Поиск
Шырав ĕçĕ:
Замш перчеткине тӑхӑннӑ чирлӗ аллине френчӗн кӑкӑр кӗсйи тӗлне тытнӑ, хӑй вӑл штаб автомобилӗ ҫинче пулнӑ.
IX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Унӑн сарӑ френчӗн сулахай ҫанни ҫинче кӗтеслесе ҫӗлесе лартнӑ темиҫе ылтӑн йӑрӑм йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.На левом рукаве его желтого френча блестело несколько сшитых углами золотых полосок.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Донец леш енне чакса кайнӑ хыҫҫӑн начар пурӑннӑ тесе шутламалли ҫук ӑна: симӗс тӗслӗ ҫӑмӑл френчӗ сарлака хулпуҫҫийӗсене кӗҫ-вӗҫ ҫӗввинчен ҫурӑлса тухас пек ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тытать; френчӗн чанк ҫӗкленсе тӑракан тӑвӑр ҫухавийӗ ҫийӗн кӗрен ӳчӗн нӑкӑ-нӑкӑ хутланчӑкӗсем уҫӑннӑ; ҫӑт ҫыпҫӑнса тӑмалла ҫӗленӗ лампаслӑ кӑвак диагональ йӗмӗ купарчи тӗлӗнче кӗҫ-вӗҫ ҫурӑлса тухас пек туйӑнать…
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вороновский пӳлӗм тӑрӑх темиҫе хутчен каллӗ-маллӗ кумса ҫӳрерӗ, пӳрне сыпписене шӑтӑртаттара-шӑтӑртаттара илчӗ, унтан хӑмӑр симӗс тӗслӗ ӑшӑ френчӗн пӗтӗм тӳмисене тӳмелерӗ те, куҫне ҫиллессӗн мӑчлаттарса, Богатыревпа калаҫма пуҫларӗ:
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл пуканне шутарса сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те ним пӑлханман пек лӑпкӑн шурӑ кокардӑллӑ симӗс карттусне хывса хучӗ, ҫӳҫне тураса якатрӗ, сулахай пӳрнисемпе френчӗн айӑкри шалпар кӗсйине тӳмелерӗ, хӑйне темскер калакан Богаевский еннелле тайӑлса ларчӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл офицер френчӗн кӑкӑр кӗсйинчен, ниҫта кайса кӗрейми хыпаланса, лӳчӗркенсе пӗтнӗ хут листи туртса кӑларчӗ те эшелон начальникӗпе пӑшӑлтатса илчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан вӑл аллине хӑйӗн ҫуллахи френчӗн кӗсйине чикрӗ те, журналтан касса кӑларса тирпейлӗн хуҫлатса хунӑ заметкӑна туртса кӑларчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Арҫынӗ — нимӗҫ офицерӗ пулнӑ, вӑл тӑвӑр френч тӑхӑннӑ, френчӗн ҫухи сарлака, хура бархатран тунӑскер пулнӑ, ӑна хӗррипе кӗмӗл хӑюпа ҫӗлесе тухнӑ, ҫавӑнпа та вӑл офицер темӗнле вилнӗ ҫын тӗслӗ пулнӑ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1