Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Кӗлӗ чатӑрӗ валли пӑрӑссем ҫапла ту: кӑнтӑр еннелле кӑнтӑр енӗ валли ҫирӗм пӑрӑс, 19. ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: пӗр пӑрӑсӗ айне унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту, тепӗр пӑрӑсӗ айне те унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту; 20. кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енӗ валли те ҫирӗм пӑрӑс ту, 21. вӗсем валли те хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп; 22. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс ту, 23. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗсем валли икӗ пӑрӑс ту; 24. вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла: вӗсем иккӗшӗ те ҫапла пулмалла; вӗсем икӗ кӗтес валли пулччӑр; 25. ҫапла сакӑр пӑрӑс пулӗ, вӗсем валли вунултӑ кӗмӗл тӗп: пӗр пӑрӑсӗ айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп пулӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енӗ валли ҫавӑн пек пӑрӑссем ҫирӗм тунӑ, 24. ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ чӗмек валли икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ чӗмек валли икӗ тӗп тунӑ; 25. кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енӗ валли те, ҫурҫӗр енӗ валли, ҫирӗм пӑрӑс, 26. хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ тӗп; 27. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс тунӑ, 28. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗ валли икӗ пӑрӑс тунӑ; 29. вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ: вӗсене иккӗшне те икӗ кӗтесе ҫапла туса лартнӑ; 30. ҫапла сакӑр пӑрӑс, вунултӑ кӗмӗл тӗп пулнӑ, кашни пӑрӑс айне икшер тӗп.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
ӑ) 81-мӗш пайра «Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗ палӑртнӑ йӗркепе» сӑмахсене «Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ е унӑн йышӑнӑвӗпе территорири комиссисем Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗ палӑртнӑ йӗркепе» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӗр талант кӗмӗл сӑваплӑ вырӑнӑн тӗпӗсене тата чаршав юписен тӗпӗсене тума кайнӑ; ҫӗр талантран — ҫӗр тӗп, пӗр тӗп тума — пӗр талант; 28. пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк сикльрен вӑл юпасен ҫекӗлӗсене тунӑ, юпасен тӑррисене сӑрнӑ, вӗсем валли хытаркӑчсем тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«34. Енчен те поселенин, хула округӗн тӗп планӗсене поселенисен, хула округӗсен коммуналлӑ инфратытӑмне комплекслӑн аталантармалли программисене, поселенисен, хула округӗсен транспорт инфратытӑмне комплекслӑн аталантармалли программисене, поселенисен, хула округӗсен социаллӑ инфратытӑмне комплекслӑн аталантармалли программисене кӗртмен вырӑнти пӗлтерӗшлӗ объектсем тӑвассипе тата юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ улшӑнусем кӗртнӗ пулсан, асӑннӑ программӑсене поселенисен, хула округӗсен тӗп планӗсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртнӗ кунран пуҫласа виҫӗ уйӑх хушшинче поселенисен, хула округӗсен тӗп планӗсемпе килӗшӳллӗн улӑштармалла.»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
«11. Тӗп юсав фондне йӗркеленӗ ятарлӑ счет, регионти оператор счечӗ, счечӗсем ҫинчи укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑшӑн шутласа панӑ процентсем евӗр тупӑшсене, ҫавӑн пекех тӗп юсав фончӗн ирӗклӗ укҫи-тенкине вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑшӑн илнӗ процентсем евӗр тупӑшсене тӗп юсав фондне йӗркеленӗ ятарлӑ счет, регионти оператор счечӗ, счечӗсем ҫине ҫеҫ хураҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунӗн 3 тата 15 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №40 от 04 июня 2019 г.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ ҫинчен» 1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 12 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 1999, 31 №; 2003, 53 №; 2005, 64 №; 2006, 72 №; 2007, 73 №; 2008, 77 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 86, 87 №-сем; 2012, 92, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 10 №-сем; 2014, 6 №; 2015, 5, 10 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 5 статьяра: а) 8-мӗш пунктӑн пӗрремӗш абзацӗнче «60 кунран» сӑмахсене «40 кунран» сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) 9-мӗш пунктра «15 кунран кая юлмасӑр» сӑмахсене «5 кунран кая юлмасӑр» сӑмахсемпе улӑштарас; 2) 6 статьяра: а) 52-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас: «52. Енчен те Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн яланхи (штатри) йӗркепе ӗҫлекен членӗ хаклӑ хутсем (организацисен устав (хутшӑнуллӑ) капиталӗнче хутшӑну тӳписем, пайсем) тытса тӑрать пулсан, интерессен хирӗҫӳлӗхне сирсе ярас тӗллевпе вӑл хӑй тытса тӑракан хаклӑ хутсене (организацисен устав (хутшӑнуллӑ) капиталӗнче хутшӑну тӳписене, пайсене) гражданла саккунсемпе килӗшӳллӗн шануллӑн тытса пымашкӑн пама тивӗҫ.»; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 52-1-мӗш пункт хушса хурас: «52-1. Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн татса паракан сасӑ правиллӗ, комиссире яланхи йӗркепе (штатра) ӗҫлекен членӗ должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве саккунпа палӑртнӑ йӗркепе пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.»; б) 53-мӗш пунктра «хураҫҫӗ» сӑмаха «сарӑлаҫҫӗ» сӑмахпа улӑштарас.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Эсир хатӗр тӗпсене таҫта шуйттана илсе каятӑр, тӗп трасса ҫинче шӑпах ҫак тӗпсем ҫитмеҫҫӗ…А вы везете готовый лес черт знает куда, а этого леса как раз и не хватает на главной трассе…
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Планӑн тӗп тӗллевӗ, унӑн тӗп пайӗсем — Обломов пуҫӗнче тахҫанах хатӗр; тӗпрен ӑнлантарса панисем, сметӑсем, цифрӑсем ҫеҫ ҫитмеҫҫӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӗҫех Крылов хваттерне Тинӗс ҫар флочӗн халӑх комиссарӗ, унӑн ҫумӗ, Тӗп тинӗс штабӗн начальникӗ тата Карапсем тӑвас ӗҫӗн тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ кӗрсе тӑнӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Малти ретсенче ӑмӑрткайӑк сӑнӗпе илемлетнӗ пакунлӑ адмиралсем, генералсем, Карап тӑвас ӗҫӗн тӗп управленийӗн, Тӗп тинӗс штабӗн тата Тинӗс техника комитечӗн пысӑк пуӑлӑхӗсем лараҫҫӗ, вӗсем хыҫӗнче — карапсен командирӗсем, штурмансем, карап ӑстисем, механиксем, тӗрлӗ чинлӑ тинӗс офицерӗсем.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«4. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӳлӗмсен хуҫисене тата нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракан организацисене нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӑрӑмне хакламалли критерисем ҫинчен (вӗсене тӗпе хурса тӗп юсав ӗҫӗсене тумалли черете палӑртаҫҫӗ) пӗлтермелли йӗркене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртать.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.
«9. Нумай хваттерлӗ ҫуртсем тӗлӗшпе (унти пӳлӗмсен хуҫисем ҫав фондсене ятарлӑ счетсем ҫинче йӗркелеҫҫӗ) тӗп юсав фончӗсен чи пӗчӗк виҫи нумай хваттерлӗ ҫуртри тӗп юсав ӗҫне федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви полномочи панӑ органӗ ҫирӗплетекен методика сӗнӗвӗсемпе килӗшӳллӗн хакласа палӑртнӑ хакӗн 50 проценчӗ чухлӗ шутланать.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.
«31. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӳлӗмсен хуҫисене тӗп юсав фондне йӗркелемелли меслетсем ҫинчен, тӗп юсав фондне туса хумалли меле суйласа илмелли йӗрке ҫинчен пӗлтермелли йӗркене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртать.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.
3. Чӑваш Республикин «Вырӑнти референдум тата муниципаллӑ пӗрлӗхӗн чиккисене улӑштарассипе, муниципаллӑ пӗрлӗхе ҫӗнӗрен йӗркелессипе, депутата, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ должноҫри ҫыннине каялла чӗнсе илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сасӑлав ирттересси ҫинчен» 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 2 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 14 статйин 2-мӗш пайӗн положенийӗсен вӑйӗ Федерацин «Федерацин «Политика партийӗсем ҫинчен» саккунне тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 157-ФЗ №-лӗ саккунӗн 4 статйин 7-мӗш пайӗпе тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» 2002 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 67-ФЗ №-лӗ саккунӗн (Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 104-ФЗ №-лӗ саккунӗ вӑя кӗриччен вӑйра тӑнӑ редакципе) 19 статйин 2-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн маларах пилӗк ҫуллӑха туса хунӑ вырӑнти референдум участокӗсене пырса тивет.
Чӑваш республикин "вырӑнти референдум тата муниципаллӑ пӗрлӗхӗн чиккисене улӑштарассипе, муниципаллӑ пӗрлӗхе ҫӗнӗрен йӗркелессипе, депутата, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ должноҫри ҫыннине каялла чӗнсе илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сасӑлав ирттересси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №26 от 28 апреля 2018 г.
«23. Енчен те ҫак статьян 21-мӗш пайӗн «б», «в» е «г» пунктне пурнӑҫлас тӗллевпе тӑвакан йышӑну муниципаллӑ район, хула округӗн чиккисенче вырӑнти референдум участокӗсен шутне ӳстерме палӑртать пулсан, асӑннӑ йышӑнӑва Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗпе килӗштернӗ тӑрӑх кӑна тата каярахпа Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗпе килӗштернӗ тӑрӑх ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.
Чӑваш республикин "вырӑнти референдум тата муниципаллӑ пӗрлӗхӗн чиккисене улӑштарассипе, муниципаллӑ пӗрлӗхе ҫӗнӗрен йӗркелессипе, депутата, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ должноҫри ҫыннине каялла чӗнсе илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сасӑлав ирттересси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №26 от 28 апреля 2018 г.
3. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 41 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 9 статйин 2-мӗш пункчӗн положенийӗсен вӑйӗ Федерацин «Федерацин «Политика партийӗсем ҫинчен» саккунне тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 157-ФЗ №-лӗ саккунӗн 4 статйин 7-мӗш пайӗпе тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» 2002 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 67-ФЗ №-лӗ саккунӗн (Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 104-ФЗ №-лӗ саккунӗ вӑя кӗриччен вӑйра тӑнӑ редакципе) 19 статйин 2-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн маларах пилӗк ҫуллӑха туса хунӑ суйлав участокӗсене пырса тивет.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №25 от 28 апреля 2018 г.
«23. Енчен те ҫак статьян 21-мӗш пункчӗн «б», «в» е «г» ҫум пунктне пурнӑҫлас тӗллевпе тӑвакан йышӑну муниципаллӑ район, хула округӗн чиккисенче суйлав участокӗсен шутне ӳстерме палӑртать пулсан, асӑннӑ йышӑнӑва Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗпе килӗштернӗ тӑрӑх кӑна тата каярахпа Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗпе килӗштернӗ тӑрӑх ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №25 от 28 апреля 2018 г.
3. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен» 2003 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 15 статйин 11-мӗш пункчӗн положенийӗсен вӑйӗ Федерацин «Федерацин «Политика партийӗсем ҫинчен» саккунне тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 157-ФЗ №-лӗ саккунӗн 4 статйин 7-мӗш пайӗпе тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» 2002 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 67-ФЗ №-лӗ саккунӗн (Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 104-ФЗ №-лӗ саккунӗ вӑя кӗриччен вӑйра тӑнӑ редакципе) 19 статйин 2-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн маларах пилӗк ҫуллӑха туса хунӑ Чӑваш Республикин референдумӗн участокӗсене пырса тивет.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №24 от 28 апреля 2018 г.