Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тем вӑхӑтран тӗттӗмри карта ҫумӗнчен кушак ҫури уйрӑлчӗ те эпир тӑракан чарӑну еннелле майӗпен нӑйкӑшса килчӗ.
Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.
Уйрӑлнӑ чух вӑл чӳрече еннелле ҫаврӑнчӗ те тӗттӗмри ҫап-ҫутӑ парк ҫинелле пӑхрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Патша саманинче икӗ класлӑ шкул уҫни те, тӗттӗмри ҫутӑ пайӑрки пек, талантлӑ ҫынсене хӑй патнелле туртнӑ.
Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.
Унта, вӗсем ишекен вырӑнта, сулахайра хумлӑ-хумлӑ ҫӑра тӗттӗмри ҫыран тӗтреллӗн палӑрать.Там, где они плыли, слева волнистым сгущением тьмы проступал берег.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сасси унӑн пӗчӗкчӗ, анчах ывӑнма пӗлменскерччӗ; вӑл трактирӗн тӗттӗмри шавӗ витер кӗмӗл хӗлӗх пек янтӑраса тухатчӗ, хурлӑхлӑ сӑмахӗсем тата йӑнӑшса кӑшкӑра-кӑшкара илнисем пур ҫынсене те ҫӗнтерсе илетчӗҫ, — ӳсӗррисем те тӗлӗнсе йӗркеллӗ ҫынсем пек пула-пула каятчӗҫ, ним чӗнмесӗр хӑйсен умнелле сӗтелсем ҫинелле пӑхса ларатчӗҫ, манӑн вара чӗре ҫуралсах каятчӗ, вӑл ырӑ музыка чун варринченех пырса тивнипе яланах вӑратакан пит хӑватлӑ кӑмӑл-шухӑшпа тулса каятчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун пек чухне ишӗлсе аннӑ ҫурт-йӗрсем, тӗттӗмри хула, ҫынсен аллинче мӗлтлетекен пӗчӗкҫӗ хунарсем уншӑн халапри пек анчах туйӑннӑ.
6. Хӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
…Вӑл, тӗттӗмри аслӑ хулана кӑтартасшӑн пулнӑ пек, ачана ҫӳле ҫӗкленӗ....Она высоко подняла мальчика, словно хотела показать ему великий город в темноте.
3. Ҫӗнӗ ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Ҫинҫешке вӑрӑм турачӗсем, тӗттӗмри чӗрӗ сулхӑна пула, ҫулҫине те чипер сарса ӗлкӗреймен, вӑхӑтсӑрах сарӑхтарса янӑ: хӑшпӗр туна тӑрринче ҫеҫ пӗрер те икшер ҫулҫӑ тӑкӑнаймасӑр юлнӑ та, вӗсем кивелсе кӗҫеленнӗ ярапа пек усӑна-усӑна аннӑ.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унтан, башня ҫывӑхӗнчех, тӗттӗмри сасӑсем калаҫни, ҫӳреме пуҫлани, темӗнле хӑмасемпе пӗренесем куҫарни, мӑлатукпа шакканисем илтӗнчӗҫ.
V. Тӗрмере // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл ун патне ҫывхарса ҫитсен, ҫурма тӗттӗмри хуралҫӑ командирӑн укӑпа эрешленӗ плащне уйӑрса илчӗ те ӑна честь пачӗ.
III. Командир плащӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кӗнекесем хӑйӗн аллинчен кайсан, кашнинчех, тӗттӗмри шӑрпӑк ҫулӑмӗ пек сарӑ пӑнчӑ пулса, унӑн куҫӗ умне жандарм офицерӗн сӑнӗ тухса тӑчӗ, вара вӑл хӑй шухӑшӗнче ӑна хаяррӑн: «Ме-ха сана, батюшка…» — терӗ.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Часах эпӗ тӗттӗмри йывӑҫсем айӗнче турат шатӑрт! тунине илтрӗм — такам уткалать унта.Скоро я услышал, как в темноте под деревьями треснула ветка, — что-то там двигалось.
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хапха шаккани те, сысна нӑриклетни те, ҫак тӗттӗмри шӑплӑхра Иван Иваныч кӑшкӑрни те темле хӑрушӑ пек туйӑнчӗ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Тӗттӗмри ҫула туйипе хыпашла-хыпашла, ҫӑпата сырнӑ сулахай урипе уксахласа вӑл, Ольховка еннелле утрӗ.Щупал палкой в темноте дорогу, прихрамывая на левую ногу, обутую в ботинок, пошел к Ольховке.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Куҫ шӑрҫийӗсем, тӗттӗмри пек, чарӑлса кайнӑ, юн килсе тулнипе куҫӗсем пӑхма та хӑрушшӑн туйӑнаҫҫӗ.Зрачки широко расширились, как будто в темноте, глаза, налитые кровью, страшно смотрели.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тачӑ ушкӑнпа хӑвӑрттӑн утса пынӑ, сӑмахсене нумайӑшӗ пӗр харӑс кала-кала янӑ; сасӑсем, ним йӗркесӗр пӗрлешӗнсе, тӗттӗмри салхуллӑ шав пулса кайнӑ.Шли быстро, плотной кучей, говорили многие сразу, голоса хаотично сливались в угрюмый, тёмный гул.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫулӑм пӗрре вӑйлӑланнӑ, тепре имшерленнӗ май тӗттӗмри кӗмӗл хурӑнсемпе ылтӑн хыр вуллисем е ҫутталла тухса тӑнӑ, е каллех тӗттӗмелле тарса пытаннӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
12. Ҫавӑншӑн вӗсен ҫулӗ тӗттӗмри шуҫлак вырӑн пек пулӗ: вӗсене тӗксе ярӗҫ те — вӗсем унта ӳксе пӗтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Хам пырса пӑхнӑ ҫулхине Эпӗ вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1