Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утаҫҫӗ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсем шап-шурӑ саппунсем ҫакнӑ, акӑшсем пек карталанса, вӑрмана вӑйпа тухаҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе кӗрнеклӗ йӗкӗтсем утаҫҫӗ.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ун тӑрӑх экзамен парса пӗтернӗ шкул хӗрӗсем, шурӑ каҫа кӗтсе илме тухнӑскерсем, лӑпкӑн юрласа (анчах ҫав лӑпкӑлӑхра тӗлӗнмелле илемлӗ те вӑйлӑ янрав илтӗнет), ҫаврӑнса утаҫҫӗ

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӗрарӑмпа ача арҫынпа юнашарах утаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Арҫынпа хӗрарӑм тата пӗчӗк ача умлӑн-хыҫлӑн утаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫул айккипе, чӑн та, икӗ карчӑк утаҫҫӗ: пӗри хӑмӑр пальто тӑхӑннӑ, тепри — хура кӗрӗк.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Кӗвӗ май утаҫҫӗ пек.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем Алюновпа пӗрле, алла-аллӑн тытӑнса, симӗс ҫаран тӑрӑх утаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен учӗсем те шӑрӑхпа аптӑранӑ курӑнать: юлхавланса ҫеҫ утаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла юрӑсем юрла-юрла Виҫӗ каччӑ утаҫҫӗ; Куҫӗ-пуҫӗсем ҫынсем урлах Сар хӗрсене сӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эй, утаҫҫӗ, эй, пӑркаланаҫҫӗ.

Эх и расхаживают, эх, и кривляются.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Музыка ҫеммипе утаҫҫӗ, аллисене вылятаҫҫӗ, хуҫкаланса авӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑшкарлисем мӑнаҫлӑн утаҫҫӗ, ҫинҫисем вӗлтӗркке, ҫамрӑк пулас.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Темӗнле вӑрттӑн йӑпшӑнса утаҫҫӗ.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ иккен.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Ну, мӗн терӗм сире, пӑхӑр-ха: ыталансах утаҫҫӗ, Владимир Сергеевича каллех кӑлт тӗксе илчӗ пружина участокӗн мастерӗ Мокин.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрсемпе каччӑсем юнашар утаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса телейлӗн йӑлл кулаҫҫӗ, ӗмӗтленсе юрлаҫҫӗ.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑҫта кӑна васкамаҫҫӗ пуль, пӗрисем анаталла, теприсем тӑвалла утаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Авӑ, кур-ха, ҫак мӗскӗнсем аран-аран сулланса утаҫҫӗ вӗт.

Вон, гляди, бредут бедняги эти.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Акӑ шӑпчӑк ыйхиллӗ хӗрсем, ҫутӑ витрисене янратса, шыв колонки патнелле ярӑнса утаҫҫӗ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑнасем ун хыҫҫӑн пахча тӑрӑх утаҫҫӗ.

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней