Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тискер чӗрчуна курса хӑранипе чӗре сиксе тухасла тк-тк-тк туса тапать.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Хӑйне Тамара ҫапла мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫурӑлса тухасла тарӑхрӗ пулин те, чӑтрӗ вӑл, чӗрине хытарчӗ.
9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Унӑн пичӗ юн пӗрӗхсе тухасла хӗрелчӗ, унтан сывлӑш ҫавӑрса илсе сӑмахне тӑсрӗ:
VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Ытти пысӑк ыйтусем пуҫа ҫурса тухасла ҫаврӑнса-пӑтранса тӑнӑ чух вӗсем пирки калаҫса ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирттермелле иккен-ха!
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пурте куҫ умӗнче, пӗтӗмӗшпех паллӑ: пӗрисене, ҫак стройкӑра виҫҫӗмӗш ҫул, тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлекеннисене, хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-хӑватне ӗненсе илме ӗлкӗрнисене, куҫпа курмалӑх, чун-чӗре савӑнмалӑх ӗҫ тума ӗлкӗрнисене, хӑйсен патне ҫӗнӗ йыш ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса пӗтерме пулӑшас тесе, хӑюллӑ ӗмӗтпе, тӑванла кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитни чунтанах савӑнтарать; теприсене, инҫетри-инҫетри хуласенчен килсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсене, пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен стройка ҫыннисем кунашкалах тарават пулни, мӑнкӑмӑлланмасӑр, чун-чӗрене уҫса, пӗр танлӑн хисеплесе, тӑванла юратупа юратса, тӑванла савӑнӑҫпа савӑнса кӗтсе илни, тӗл пулни куҫҫуль тухасла хумхантарать.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ан тив, вӑл сан хӑть кӑкланса тухасла ҫаврӑнтӑр, эп пурпӗрех тепӗр шухӑшӑма калатӑпах.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Чӗри кӑкӑр кӑшкарӗнчен сиксе тухасла кӑлтлатса тапма пуҫласан Таранов диван ҫине тӑсӑлса выртрӗ кӑна — электрошӑнкӑрав чӑнкӑртатрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫаврака куҫӗсем халь-халь сиксе тухасла чарӑлнӑ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Тарӑннӑн сывлать унӑн кӑкӑрӗ, чӗрине тем ҫитмест, темшӗн хирӗлет вӑл: сиксе тухасла тапать.
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑшместӗр ҫурӑлса тухасла сывларӗ, чышкисене чӑмӑртаса Ахпӑлат еннелле утрӗ.
Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӑшман чӗрине шӑтарса тухасла пӑхать вӑл.
Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуп куҫӗ сиксе тухасла мӑчлата пуҫларӗ.
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чӗри унӑн сиксе тухасла тапатчӗ, пуҫӗнче юн вӗретчӗ…
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кирук шикленсе ӳкрӗ, унӑн чӗри сиксе тухасла тапать: тен, амӑшӗпе Улькка килтех, вӗсене фашистсем тухса тарасран хураллаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Сашукӑн чӗри сиксе тухасла тапнӑ.
Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401
Тен, мӗн те пулин ҫимелли те парӗ, пӗрле чухне пӗр чӗлӗ те тӑрантарать, теҫҫӗ вӗт, — чунне тавӑрса, халь-халь куҫҫуль тапса тухасла пит-куҫпа ӳкӗтлет, йӑлӑнать пӗр Пурисӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӗри ҫунса тухасла вӑрканине пула Анук ним тума аптрарӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шухӑшланӑ май, ун чунӗ вӗчӗрхеннӗҫемӗн вӗчӗрхенсе пычӗ, ӑш вӑркарӗ, чӗре кӑкӑра ҫӗмӗрсе тухасла тапрӗ.
4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӗре кӗҫ-вӗҫ сирпӗнсе тухасла тапать.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.