Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрме патӗнчен иртнӗ чухне Егорушка шурӑ чул хӳме хӗррипе лӑпкӑн ҫӳрекен хуралҫӑ салтаксем ҫине, решеткеллӗ пӗчӗк чӳречесемпе тӗрме ҫурчӗн тӑрринче ялтӑртатакан хӗрес ҫине пӑхрӗ те эрне каялла, казански турӑ амӑш кунӗнче, амӑшӗпе пӗрле тӗрме чиркӗвне престол уявне кайнине аса илчӗ; тата кӑшт маларах, мункун эрнинче, тӗрмене вӑл Людмила кухаркӑпа тата Денискӑпа пӗрле кулачӑ, ҫӑмарта, кукӑль, ӑшаланӑ ӗне какайӗ илсе килнӗччӗ; тӗрмере ларакан ҫынсем вӗсене сӑхсӑха-сӑхсӑха тав тунӑччӗ, пӗри вара Егорушкӑна тӑхланран хӑй ӑсталанӑ ҫанӑ тӳми парнеленӗччӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тӗрмен вӑрттӑн ҫакнашкал пурнӑҫӗ пӗрре пӑхсан ӗҫ-пуҫӑн официаллӑ тӑрӑмӗнче нимӗнпех те палӑрмасть; дежурствӑсен ылмашӑнӑвӗ, хуралсем, кану сехечӗсем, канцеляри отчетлӑхӗ, следстви влаҫӗсемпе тӗрме администрацийӗн хутшӑнӑвӗ ҫар служби пек уҫӑмлӑн пулса пыраҫҫӗ, арестант вара, енчен те унӑн тӗрмере е унӑн тулашӗнче усӑллӑ ҫыхӑнусем ҫук тӑк, унпа юнашар е кӳршӗ камерӑра ларакан ҫын мӗнле ӗҫне аппаланнине тӗшмӗртмест те.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗрме хапхипе фасачӗ хирӗҫле ларакан пӗр хутлӑ вӑрӑм ҫурт енне тухаҫҫӗ, кунта тӗрмере ӗҫлекенсемпе конвойҫӑсем вырнаҫнӑ; казармӑран пӗр пӳрт урлӑ ҫуртсен ретне икӗ чӳречеллӗ бакалея лавкки вӗҫлет, ҫуртсемпе лавкка хушшинче — алӑк; лавкка клиенчӗсем тӗрмере ларуҫӑсемпе тӗрмеҫӗсем кӑна темелле-тӗр.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тата ҫакна та пӗлтерме кирлӗччӗ: Мускав комитечӗ Таганкӑра ларакансене ирӗке кӑларас тӗлӗшпе те ӗҫе тытӑннӑ; Ирина тӗрме ҫывӑхӗнче ҫурт шыраса тупнӑ, ҫав ҫуртран ҫак кунсенче тӗрме айне шӑтӑк чавма тытӑнаҫҫӗ; кирлӗ чертёжсене тӗрмерен илнӗ ӗнтӗ.
XXIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эх, авӑ палаткӑсем патӗнче, пӗр вырӑнта тӑра пӗлмесӗр, малти урисемпе кукалесе тӑракан ҫав шурӑ ут ҫине утланса ларасчӗ те хӗрлӗармеецсене: «Айтӑр, пиччесем, тӗрме патне! Эпӗ тӗрме ӑҫтине пӗлетӗп. Унта революционерсем асапланаҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрса, вӗсене тӗрме патне ертсе каясчӗ…
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
«Ман ывӑлӑн арӑмӗ йывӑр чирлет, ӑна малашне тӗрмере тытни унӑн вилӗмӗпе вӗҫленме пултарать, ҫав вилӗмшӗн тӗрме пуҫлӑхӗсемпе жандармсем айӑплӑ пулӗҫ. Тӗрмерен кӑларни кӑна унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултарать», — ҫак шухӑшсене ҫырчӗ вӑл, ывӑлӗн арӑмне хӑтарассишӗн тӑрӑшса.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Сӑнчӑрпа кӑкарса лартнӑ Латюд король приказӗ тӑрӑх тӗрмен нӳрлӗ пӳлӗмӗнче чӗрӗллех ҫӗрнӗ чухне, тӗрме стенисем ишӗлсе анасса, король статуйи, Парижра мӑнаҫлӑн каҫӑрӑлса тӑраканскер, ҫӗре ӳкессе, Латюд хӑй вилӗм шӑтӑкӗнчен ҫӑлӑнса тухасса, монархи тӗп пулса тӗрмене лартмалла туса приговор ҫине алӑ пусакан аллӑн хуҫи халӗ вӑл хӑй пуласса, халӑха хӑйӗн ирӗкне пӑхӑнтарса тӑракан аскӑнчӑк ҫынтан ҫак бронза алӑ кӑна тӑрса юласса ӗненнӗ пулӗччӗ-ши?
II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ахаль тӗрме кӑна та мар ку — халӑхра ӑна «ҫын ҫиен тӗрми» теҫҫӗ.
Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑйне вӑл иллюзисемсӗр чухлать, вӑл латлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм пулас тӑк пурнӑҫӗ мӗнле йӗркеленессине пӗлет, хӑй ӳт-пӳ тӗрминчен ҫӑлӑнассине ӑнланать; ҫак тӗрме ӑна пӑснӑ-сусӑрлатнӑ, — унта ларакан хӗрӳ туйӑмлӑ, усал ҫынна пурнӑҫ тӑршшӗпех унтан тухма пӳрмен чухне ҫапла пулса иртет.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Давенантӑн йывӑр лару-тӑрӑвне кура, — ӑна хӑватлӑ Фельтон генерал татӑклӑнах хӑйӗн хӳттине илчӗ, — судпа тӗрме влаҫӗсем арестанта ирӗке кӑлармалли процедурӑна кӗскетрӗҫ, ҫавӑнпа та, ирхи тӑхӑр сехетре ӗҫе пуҫӑнса, Галеран вуннӑ ҫурӑрах Кресс врачпа тата санитари автомобилӗпе тӗрме хапхи патне ҫитсе чарӑнчӗ, кӗҫех вӗсем унӑн картишне саккунлӑ майпах кӗчӗҫ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Картишрен сарай хыҫӗнчи уя чупса тухсан Стомадор хумханмаллипех хумханакан Груббене, руль кустӑрмине аллинчен вӗҫертмесӗр лараканскере, аллипе сулласа паллӑ пачӗ — лармалла та кӗтмелле; хӑй вара уй енчен малтанхи кварталтан иртрӗ, тӗрмерен анатарах Тӗрме тӑкӑрлӑкне ҫитсе лекрӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗрмепе лавкка хушшинчи талккӑш самаях вӑрӑм — тата сахалтан та вунӑ метр чӗрӗк тӑршшӗ кубометр тӑпра чавса кӑлармалла, ку — тӗрме картишне тухмалли вырӑна чавмаллисӗр пуҫне.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗрмен тулаш стени ҫумӗнче, хапхаран сылтӑмарах, тӗрме пуҫлӑхӗн ҫурчӗ; унӑн чӳречисен картишнелле тухакан пайне тӗрменни пекех решеткеленӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Паллах, тӗрме начальникӗ тӗрӗс каланӑ: Женевӑран янӑ хут тӗрмене ирӗкрен ҫеҫ пыма пултарнӑ.Тюремщик был безусловно прав: записка из Женевы могла попасть в тюрьму только с воли.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тен, ҫакӑнпа та пулмалла: тӗрме конторинче, формальноҫсене майлаштарнӑ чухне, хӑйне илсе килнӗ охранниксем тӗрме дежурнӑйӗпе мухтанса калаҫнинчен вӑл кӗҫӗрхи каҫ вунпилӗк ҫынна ытла тытнине пӗлнӗ: жандарм каларӗшле, вӗсем пурте «ленинла бюро» ҫыннисем.
XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тӗрмере ларакансен пӗр пысӑк ушкӑнӗ ун умӗнче, ҫаплах ӑна хирӗҫлесе шавлатчӗ, хыҫалти ретсенче ташӑ кӗвви янрать, тӗрме «оркестрин» тутӑхса кайнӑ тимӗр листисем ҫав тери хытӑ ҫапӑнаҫҫӗ.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Епле пулсан та, кунта ӗнтӗ, кӗнӗ-кӗменех ҫакӑ уҫҫӑнах паллӑ пулчӗ: Лукьяновски тӗрмене, тӗрме чӗлхипе каласан, «такӑрланӑ», унӑн шалти йӗрки «политика ҫыннисемшӗн» — ирӗклӗ.
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Капитан, хӑйӗн кивелсе пӗтнӗ кителӗ ҫине тӗрме ведомствин погонне ҫапнӑскер, хулпуҫҫийӗ урлӑ хӗҫ уртса янӑ, тӗрмене лартма илсе килнӗ ҫӗнӗ ҫынна икӗ алӑкӑн сарлака стени хушшинче, кантур умӗнче хирӗҫ пулчӗ.
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кашни кунах ҫак ҫын тӗрме чӳречи витӗр нимӗҫсем ирхине сарайӗнчен кӗреҫесем илсе тухса урапасем ҫине тиенине, унтан утӑ витсе тӗрме картишӗнчен таҫта турттарса илсе тухса кайнине сӑнанӑ.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тӗрме начальникӗ кӗнӗ чух шанк хытса, тӳп-тӳрӗ тӑмалла, тӗрме начальникне сирӗн: сывлӑх сунатӑп, ваше высокоблагородие! тесе саламламалла.
Сӑнчӑрсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.