Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Эй Ассири патши, сан кӗтӳҫӳсем ҫывӑраҫҫӗ, аслӑ улпутусем канаҫҫӗ; халӑху тусем тӑрӑх саланса пӗтнӗ, ӑна пухма никам та ҫук.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн, 23. Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Санӑн улпутусем саккуна хирӗҫле ӗҫсем тӑваҫҫӗ, вӑрӑ-хурахсемпе туслашаҫҫӗ; вӗсем пурте парне таврашне юратаҫҫӗ, сӗревшӗн хыпса ҫунаҫҫӗ; тӑлӑх-турата хӳтӗлемеҫҫӗ, тӑлӑх арӑм ӗҫӗ вӗсем патне ҫитеймест.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1