Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗвелӗ унсӑр тунсӑхланӑ тейӗн, хӗр ҫӗр ҫине пӗрремӗш утӑм тусанах малтан пытаннӑ пӗлӗчӗ хыҫӗнчен тухрӗ те хӑйӗн шевлипе ҫамрӑка пырса кӑтӑкларӗ.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Тата Ирина Михайловна тӗлӗшпе те пит тунсӑхланӑ эп, ӑна ҫӑва тухнӑранпа та тӗл пулман.И я очень соскучилась по Ирине Михайловне, которую не видела с весны.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫӳлӗ те ҫутӑ класра, лайӑх хура сӗтел хушшинче лекцисем итлесе ларса, Алексей Мересьев фронт пирки, боевой пурнӑҫ пирки тӳсме ҫук тунсӑхланӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл яланах шухӑшӗсене сирсе яма тӑрӑшнӑ, пӗрмаях тунсӑхланӑ.Он имел непрестанную нужду в рассеянии и непрестанно скучал.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пирвайхи кунсенче ача хӑйӗн тусӗсемшӗн-разведчиксемшӗн питӗ тунсӑхланӑ.Первые дни мальчик очень скучал по своим друзьям-разведчикам.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
…Лагерь хапхи умӗнче ҫӑмӑл машинӑсен речӗ тулсах пырать — тӗпренчӗкӗсемшӗн тунсӑхланӑ ашшӗ-амӑшӗ кӑнтӑрла иртессе кӗтет-и вара!
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Ҫывӑх ҫыннисемшӗн тунсӑхланӑ салтакшӑн тӗлпулу чи пысӑк парне пулӗ.
Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
Кунта Ҫимукпа Ҫӑмах Ҫерушӗ, ялти ӗҫкӗҫсем, тунсӑхланӑ.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Чун тӗпӗнчи вӑрттӑнлӑхсене уҫнӑ, пӗрле ӗмӗтленнӗ, тунсӑхланӑ.
Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№