Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унпа эпир чӑнласа Елинексем патӗнче паллашрӑмӑр; вӑл аллине кӑранташ вырӑнне револьвер тытнӑччӗ, ман ҫине тӗллесе: — Ку мана пуринчен те ытларах интереслентерет, — терӗ.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мана яланах револьверсемпе тӗллесе пыраҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мересьев палата тӑрӑх тунӑ иккӗмӗш рейс хыҫҫӑн канса ларнӑ чух, профессор сасартӑк Гвоздев койки ҫине тӗллесе кӑтартрӗ:Когда Мересьев отдыхал после второго рейса по палате, профессор вдруг показал на койку Гвоздева.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл тӑшман ҫине хӑй ыткӑннӑ, анчах чышкисемпе мар (ҫӗр ҫинче пулсан, вӑл ун ҫине чышкисемпех ыткӑннӑ пулӗччӗ), — вӑл хӑйӗн самолёчӗн ҫаврӑнса тӑракан винтипе нимӗҫ самолёчӗн хӳринчен тӗллесе, машинине ун ҫинелле ярӑнтарнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Комиссар вырӑн ҫинче йӑрӑст тӑсӑлса, хускалми куҫӗсемпе мачча ҫинчи темле пӑнчӑ ҫине тӗллесе выртнӑ пулнӑ, унӑн тӗршӗнсе шурӑхнӑ сӑн-питӗнче чул пек хытнӑ чаплӑлӑх тата лӑпкӑлӑхпа мӑнаҫлӑх палӑрса тӑни курӑннӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Дубровский офицер патне чупса пычӗ те, ӑна кӑкринчен пистолетпа тӗллесе кӑрӑслаттарчӗ кӑна.Но Дубровский, подошед к офицеру, приставил ему пистолет ко груди и выстрелил.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Князь хӑраса ӳкмерӗ, ҫул ҫине илсе ҫӳремелли пистолетне кӗсьерен кӑларчӗ те, маскӑллӑ хураха тӗллесе печӗ.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӗнер Алексей, ҫул кӗскелтӗр тесе, умри япаласене тӗллесе пыратчӗ: хыр-и, тунката-и е ҫул ҫинчи лакӑм-тӗкӗм, — вара вӗсем патне ҫитме васкатчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ковалев унпа юнашар тӑрса, аллипе малалла тӗллесе кӑтартнӑ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫак сӑмахсемпе Ковалев аллинчи хыпкӑчӗпе оруди щичӗ ҫинче номерсем ҫырнӑ хута тӗллесе кӑтартрӗ.И Ковалёв показал плоскогубцами на бумажку с номерками на орудийном щите.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ак ҫакӑнта, — терӗ Ковалев, хулпуҫҫи урлӑ тӗллесе кӑтартса.Тут и есть, – сказал Ковалёв, показывая через плечо плоскогубцами с таким видом.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл килӗшрӗ, анчах эс алӑ пуснӑ чух аллипе ман ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ…Она согласилась, но когда ты расписывался, она показала в мою сторону…
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
— Кунтан таҫта аякрах мар, Вӑ-ӑн, ҫав ҫурт Иван Колокольников пӳрчӗ, — ҫыранра ларакан пӳрте тӗллесе кӑтартрӗ старик, — леререх — Бедаревсем, унтан Волокотинсем, унтан Зиновьевсем, ну, кӑшт пӑрӑнсан, тӑкӑрлӑкра — пирӗн ҫурт.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Ыттисене пӳрнепе тӗллесе кӑтартатӑр —ҫылӑх.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Кун хыҫҫӑн, ак, кашни пӳрнепе тӗллесе кӑтартма тытӑнать…
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна схема умне илсе пымалла, хӑй ӑҫтине каламалла: пӗрре Уйӑх ҫине, тепре ун ҫине тӗллесе кӑтартмалла.В подтверждение этого можно показать ему на схеме, откуда он: показать на Луну, потом на него.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Том ҫӗнӗ шӑтӑкалла тӗллесе пӑхнӑ чухне кашни хутӗнчех Бекки унӑн питӗнчен сӑнаса пӑхнӑ, мӗн те пулин йӑпатмалли сиссе илме ӗмӗтленнӗ, Том вара савӑнӑҫлӑн ҫапла каланӑ:
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем пӗр галерейи тӑрӑх утнӑ, хӑйсем курнӑ паллӑсем тупӑнмаҫҫӗ-ши тесе, кашни шӑтӑкаллах тӗллесе пӑхса нумайччен ним чӗнмесӗр утнӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Валлиец нимӗн кулмасӑр-тумасӑр, темӗн интересленсе, ӑна тӗллесе пӑхса тӑчӗ те ҫапла каларӗ: — Ия, вӑрӑ хатӗрӗсене ҫыхса лартнӑ тӗрке.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн куҫӗсем ҫап-ҫаврака пулса кайрӗҫ, сывлӑшӗ тӑвӑрлалса килчӗ, вӑл, старик мӗн калассине кӗтсе, ӑна тӗллесе пӑхса тӑчӗ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.