Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тулать (тĕпĕ: тула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫулсерен тирпейлетпӗр эпир ку вырӑна, мӗншӗн тесен вӑл пӗрмаях тасамарлӑхпа тулать, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет биологи учителӗ Ираида Павлова.

Помоги переводом

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

«Кӑшт вӑйлӑрах ҫумӑр кӑна ҫума пуҫлатӑр, шыв тулать те йывӑҫа юхтарса каять, — шухӑшларӗ Пӑкачав.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗне ҫеҫ калать — ыйтнийӗ пулать, Ҫийӗ пуҫӗпе пӗрле кӑмӑлӗ те тулать.

Помоги переводом

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ, ӑна алла тытсанах район мӗнле пурӑнни, «сывлани» куҫ умне тухать, чун-чӗре ӑшӑпа тулать.

Помоги переводом

«Ял ӗҫченӗ — чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... /1/16/yal/

Ҫак каҫ кашни ҫыннӑн чӗри ырӑ-ырӑ туйӑмсемпе тулать, тӗрлӗрен ӗмӗтсемпе ҫунатланать.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗркӗче сывлӑш тулать те, унӑн хутламӗсене тӳрлетет.

Мехи наполнялись воздухом, расправляли свои мельчайшие складки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах — алхассан-алхассан, шалчи тулать, теҫҫӗ ҫав.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Уйрӑмах Васильев килсе кӗрсен пӳрт тулать.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пирӗн тавралӑх пин-пин тӗрлӗ ырӑ шӑршӑпа тулать.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унта мӗнле пулассине халех куратӑп ӗнтӗ: пысӑках мар хӗрлӗ кӗтесе халӑх лӑках тулать, ҫыннисенчен ӑвӑс хуппипе чӑрӑш сухӑрӗн ырӑ шӑрши кӗрет.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

— Чӗре пӗринпе ҫеҫ тулать, эп сана ӗмӗр-ӗмӗр юратӑп…

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Чӗре пӗринпе ҫеҫ тулать, эп сана ӗмӗр-ӗмӗр юратӑп.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Савӑк кӑмӑллӑ ачасен хаваслӑ сассипе пӗлӳ керменӗ самантрах тулать.

Помоги переводом

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Каларӑм вӗт Сергей килет, шӑпу тулать тесе.

Помоги переводом

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Спектакльсем кӑтартнӑ чух халӑх пичкери пулӑ пек чыхланса тулать

Помоги переводом

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эп вӑйлӑ тет пуль хӑш тӳре тепӗр чух, Ытла ан алхас, ак тулать сан шалчу.

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫӑлнӑ е хуппи вистеннӗ вырӑна ҫав сӗткен тухса тулать те кантӑк пек хытса ларать, суранӗ тӳрленсе «ӳт» илмесӗр те хӑпӑнса ӳкмест.

Помоги переводом

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Ҫавӑн пек вӑхӑтра вӑрман витӗр ҫулпа пыратӑн-и е ҫырла-кӑмпа татса ҫӳретӗн-и, вӑш-вӑш вӑшлатса, каш-каш кашласа ларакан йывӑҫсем пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫнӑн туйӑнать, вӗсене итлесе пынӑ май вара сан чун-чӗрӳ те ӑшӑ-ӑшӑ туйӑмпа тулать.

Помоги переводом

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Ахаль каламан ҫав халӑх сӑмахӗнче: «Тумлампа кӳлӗ тулать», — тенӗ.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Хысма шӑрши тухса тулать вара.

Пахнет липовым медом.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней