Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

унталлах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑрантас та — унталлах.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Эпӗ те унталлах ҫул тытатӑп…

Помоги переводом

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кӑшт итлекелесе тӑрсан Ивук та унталлах танккарӗ.

Постояв немного и послушав поле, за ним двинулся и Ивук.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Темиҫе эрне хушши ҫеҫ курман ҫак йӗкӗтсем Атӑла, чунӗпе унталлах туртӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ те унталлах вӑркӑнтӑм.

Я тоже.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Тӗлӗнтермӗш этем — эсӗ те унталлах!

«Чудак — туда же!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Шӑрпӑк коробкине те унталлах пеме тӑнӑ та, анчах аллине каялла илсе, ӑна кӗсйине янӑ.

Хотел швырнуть и спичечницу, но остановил движение руки и сунул ее в карман.

VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Стенасем ҫумӗнче тӑракан хуралҫӑсем те унталлах тапса сикрӗҫ.

Туда же ринулись стоявшие у стен стражники.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсемпе пӗрле хурсем те, ҫуначӗсене сарса, кикаклатса унталлах вӗҫеҫҫӗ.

Над ними с гортанным криком, размахнув саженные крылья, туда же летят гуси.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Марья Николаевна лорнеткине сцена ҫинелле тытрӗ, Санин та, чылай тӗттӗм ложӑра унпа ларса, унталлах пӑхма пуҫларӗ; вӑл ирӗксӗрех ун ытарма ҫук илемлӗ ӳт-пӗвӗн ӑшшипе тутлӑ шӑршине сывласа илчӗ; ҫавӑн пекех ирӗксӗртен ҫак каҫ, уйрӑмах юлашки минутсенче, Марья Николаевна мӗн каланине хӑйӗн пуҫӗнче виҫе-виҫе пӑхрӗ.

Марья Николаевна навела лорнетку на сцену — и Санин принялся глядеть туда же, сидя с нею рядом, в полутьме ложи, и вдыхая, невольно вдыхая теплоту и благовоние ее роскошного тела и столь же невольно переворачивая в голове своей все, что она ему сказала в течение вечера — особенно в течение последннх минут.

XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Унталлах патронсем, тин ҫеҫ пуснӑ сысна ашӗсем, чи малтан юхтарнӑ кӑвакрах самогон бутылкисем шӑвӑнаҫҫӗ, тата пӗчӗк атамансене хӑлхаран пӑшӑлтатса каланисем те, темле ҫынсем урлӑ, Орлик патне — хӑй патнех ҫитеҫҫӗ.

Туда текли патроны, куски свежей свинины, бутылки сизоватого «первача» и еще то, что передавалось тихо на ухо меньшим атаманам, а затем, через сложнейшую сеть, — самому Орлику.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ «Засекинсен сачӗ» ҫывӑхне пымастӑп тесе сӑмах парсаттӑм, ҫапах ҫӗнтерейми вӑй мана унталлах туртрӗ — ахалех те мар-мӗн.

Я дал было себе слово не подходить к «засекинскому саду», но неотразимая сила влекла меня туда — и недаром.

V // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Итлесе тӑракансем те куҫӗсемпе тӗлӗнмелле портрета шыраса унталлах пӑхрӗҫ.

То же самое движение сделала в один миг вся толпа слушавших, ища глазами необыкновенного портрета.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Часовой ӑна ҫул парса, малтан сулахай еннелле тӑчӗ, — Ерофей Кузьмич та темшӗн ҫавӑнталлах пырса тӑрӑнчӗ, унтан тарӑхнӑ часовой сылтӑм еннелле пӑрӑнса тӑчӗ — Ерофей Кузьмич та унталлах.

Давая ему дорогу, часовой отстранился сначала влево — и он почему-то толкнулся туда же, затем часовой, досадливо сморщась, отстранился вправо — и он вправо.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унталлах, хӗвеланӑҫ енне, грузовиксен колонни хӑвӑрт иртсе кайрӗ.

Туда же, к западу, быстро проехала колонна грузовиков.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана та унталлах ҫураҫасшӑн.

Меня тоже прочили туда.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пӗр-икӗ ҫул пӑрахса пурӑнсанах, тунсӑхласа ҫитетӗн акӑ, чуну унталлах туртӑнма пуҫлать.

 — Вот попробуй год или два — и соскучишься, потянет.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӑх площадь енне йӑтӑнма тытӑнчӗ; пире те унталлах хӑваласа кайрӗҫ.

Народ повалил на площадь; нас погнали туда же.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней