Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ырӑ ҫӗре — шывсем юхса выртакан, айлӑмсенче кӳлӗсем сарӑлса выртакан, тусенчен ҫӑлкуҫӗсем тапса тӑракан ҫӗре — илсе каять, 8. [унта] ҫав ҫӗршывра — тулӑ, урпа, иҫӗм, смоква тата нар йывӑҫҫисем, ҫав ҫӗршывра — ҫу йывӑҫҫисем тата пыл, 9. унта хӑвӑн ҫӑкӑрна ытлӑн-ҫитлӗн ҫийӗн, унта ҫитменлӗх мӗнне пӗлмӗн, унти чулра тимӗр тупӑн, унти тусенчен пӑхӑр ката-ката кӑларӑн.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те камӑн та пулин арӑмӗ тӗрӗс тӑмасассӑн, хӑйӗн упӑшкине улталасассӑн, 13. кам та пулин ҫав арӑмпа ҫывӑрса хӑйӗн вӑрлӑхне юхтарса кӑларсассӑн, арӑмӗ ҫакна упӑшки куҫӗнчен пытарса вӑрттӑн ирсӗрленсессӗн, ҫак ӗҫе куракан пулманнипе ҫав арӑма тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймасассӑн, 14. упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмӗ ирсӗрленнӗ хыҫҫӑн кӗвӗҫе пуҫласассӑн е тата арӑмӗ ирсӗрленмен чухнех упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, ҫапла арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн, 15. упӑшки хӑй арӑмне священник патне илсе пытӑр та арӑмӗшӗн ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ урпа ҫӑнӑхӗ парне кӳтӗр, анчах вӑл ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, йӗркесӗр ӗҫе астутарма асӑнса кӳрекен парне.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Исаак ҫав ҫӗрте тырӑ акнӑ, ҫав ҫулхине ҫӗр хут нумайрах урпа пухса илнӗ: ӑна Ҫӳлхуҫа ҫапла пилленӗ.12. И сеял Исаак в земле той и получил в тот год ячменя во сто крат: так благословил его Господь.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫывӑх вӑхӑтра тулӑ, урпа, сӗлӗ туянасшӑн.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Улӑма малтан турамалла та вӗри шывпа пӑшӑхламалла, ыраш е урпа ҫӑнӑхӗ сапса памалла.
Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№
Сӗлӗ, урпа улӑмӗ пама юрать.
Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№
Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем кӗрхи тулӑ, урпа, тритикале лаптӑкӗсене тӗрӗсленӗ.
Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Урпа лаптӑкӗсем те чылай вӑхӑта тӑсӑлмӗҫ пулӗ тесе шутлатпӑр.
Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj
Вӗсенчен ҫурри - тулӑ, тепӗр ҫурри - урпа.
Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj
Ҫавӑн пекех фермерӑн 120 гектар ҫинче — урпа тата 100 гектар ҫинче рапс шӑтса тухӗ.
Ҫур аки ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн пырать // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/08/c%d1%83%d ... %82%d1%8c/
Черетлӗ ҫур акире те супер элита репродукцири Нур урпа (18 тонна), элита репродукцири Бурлак тулӑ (24 тонна), элита репродукцири Дария люцерна (1,3 тонна) вӑрлӑхӗсемпе усӑ курнӑ.
Уява — ӳсӗмсемпе // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %bf%d0%b5/
Апрелӗн 22-мӗшӗ тӗлне «Родина» фермер хуҫалӑхӗ 110 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 40 гектар ҫурхи тулӑ, «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗ 15 гектар урпа, «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗ 40 гектар рапс, 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ.
Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d1%85%d3%9 ... %87%d3%97/
Вӑл шутран — 1230 гектар ҫурхи тулӑ (9 хуҫалӑх), 2624 гектар урпа (12 хуҫалӑх), 325 гектар сӗлӗ (3 хуҫалӑх), 64 гектар пӑрҫа йышши тырӑсем.
Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d0%b ... b%d3%97-2/
Урпа акас ӗҫ вӗҫленсе килетчӗ кӑна-ха, анӑҫри пур-ҫук пӗлӗтсем тымарланса та ӑмӑрланса кайрӗҫ, вара, Услантӑр мучине ытахальтен кӑна анаслаттарас мар тесе, юлашки хут ывӑҫласа сапнӑ урпа пӗрчисемпе пӗрлех ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем пӑт-патлатма пуҫларӗҫ, унтан яра парать ташша тӳпе ырлӑхӗ — шӑпӑр-шӑпӑр, лӑс-лӑс…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Туять Шӑнкӑрч: вӑл акнӑ, тӑрӑшсах акнӑ урпа, сӑвӑс евӗрлех ҫӗр сӗткенне ӗмсе, шӳсе кайӗ малтан; унтан, кӳпӗнсе ҫитсен, хӑйне пӑчӑртаса тӑнӑ хуппа сирсе ывӑтӗ те, чӗлтӗр-чӗлтӗр тымарланса, хӗвел шевлиллӗ ҫутӑ тӗнчене елчӗ-калча ярӗ хӑюсӑррӑн…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Урпа — чашш сапӑнать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Чаш, чаш сапӑнаҫҫӗ сулмаклӑ урпа пӗрчисем.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
— Куратӑн-и, акнӑ урпа, кураксене сапса панӑ апат пек, веҫ ҫиелте выртать, — ӑнлантарать аслашшӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Апрелӗн 25-мӗшӗ тӗлне «Родина» ООО 170 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 109 гектар ҫурхи тулӑ, «Труд» ЯХПК 50 гектар «Урожай» колхоз 45 гектар, «Слава» ЯХПК 44 гектар урпа, «Труд» ЯХПК 30 гектар сӗлӗ, «Дружба» ЯХПК 50 гектар рапс, «Слава картофелю» агрофирма 34 гектар, Шарафутдиновӑн тата «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем 10-шар гектар горчица, «Искра» колхоз 50 гектар пӗр ҫул, «Дружба» ЯХПК 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ.
Ака-суха вӑй илсе пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d0%b ... %82%d1%8c/
Вырӑнта усӑ курмашкӑн ҫавӑн пекех ҫӗр улми, купӑста, куккурус, пӑрҫа, тулӑ, урпа, вир, импӗр тата ытти культурӑсем ӳстереҫҫӗ.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC