Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫланка (тĕпĕ: уҫланкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санька ҫав тери ҫӑмӑл та хӑвӑрт утса ҫӳрерӗ, вӑрман ӑшнелле ҫивӗччӗн сӑнаса пӑхрӗ, пӗр уҫланка та сиктерсе хӑварасшӑн пулмарӗ.

Санька ходил быстрым, легким шагом, остро пронизывал глазом перелески, старался не пропустить ни одной полянки.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗрем юнпа ҫӑвӑнать; ҫырма тӑрӑх ҫӑра курӑк хушшипе шуса иртрӗм те, — пӑхатӑп: вӑрман пӗтрӗ, темиҫе казак уҫланка учӗсене уттарса тухрӗҫ, ҫатантах манӑн Карагез та тӳрех вӗсен умне сиксе тухрӗ, ак хайхисем пурте кӑшкӑрашса ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ: темӗнччен хӑваларӗҫ вӗсем ӑна, уйрӑммӑнах пӗри ик-виҫӗ хутчен те кӗҫех ӑна йӑлмакпа тӑхӑнтартса тытатчӗ; эпӗ сехӗрленсе ӳкрӗм, пуҫӑма усрӑм та кӗл тума тытӑнтӑм.

Сердце мое облилось кровью; пополз я по густой траве вдоль по оврагу, — смотрю: лес кончился, несколько казаков выезжают из него на поляну, и вот выскакивает прямо к ним мой Карагез; все кинулись за ним с криком; долго, долго они за ним гонялись, особенно один раза два чуть-чуть не накинул ему на шею аркана; я задрожал, опустил глаза и начал молиться.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тепӗр ҫур сехетрен чӑтлӑхран тухса каллех чылай пысӑк уҫланка тухнӑ студент.

Помоги переводом

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Халӑх пӗр-пӗр уҫланка е вӑрман хӗррине пуҫтарӑнса вӑйӑ каланӑ, вылянӑ, ялсем, ҫемьесем хушшинче тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттернӗ.

Помоги переводом

Уяв // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Кайран Акатуя Мишер патӗнчи уҫланка куҫарчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пӗррехинче ҫапла ҫӳресе ывӑнсан уҫланка тухрӑмӑр та ҫулнӑ утӑ паккусӗ ҫине, хулӑн ҫӑка айне канма лартӑмӑр.

Помоги переводом

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней