Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫченех пӗр хускалмасӑр ҫывӑрчӗҫ вӗсем, тӑван килти пек темле-темле ырӑ тӗлӗксем курчӗҫ, анчах вӑранса тӑрса ларсан, каллех чунӗсем ыратса кайрӗҫ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑватшарӑн тӑрса тухнӑ салтаксене конвоирсем ҫул ҫине кӑларчӗҫ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫунтарса ярас! — кӑшкӑрчӗ пӗри, сиксе тӑрса.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑванӑмсем ҫакӑнта ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ…

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тата тем-тем каласшӑнччӗ вӑл, анчах курӑк ҫинче выртакан Улька, ӗсӗклеме чарӑнса, тӑрса ларчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта-кунта тӑрса юлнисем ҫеҫ, ни малалла, ни каялла чупма пӗлмен пек, ялалла пӑхса, тӗлӗнсе хытса кайнӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимун ялалла тухса кайнине курмасӑрах тӑрса юлчӗ Хумкка…

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗнтерӳпе таврӑнӑр! — чугун ҫул хӗрне кӗпӗрленнӗ хӗрарӑмсем, ват арҫынсем, ача-пӑчасем алӑ сулса тӑрса юлчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тапак пурне те килӗшрӗ пулас, ӑна илес текенсем черетпех тӑрса тухрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳречесӗр вакунсене мӗн тиенине те, анӑҫалла васкакан пысӑк платформӑсем ҫинче сарлака шӑналӑкпа карнӑ япаласем мӗн иккенне те пӗлеймесӗрех тӑрса юлчӗ Хумкка.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫитӗ, — терӗ Хумкка, ури ҫине тӑрса.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл утар ҫурчӗ патне ҫитнӗ ҫӗре Куҫук арӑмӗ — Кулюкка — курӑк ҫине тӑрса ларнӑччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗтнӗ иккен ку паян! — тенине ҫеҫ илтсе юлчӗ Сантӑркка, сак ҫине ҫӑмӑллӑн тӑрса ларнӑскер.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урай варрине пӗчченех тӑрса юлсан, пӗр вӑхӑт ним тума аптӑрарӗ Сантӑркка: те паҫӑрхи пекех такмакласа ҫаврӑнкалас, те, тӗкӗр умне тӑрса, хӑйӗн тахҫан ҫухалнӑ хитрелӗхне хальхи пӗркеленчӗксемпе танлаштарса, куҫҫульпе макӑрас, те урамалла тухса чупас…

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка калаҫа-калаҫа хӑй те сисмерӗ пулас, сӗтел хушшинченех шӑвӑнса тухрӗ, тӗкӗр умне тӑрса, ҫаврӑнкалама пуҫларӗ:

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сиксе тӑрать те вара, кӗтӳрен тӑрса юлман-ши тесе, тӳрех урамалли чӳрече патне чупса пырать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрле мӗнле тӗлӗк куртӑм-ши текелесе, ытти чухнехи пек анаслакаласа выртмарӗ, урине урайнелле усса, вырӑнӗ ҫине тӑрса ларчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса чӳречерен пӑхрӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, хунямӑшӗнчен ир тӑрса тухнине ӗненсен, пушшех хавасланчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук, хӑрушӑ тӗлӗк курнӑ ҫӗртен шарт сиксе вӑраннӑ пек, вырӑн ҫинчен тӑрса ларчӗ те, куҫҫуль витӗр тинкерсе, ҫын мӗлки тӑнине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней