурнӑҫа кӗртессишӗн пӗтӗм вӑй-халне панӑ.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Йӗкӗтсем хӗҫӗсене йӗннине чикеҫҫӗ те юлашки хут пӗтӗм халӑхпа пӗрле хушса юрламалли икйӗркелӗхе тӑстарса яраҫҫӗ:

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав, халӑхпа килӗшсе, аллине сулчӗ:

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ пӗччен мар, халӑхпа пӗрле пулатӑп.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Юрать ку сӑмахшӑн, ермӗхленнӗ Еркиней, Утӑ улӑхра юлни — пур халӑхшӑн чӑн телей, Атӑр, ачамсем, халӑх умне тӑрӑпӑр, Хура халӑхпа пӗрле калла улӑх таврӑпӑр».

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурӑнасса пурӑнас Ирӗк вӗҫен кайӑкла: Пӗре вӑйлӑ ҫапӑҫас Тӑшмансемпе паттӑрла, — Ҫавӑнпа та пур ҫӗрте Хатӗр пулӑр хирӗҫме, Пирӗнпеле пӗтӗҫме, Майра ҫарпе ҫапӑҫма, — Пур халӑхпа кӑр тӑма!»

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унӑн членӗсем ӑна ырласа йышӑннӑ, икӗ ял пухӑвӗнче халӑхпа пӑхса тухнӑ.

Помоги переводом

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Халӑхпа пӗрле чӑтнӑ, кӗрешнӗ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ.

Помоги переводом

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракан ыйтусене туххӑмрах уҫӑмлатма майсем пуррине те каланӑ, халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса кирлӗ пек ӗҫсене пурнӑҫласа пыма меллӗ тенӗ вырӑнти ертӳҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Ку енпе калас пулсан, халӑхпа та уҫӑ уроксем ирттерсен питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ», - тесе сӑмаха тӑснӑ вӑл.

Помоги переводом

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Вӗсем тӑтӑшах халӑхпа уҫӑ калаҫусем ирттереҫҫӗ, вӗсен тавра курӑмлӑхне ӳстерме пулӑшса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Поселокра йышлӑ халӑхпа мероприятисем иртеҫҫӗ-и, ялсенче уявсем-ӑмӑртусем-и - дружинниксем яланах полици сотрудникӗсемпе пӗрле хуралта.

Помоги переводом

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ӗҫлесе пӑх ҫавсемпе, тулӑксӑр халӑхпа.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халӑхпа пӗрле апат тутлӑ пулаканччӗ-ха, айтӑр ларар, — текелесе, ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ халӑхпа пӗрле уй-хир бригадинче ӗҫлетӗп.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Районсене тухса ҫӳрени, ялсенчи халӑхпа тӗл пулса калаҫни хаҫат-журнала пуянрах, кӑсӑклӑрах кӑларма пулӑшать терӗҫ журналистсем.

Помоги переводом

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Вӑл вырӑнти халӑхпа пӗр чӗлхе тупса кал-кал ӗҫлесе каясса округ ертӳҫисем шанаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Чӑваш Республикинче влаҫ органӗсенче, министерствӑсенче ӗҫлекенсем уйӑхсерен районсене тухса халӑхпа ирттерекен информаци кунӗсене коронавирус чирне пула 2020 ҫултан йӗркелеме чарнӑччӗ.

Помоги переводом

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

В. И. Ленин хушса хӑварнисене пурнӑҫласа, пирӗн парти халӗ те ӗҫҫыннисен сӗнӗвӗсене, вӗсен шухӑш-ӗмӗчӗсене шута илет, государствӑпа хуҫалӑх ӗҫӗнчи пысӑк ыйтусене халӑхпа пӗрле канашласа татса пама тӑрӑшать.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней