Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑҫал уйлӑхсене пӗлтӗрхи пек 75 процент мар, 100 проценчӗпех тултарӗҫ.В этом году лагеря будут заполнены не на 75 процентов, как в прошлом году, а на 100 процентов.
Уйлӑхсене 100 проценчӗпех тултарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31608.html
Чаплӑ статуйӑсем вӑрмансене тӗлӗнмелле йӗрсен пулса ҫитнӗлӗхӗпе капӑрлатса тултарӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Кайран унта кӑлпасси тултарӗҫ.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кунти начальствӑн тарни ҫинчен рапортне эпир иксӗмӗр вуласам, вар ыратичченех кулӑпӑр, — вӗсем тем те ҫырса тултарӗҫ.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Урӑххи тӗлӗшпе пансем пулса тӑратӑр: гетман, сан пуҫ тирне сӗвӗҫ те унта хуратул хывӑхӗ тултарӗҫ, ӑна мӗнпур ярмӑркӑсенче нумайччен курмалла пулӗ!
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хумсем вӑйлӑрах, вӗсем кӗсменсене алӑран туртса илӗҫ, кимме шыв тултарӗҫ, ӳпне ҫавӑрса пӑрахӗҫ, куккӑшӗпе Костьӑна тӗрлӗ енне ывӑтса ярса, урса кайнӑ шыв тӑрӑх Шуйттан шӑлӗ патне илсе кайӗҫ, чул куписен тӑрӑхӗ ҫине пырса ҫапӗҫ, ҫаврӑнса таракан шыв хуранӗнче путарӗҫ…
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Эпӗ урама сӑвӑсем вулама каятӑп, иртен-ҫӳренсем мана укҫа нумай парса тултарӗҫ, — тет вӑл.— Я пойду на улицу читать стихи, прохожие надают мне кучу сольдо.
Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Унӑн вышки ҫине кӗпе-йӗм типӗтме ҫакса тултарӗҫ, иллюминатӑртан анакан йывӑҫ картлашка ҫине ирсерен хӗрарӑм ҫаруран тухса канлӗн анасласа илӗ…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тен, вӑл авланӗ, арӑмӗпе пӗрле вӗсем хӑйсене валли пур вӗтӗр-шакӑр япала: шифоньерсем, виктролсем, кӗпе-йӗм, тиртен тунӑ япаласем илсе тултарӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кашни ҫулах хирте тулӑ ҫӳллӗрен ҫӳллӗ ӳсӗ, садри ҫамрӑк йывӑҫсем йывӑртарах ҫимӗҫсем парӗҫ, колхоз ӗнисем витресене сӗтпе туллирех тултарӗҫ, ҫамрӑксем хулана вӗренме ытларах кайӗҫ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Унсӑрӑн ҫак ҫӗтӗк-ҫурӑксем пыйтӑ ертсе тултарӗҫ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Хӗрарӑмсем ҫуратса тултарӗҫ вӗсене! — тарӑхса кайрӗ Яков Лукич.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
22. Эсӗ курнӑ тӳлеклӗ виҫӗ пуҫ вара ҫакна пӗлтерет: 23. патшалӑхӑн чи юлашки кунӗсенче Ҫӳлти Турӑ виҫӗ патша ҫӗклентерӗ, нумай патшалӑха вӗсен аллине парӗ — кусем вара ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене пӑхӑнтарса тӑрӗҫ, 24. вӗсем унччен пулнӑ мӗнпур патшаран хытӑрах хӗсӗрлӗҫ; ҫавӑнпа вӗсене ӑмӑрткайӑк пуҫӗсем тенӗ, 25. шӑпах ҫавсем ӗнтӗ ӑмӑрткайӑкӑн усал ӗҫӗсен виҫине тултарӗҫ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Хамӑн халӑхӑма, Израиль халӑхне, тыткӑнран каялла илсе килӗп, ӗнтӗ пушанса юлнӑ хуласенче ҫурт-йӗр ҫавӑрӗҫ те унта пурӑнма вырӑнаҫӗҫ; иҫӗм пахчисем лартса тултарӗҫ, иҫӗм ҫырлинчен эрех туса ӗҫӗҫ, йывӑҫ пахчисем лартса ӳстерӗҫ те улма-ҫырла ҫийӗҫ.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн ҫине темӗн чухлӗ халӑх, пӗтӗм Израиль килне, пӗтӗмпе, вырӑнаҫтарӑп та, хуласенче пурӑнма пуҫлӗҫ, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем лартса тултарӗҫ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара ӗмӗрхи пушхирсенче ҫурт-йӗр лартса тултарӗҫ, авалхи ишӗлчӗксене сиплӗҫ, авалхи ӑрусенчен тӑрса юлнӑ юхӑнчӑк хуласене ҫӗнетӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1