Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Источник: Закон №25 от 28 апреля 2018 г.

Добавлен: 2019.07.25 23:01

Предложений: 44; Слово: 951

Тип текста: Закон

По-русски Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 41 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2003, 57 №; 2005, 63 №; 2006, 66, 70 №-сем; 2007, 73 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 85 №; 2011, 88 №; 2012, 92 (I том), 95 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 10 №; 2014, 9, 12 №-сем; 2015, 5 №; 2016, 4 №; 2017, 3 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 7 статьян 13-мӗш пунктӗнче иккӗмӗш предложение ҫакӑн пек ҫырса хурас: «Суйлавҫӑна суйлавҫӑсем вӑхӑтлӑх пулакан суйлав участокӗнче суйлавҫӑсен списокне кӗртни ҫинчен калакан информацие асӑннӑ суйлавҫӑна вӑл пурӑнакан вырӑн тӑрӑх суйлавҫӑсен списокне кӗртнӗ суйлав участокӗн участокри суйлав комиссине, ҫав шутра «Суйлав» ПАСӗпе усӑ курса, ҫитереҫҫӗ.»;

2) 9 статьяра:

а) 2-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«2. Суйлав участокӗсене муниципаллӑ район, хула округӗн вырӑнти администрацийӗн пуҫлӑхӗ тивӗҫлӗ территори комиссийӗпе килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх, Федераци саккунӗн 16 статйин 10-мӗш пункчӗпе, ҫак Саккунӑн 6 статйин 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн суйлав участокӗн территорийӗнче регистрациленӗ суйлавҫӑсен шучӗ ҫинчен калакан даннӑйсене тӗпе хурса, кашни участокра виҫӗ пин суйлавҫӑран ытла мар пулмалли шутпа туса хурать. Суйлав участокӗсене суйлавҫӑсем валли май килнӗ таран меллӗ условисем туса пама кирлине тӗпе хурса вырӑнти тата ытти условисене шута илсе туса хураҫҫӗ. Енчен те суйлавҫӑсене регистрацилени (шута илни) ҫинчен калакан даннӑйсем тӑрӑх суйлавҫӑсен шучӗ виҫӗ пин те ҫӗртен иртнӗ чухне е тата Федераци саккунӗн 19 статйин 4-мӗш пунктне, ҫак статьян 3-мӗш пунктне пӑснӑ чухне суйлав участокӗсен переченьне тата вӗсен чиккисене ҫав участоксене туса хурас тӗллевпе палӑртнӑ йӗркепех тӳрлетӳсем кӗртеҫҫӗ.»;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 21-мӗш пункт хушса хурас:

«21. Суйлав участокӗсен переченьне тата вӗсен чиккисене вӗсене туса хурас тӗллевпе палӑртнӑ йӗркепе ҫакӑн чухне тӳрлетӳсем кӗртеҫҫӗ:

а) муниципалитет пӗрлӗхӗсен чиккисене улӑштарни, ҫав пӗрлӗхсене ҫӗнетсе урӑхлатни, пӗтерсе хуни;

ӑ) суйлав участокӗн территорийӗнче регистрациленӗ суйлавҫӑсен шучӗ сахалланни (50 таран тата унран та сахалрах);

б) суйлав участокӗнчи суйлавҫӑсен чи пысӑк хисепне пӗр пин ҫурӑ таран чакарас тӗллевпе;

в) суйлав участокӗнчи суйлавҫӑсен чи пысӑк хисепне виҫӗ пине ҫитерес тӗллевпе;

г) нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртсемпе пурӑнмалли ҫӗнӗ ҫуртсем хута янине е сасӑлав пӳлӗмӗсене улӑштармаллине шута илсе суйлавҫӑсем валли май килнӗ таран ытларах меллӗ условисем туса пама кирлине тивӗҫтерес тӗллевпе.»;

б) ҫакӑн пек ҫырса 22-мӗш пункт хушса хурас:

«22. Суйлав участокӗсен переченьне тата (е) вӗсен чиккисене тӳрлетӳсем кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑва суйлав кампанийӗ пыман тапхӑрта, уйрӑм тӗслӗхсенче вара сасӑлав кунӗччен 70 кунран кая юлмасӑр йышӑнмалла. Кун пек чухне, ҫак статьян 21-мӗш пункчӗн «б», «в» е «г» ҫум пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхре, йышӑнӑва пилӗк ҫулта пӗр хутчен тума пултараҫҫӗ.»;

в) ҫакӑн пек ҫырса 23-мӗш пункт хушса хурас:

«23. Енчен те ҫак статьян 21-мӗш пункчӗн «б», «в» е «г» ҫум пунктне пурнӑҫлас тӗллевпе тӑвакан йышӑну муниципаллӑ район, хула округӗн чиккисенче суйлав участокӗсен шутне ӳстерме палӑртать пулсан, асӑннӑ йышӑнӑва Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗпе килӗштернӗ тӑрӑх кӑна тата каярахпа Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗпе килӗштернӗ тӑрӑх ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Патшалӑх влаҫӗн федераци органӗсен суйлав кампанийӗ пынӑ тапхӑрта ҫавнашкал йышӑнӑва тума юрамасть.»;

3) 10 статьяра:

а) 151-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«151. Инвалид шутланакан суйлавҫӑсен тивӗҫлӗ территорири хисепӗ ҫинчен калакан сведенисене, кӳме креслӑпа тата ертсе ҫӳрекен йытӑ пулӑшӑвӗпе усӑ куракан инвалидсене кӗртсе, инвалидлӑх ушкӑнӗсем тата организм сусӑрлӑхӗн ҫак тӗсӗсем тӑрӑх: куҫ курни (суккӑррисем тата япӑх куракансем), хӑлха илтни (хӑлхи илтменнисем), тӗревпе куҫӑм аппарачӗ сиенленни (аллисем е урисем самаях ӗҫлемен ҫынсем) – кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Федераци саккунӗн 20 статйин 161-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе тӑратаҫҫӗ.»;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 152-мӗш пункт хушса хурас:

«152. Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн инвалидсене социаллӑ хӳтлӗх тата социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен органӗсем суйлав комиссийӗсене Раҫҫей Федерацийӗн инвалид шутланакан гражданӗсен суйлав прависене тивӗҫтерес ӗҫре вӗсен организмӗн сусӑрлӑхне шута илсе пулӑшма, ҫавӑн пекех ҫав органпа граждансем хушшинче тӑвакан килӗшӗве тӗпе хурса асӑннӑ граждансене кирлӗ пек пулӑшу пама тивӗҫ.»;

4) 15 статьяра:

а) ҫакӑн пек ҫырса 11-1-мӗш пункт хушса хурас:

«11-1. Федераци саккунӗн 19 статйин 2-мӗш тата 21-мӗш пункчӗсемпе, ҫак Саккунӑн 9 статйин 2-мӗш тата 21-мӗш пункчӗсемпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче суйлав участокӗсен переченьне тӳрлетӳсем кӗртнӗ май туса хунӑ суйлав участокӗсенче участокри суйлав комиссийӗсене суйлав кампанийӗ пыман тапхӑрта суйлав участокӗсен переченьне тӳрлетӳсем кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑва тунӑ кунран пуҫласа 60 кун хушшинче, суйлав кампанийӗн тапхӑрӗнче вара – сасӑлав кунӗччен 35 кунран кая юлмасӑр йӗркелеҫҫӗ. Вӗсен йышӗ тӗлӗшпе сӗнӳсем йышӑнмалли срок 30 кунпа танлашать.»;

ӑ) 41-мӗш пункта «Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ» сӑмахсем хыҫҫӑн «е унӑн йышӑнӑвӗ тӑрӑх территорири комиссисем» сӑмахсем хушса хурас;

5) 22 статьян 3-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса предложени хушса
хурас:
«Пӗр мандатлӑ суйлав округӗнче кандидатсене ҫав суйлав округӗнче суйласа лартмалли депутатсен мандачӗсен шутӗнчен нумайрах тӑратни муниципалитет пӗрлӗхӗн суйлав комиссийӗшӗн ҫав суйлав округӗ тӑрӑх тӑратнӑ мӗнпур кандидата пӗр мандатлӑ суйлав округӗсем тӑрӑх тӑратнӑ кандидатсен списокӗнчен ӑна ҫирӗплетиччен кӑларса пӑрахмалли сӑлтав пулса тӑрать.»;

6) 411 статьян 5-мӗш пунктне «стационар сиплевпе профилактика учрежденийӗн (енчен те суйлавҫӑ ҫав учрежденире сипленет пулсан)
администрацийӗ,» сӑмахсем хыҫҫӑн «(енчен те суйлавҫӑ инвалид пулсан) халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан органӑн ертӳҫи,» сӑмахсем хушса хурас;

7) 43 статьяра:

а) 7-мӗш пунктра «5–52-мӗш пункчӗсенче» сӑмахсене «5-мӗш пунктра» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 12-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса ҫӗнӗ виҫҫӗмӗш предложени хушса хурас: «Ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗллӗ суйлавҫӑсен шучӗ пысӑк пулма пултаракан суйлав участокӗнче, ҫавӑн пекех суйлавҫӑсене 500-тен сахалрах регистрациленӗ тата бюллетеньсене шутламалли программӑпа техника комплексӗсемпе усӑ куракан суйлав участокӗнче тивӗҫлӗ суйлав комиссийӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх бюллетеньсен хисепне ӳстерме пултараҫҫӗ.».

2 статья

1. Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 41 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 9 статйин 21-мӗш пункчӗн
«в» тата «г» ҫум пункчӗсен положенийӗсемпе 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа усӑ кураҫҫӗ.

3. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 41 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 9 статйин 2-мӗш пункчӗн положенийӗсен вӑйӗ Федерацин «Федерацин «Политика партийӗсем ҫинчен» саккунне тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 157-ФЗ №-лӗ саккунӗн 4 статйин 7-мӗш пайӗпе тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» 2002 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 67-ФЗ №-лӗ саккунӗн (Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 104-ФЗ №-лӗ саккунӗ вӑя кӗриччен вӑйра тӑнӑ редакципе) 19 статйин 2-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн маларах пилӗк ҫуллӑха туса хунӑ суйлав участокӗсене пырса тивет.

Сайт:

 

Статистика

...подробней