Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ӗҫе Розалия Ермолаева та ҫине тӑрса хутшӑннӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, эрни-эрнипе канмасӑр ӗҫленӗ.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Ҫав пурлӑха куллен пухса Хӑш чух ҫука тӑрса юлатпӑр, Хӑш чух никам ҫӑвар уҫса Сӑмах чӗнменнине куратпӑр.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Инке тӑрса тухать шур кӗлетрен, Шӑлт-шалт кӗвентелет ик шуҫ витре.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Вӑл ҫын пӗтӗм тӗнчери халӑхсем хушшинчи туслӑхшӑн, миршӗн ҫине тӑрса тӑрӑшать, вӑл мӗн пур ҫӗршывсенчи ӗҫ ҫыннисемпе тӑванпа тӑван пек пӗр шухӑшлӑ…
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Анчах сӑнласа кӑтартни — пӗр кӑтартнипе кӑна тӑрса ан юлтӑр.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Пурне те ҫителӗклӗ лайӑх тӑвас тесен, халӑх чӗлхине ҫине тӑрса, ырми-канми, куллен-кун вӗренни кирлӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Авала кӗрсе кайма юратарах панӑ хӑш-пӗр писательсем вулакансемпе критиксене хӑйсен темиҫе кӗнекерен тӑракан романӗсемпе илӗртрӗҫ пулин те, пирӗн писательсен пысӑк йышӗ — тӗп вӑйӗ — каялла туртакан ҫулпа каймарӗ, яланах халӑхпа пулса, паянхи пурнӑҫа тӗплӗнрех вӗренме тытӑнчӗ, малалла пӑхрӗ, хальхи ҫинчен ҫырма йывӑр тенине пӑхмасӑр, ҫине тӑрса ӗҫлерӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Патшалӑх субсидипе пулӑшнӑ пулин те хальхи вӑхӑтра кокс туса кӑларакан 3 предприяти кӑна тӑрса юлнӑ, юлашки кӑмрӑк кӑларакан шахтӑна 2018 ҫулӑн вӗҫӗнче хупнӑ.
Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97
Ӗлӗк кунта тахҫан культура чечекленнине аса илтерсе Альтонӑри XVII—XIX ӗмӗрти еврейсен масарӗсем тӑрса юлнӑ.
Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0
Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи ҫулӗсенче Альтона ӗлӗкхи ҫурт-йӗре кӑна мар, унта пурӑннӑ еврей халӑхӗсӗр те тӑрса юлнӑ.
Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0
Малашне кунта ачасене пӗчӗкренех ҫӗр ӗҫне хӑнӑхтарас енӗпе ҫине тӑрса тӑрӑшӗҫ.
Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/
Пӳрт умне Тина, милиционер, Актай, Уҫук кинемей тӑрса юлчӗҫ.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
— Апла пулсан, эпӗ ӑс пани пулӑшрӗ сана, — терӗ Апуҫ тӑрса ларса.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Апуҫ хӑпӑл-хапӑл пиншакне хыврӗ те лупашканалла вӑркӑнтарчӗ, шап-шур кӗпе вӗҫҫӗн тӑрса юлчӗ.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Урине пӗчченех тӑрса юлчӗ.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Апуҫ текенскер вара куҫ илмесӗр ӑна пӑхса тӑрса юлчӗ.
1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Хӑй те сисмерӗ пулас, ура ҫине тӑрса сиккелесе илчӗ:
1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Тӑрса тухрӗҫ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Каникула ярсан пӗринпе те хирӗҫ тӑрса калаҫман.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Куратӑн-ҫке: шӑкӑр хӗрарӑм тӑрса юлатпӑр ялта, — сӑмахне аякран пуҫларӗ председатель.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.