Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шалу укҫипех туянаймастӑн вӗсене, апла-капла майлаштарма тивет.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Пенси укҫипех йӳнеҫтерме пулать тейӗпӗр, кунсӑр пуҫне тата перекет кӗнеки ҫине те сахал мар пухӑннӑ, анчах кӗрӗк аркине йӑваласа пурӑнни кӑмӑла ҫырлахтараймӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ара, упӑшки вӑрҫмасть, чӑркӑшмасть — тӳрех вырӑн ҫине чӑмать, хӑйӗн укҫипех ӗҫмест тата.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ӗҫлеме тытӑнсан пӗрремӗш ҫулхи укҫипех пире Ленинградпа паллаштарма илсе каятӑп, тет.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Пилӗк сурӑх укҫипех лаша илеймӗн.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗлӳллӗ тата пултаруллӑ ҫынсем паян бизнеса туртӑнаҫҫӗ - унта ӗҫлесе илме пулать, ҫавӑнпа, ун шучӗпе, влаҫ тытӑмӗнче вӑй хума пултаруллӑ ҫынсене социаллӑ гарантисемпе тата лайӑх шалупа кӑна илӗртме пулать – «эпир вара ҫынсене пӗчӗк ӗҫ укҫипех лайӑх ӗҫлеттересшӗн - апла ӗҫ тухмӗ».
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Чӑпта укҫипех кӑҫат туянчӗ хӗрача.На заработанные кулеткачеством деньги Укка справила себе валенки.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑй каласа панӑ тӑрӑх, малтан вӑл шуррисем ҫине те, хӗрлисем ҫине те пӗрпекех пӑхнӑ; анчах шуррисем патӗнче обозра ӗҫленӗшӗн вӑл вӗсенчен укҫа илме мар, лаши валли апата та унӑн виҫӗ хут хак парса хӑйӗн пурлӑ-ҫуклӑ юлашки укҫипех илмелле пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Серёжа ашшӗ ӑнсӑртран ӗҫлесе тупнӑ сахал укҫипех ҫемйине тӑрантаркаласа пурӑннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Журналсенче хӑйне мухтаса ҫырни тухсан, вӑл, ку мухтава хӑй укҫипех тӳлесе илнӗ пулсан та, пӗчӗк ача пекех савӑнчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Чылайӑшӗ тулашра е хамӑр патрах ӗҫлесе пысӑк тупӑш тӑвать, хӑйсен укҫипех ҫурт ҫӗклеме пултарать.
Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Сусӑр ачана памперс та хутран-ситрен кирлӗ, ӑна хӑйсен укҫипех туянаҫҫӗ.Для калеки иногда и памперс нужен, покупают его на свои деньги.
Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Культура керменӗсемпе клубсенчи ансамбльсен уяв тумне те хысна укҫипех ҫӗлеттернӗ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- 1