Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урампа (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан тӗпелти чӳречерен пӑхрӗ те, урампа хӑйсен еннелле пилӗк ҫын килнине курах кайрӗ.

Помоги переводом

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье вара, ун ҫинелле темлереххӗн пӑхса илсе, хӑех ҫил-хапхана кайса уҫрӗ, пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне артель картишӗнчен хӳтерсе хӑваласа кӑларса, урампа чуптарса тенӗ пекех хӑваласа анчӗ, картишне кӗртсе ярса, хапхине сӑлӑп ярса питӗрчӗ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урампа иртсе пынине асӑрхарӑм та, хам та калаҫма тесех каҫрӑм-ха ҫав, Захар Петровчӑ, — тесе, Энтрей тенкел ҫине майлашӑнса ларчӗ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тавралӑха каҫ ӗнтрӗкӗ ҫапсан, Сахар килне урампа мар, пахчасен хыҫӗпе кайрӗ, картишне хыҫалти алӑкран пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑнтӑр кунӗнчех урампа киле анма аван мар пек темле, — шӑллӗ куҫӗсенчен пӑхрӗ тетӗшӗ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестукпа амӑшӗ урампа савӑнӑҫлӑн кулса-калаҫса аннине курсан, Тарье васкавлӑн кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тавах, Петр Петрович, анчах урампа капла каймӑпӑр.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шурӑ тӑла чӑлха ҫинчен вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сырнӑ, пӗрмечеллӗ хура сӑхман е сарӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ, шерепеллӗ капӑр тутӑр ҫыхнӑ кинемисем, ҫӑмламас ҫӗлӗк, кивӗ кӗрӗк е сӑхман тӑхӑннӑ мучисем тӑватӑ урампа чиркӳ еннелле утаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑрантас хыҫӗнчен кӑкарнӑ тимӗр кӑваксем, урампа хӑйсен хуҫи лӗпӗстетсе чупса аннине асӑрхасан, хӑлхисене чанк! тӑратрӗҫ, пуҫӗсене сӗлтрӗҫ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр вӗсене нихҫан та усал сӑмах каласа кӳрентермен, май килнӗ чухне мӗн те пулин шӳтлесе илме ҫеҫ юратать, апла пулин те, хӗрарӑмсем пӗрех унпа куҫа-куҫӑн курӑнма вӑтанаҫҫӗ, вӑл урампа иртнӗ чух, ун ҫине хӑма ҫурӑкӗсемпе чӳречесенчен ҫеҫ вӑрттӑн ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эп урампа иртнӗ чухне Йӗрсе юлать хӗрача.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урампа тӗл пулакан кашни ҫыннах сывлӑх сунса иртрӗ, ватӑраххисене карттусне ҫӗклесе илсе пуҫ тайрӗ.

Помоги переводом

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн ялта ун пек-кун пек илтӗнмест те, эп пӗтӗм таврара тӑнӑҫ пурнӑҫ тӑрать тесе-ха, — калаҫса пычӗ урампа иртнӗ чух Ахтупай.

Помоги переводом

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хирти ҫулпа е урампа урапа иртнӗ чухне асар-писер тусан мӑкӑрланать.

Помоги переводом

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ӗлӗкхине асӑнса кӑшт урампа иртес тесе малти тимӗр хапхана уҫрӗ.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипе каласан, урампа та пымарӗ вӑл — вӗсем ҫын виллипе тулса ларнӑ, пахча хыҫӗсемпе кукӑр-макӑр ҫӳрекелесе Усеин-Сеитӑн икӗ хутлӑ ҫурчӗ патне тухрӗ.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телее, хуҫа ӑна лашапа мӗн тӑвать-ха ку тесе сӑнаса тӑмарӗ, йӗнер ҫинче йывӑррӑн сиккелесе пылчӑклӑ урампа сӑрталла васкарӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куллен, ачасем шкултан тухса урампа иртсе пынине курсан, эпӗ Катя патне чупатӑп.

Помоги переводом

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Староста лара-тӑра пӗлмест: урампа пӗр анаталла анать, пӗр тӑвалла хӑпарать — вӑрӑм пӳллӗ, ҫинҫе ураллӑскер, хӑвӑрт уткаласа ҫӳрет.

Помоги переводом

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑклӑ лавсем пирӗн урампа татти-сыпписӗр иртеҫҫӗ, йывӑр тиенӗрен нӑчӑртатса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней